Комментари хушас

16 Нарăс, 2017

Çамрăк художниксем писательсен портречĕсене ÿкерчĕç

Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕ иртнĕ çулла «Чăваш Енри писательсен порт-речĕ» пултарулăх проектне вăя кĕртрĕ. Проект парт-нерĕсем — «Хыпар» Издательство çурчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци библиотеки, Чăваш Республикин ача-пăча библиотеки.

Тĕрлĕ ÿкерчĕк ту-са, Чăваш Енри çыравçăсемпе поэтсен портретне сăнлакан 116 ĕç çитрĕ пирĕн пата. Кашни авторăн ĕçĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрчĕ. Çурма финалта çав ĕçсенчен чи пахалăхлисене суйларĕç.

Сумлă жюри йышĕнче Чăваш Республикин халăх художникĕ Константин Долгашев, Чăваш Республикин ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Татьяна Захаровăпа Ирина Святскова, Чăваш наци конгресĕн информаци службин ертÿçи Зоя Яковлева, «Чăваш кĕнеки» центр библиотекарĕ Ольга Тимофеева пулчĕç.

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче хăйнеевĕр курав уçăлчĕ. Проект ĕçне хутшăнса мала тухнисене чысларăмăр.

Хаваслă уява проект авторĕ Елена Светлая уçрĕ. Вăл кĕнеке вулакансене, поэт-писательсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлтан кăсăкланакансене чĕререн тав турĕ.

Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов пултаруллисен умĕнче салам сăмахĕ каларĕ. Писательсен ĕçне хаклакансемпе, вĕсен хайлавĕсене пысăк хак паракансемпе малашне те тачă çыхăну тытса ĕçлес кăмăллине палăртрĕ. Асăннă проект вара республикăра пĕрремĕш хут иртнине, вăл малашне те пулассине пĕлтерчĕ.

Кăвар чĕреллĕ прозаиксемпе поэтсем те: Юрий Сементер, Арсений Тарасов, Валентина Пугачева хастарсене хавхалантарчĕç. Портрет ÿкерекен авторсене автографлă кĕнекесем парнелерĕç.

Сусăр çынсен «Ирĕклĕх» организаци представителĕ Эдуард Алякин пухăннисене хăй çырнă сăвăпа паллаштарчĕ.

Çак конкурса хутшăнакансенчен чи çамрăк «художник» Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнчи виççĕри Анна Кудряшова, чи асли — Улатăр районĕнчи çитмĕлти Валентин Зимин.

Тата çакна палăртма кăмăллă: проекта хутшăнакансен пысăк йышĕ Шупашкар ра-йонĕнчи хастарсем. Кÿкеç ачисенчен чылайăшĕ Диплома, Тав хутне тивĕçрĕç.

Ачасене проекта хутшăнма пулăшнă вĕрентекенсем, биб-лиотекарьсем те киле пушă алăпа каймарĕç.

Писательсен портречĕсемпе Чăваш наци библиотекинче пĕрремĕш хутра, ятарлă куравра, паллашма пултаратăр.

Вĕсем чăн та, чун-кăмăла хавхалантараканнисем, тарăн шухăшлаттараканнисем. «Художниксем» çак ĕçсене çыравçăсене тата вĕсен кĕнекисене юратса ÿкерни палăрать кăна мар, курăнать те. Петрарка калашле — пĕр çын та аслă ятпа çуралмасть. Хăйĕн ĕçĕсемпе ăна илме тивĕçлĕ пулать. Çавăнпа паянхи ăру аслисене кура пархатарлă ĕçлеме тăрăшать.

Наци библиотеки хыççăн курав Ача-пăча вулавăшне куçĕ. Мĕн çулталăк вĕçленичченех хастарсен ĕçĕсем унта пулĕç. Пырăр, курăр, паллашăр!

Тĕрлĕ ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнисене палăртма та кăмăллă. Акă вĕсем, чи ăнăçлă ÿкернисем:

Лера Антипова /Шупашкар районĕ, Кÿкеç/;

Арина Долгова /Шупашкар районĕ, Кÿкеç/;

София Васильева /Шупашкар/;

Мария Осипова /Етĕрне районĕ, Етĕрне/;

Валентин Зимин /Улатăр районĕ, Ялушево/.

Елена ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.