Archive - 24 Çу, 2016 - Хыпар

24 Çу, 2016

Писательсемпе влаç хушшине камсем савăл çапасшăн?

Пăтăрмах пуласса шухăшлама та пултарайман

Ака уйăхĕ. Мускав. Хусан вокзалĕ. Мана, Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕн съездне хутшăнма килнĕскере, çĕршыв тĕп хули çурхи ăшă та хĕвеллĕ кунпа кĕтсе илчĕ. Метрона анса Баррикаднăй станцине çур сехетренех çитрĕм. Халĕ Поварская урамри 52-мĕш çурта тупмалла: çавăнта вырнаçнă Писательсен пĕрлĕхĕ. <...>

24 Çу, 2016

Ырăлăх, чун ăшши парнелекенсем

Вĕсем йывăрлăха лекнĕ çыннăн ыйтăвне социаллă ĕçченсем пек кăна мар, психолог, педагог, юрист, социолог, медик пулса та уçăмлатмашкăн май тупма пултарни, професси ĕçĕ-хĕлĕнче çаврăнăçулăх кăтартни обществăри кăткăслăха çемçетме, вун-вун çыннăн чĕринче шанчăк хĕлхемне вăй илме пулăшать.

Сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ

24 Çу, 2016

Чăваш сăмахлăхĕн те черечĕ çиттĕрех

Кăçал çĕршывра Вырăс сăмахлăхĕн обществине чĕртсе тăратрĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе çак обществăна ертсе пыма Кирилл Патриарх килĕшрĕ. Ку таранччен вырăс чĕлхипе литературине мĕнле вĕрентмеллине Вĕренÿ министерстви хăй кăна татса панă. Халĕ ĕнтĕ ку ĕçе Сăмахлăх обществи те хутшăнать.

24 Çу, 2016

Чее те ăслă, питĕ сĕмсĕр...

Ют укçана вăрламалли çĕнĕ мелсем вăй илсех пыраççĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хула урамĕсенче çын çĕлĕкне хывса илни, хĕрарăм сумкине туртса илни час-часах пулатчĕ. Паян кунашкалли çукпа пĕрех. Ют пурлăха хапсăнакансем халь чее те ăслă — «прогрессивлă» технологисемпе усă кураççĕ. Шалти ĕçсен министерствинче иртнĕ пресс-конференцире ултавăн çĕнĕ мелĕсем пирки каласа пачĕç.

Алло, айвансене шыратпăр!

24 Çу, 2016

Паттăрла пĕр ĕçшĕн - орден, теприншĕн - медаль

Алексей Федотович Иванов 1912 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Урикассинче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш, Штанашри 6 çул, Хĕрлĕ Чутайри 8 çул вĕренмелли шкулсенче ăс пухнă. 1928-1931 çулсенче вăл Етĕрнери педагогика техникумĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ, пуçламăш шкул учителĕ пулса тăнă.

24 Çу, 2016

Хĕрне ашшĕшĕн тавăрнă

Пилĕк хутчен качча тухса та Светлана Аллилуева телейлĕ пулайман Кăçал Сталин хĕрĕ çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. «Кремль принцесси» мĕнлерех пулни çинчен «Комсомолкăна» экспертсем каласа кăтартнă.

24 Çу, 2016

Паллă художниксене манăçа кăлармастпăр-ши?

Çуркуннехи хĕвеллĕ кун, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Элли Юрьев çуралнăранпа80 çул çитнĕ май эпĕ унăн пултарулăхĕпе черетлĕ хут паллашма кайрăм.Çак çыннăн талантне хаклакансем ушкăнĕ-ушкăнĕпе пырса çитиччен ĕлкĕрес тесе мастерскойран иртерех тухрăм. Картинăсен залĕсенче пулас, кĕнеке графикин, медальсен, укçа тата значоксен сентрисен, юбилейсемпе уявсем тĕлне хатĕрленĕ информаципе йыхрав комплекчĕсен умĕпе иртес, вĕсемпе тепĕр хут паллашас тенĕччĕ...

24 Çу, 2016

Пăр керменĕшĕн сасăлăр

Шупашкарти чи пысăк кермен "Спорт индустрийĕн лидерĕсем" конкурса хутшăнать. "Раççейри чи лайăх пăр кермен" ята тивĕçессишĕн çавăн пекех Мускаври "Мегаспорт", Сочири "Большой", Хусанти "Татнефть-Арена", Коломнăри конькипе чупакансен центрĕ тата ыттисем кĕрешеççĕ.

24 Çу, 2016

Унăн ăсталăхĕнчен Ардалион Игнатьев та тĕлĕннĕ

ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ, çăмăл атлетика енĕпе Совет Союзĕнчи ялти спортсменсен пилĕк хут чемпионĕ Рассых Камалетдинов çак кунсенче 90 çул тултарчĕ.

Pages