Комментари хушас

24 Çу, 2016

Унăн ăсталăхĕнчен Ардалион Игнатьев та тĕлĕннĕ

ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ, çăмăл атлетика енĕпе Совет Союзĕнчи ялти спортсменсен пилĕк хут чемпионĕ Рассых Камалетдинов çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбилейпе ĕçпе вăрçă тата спорт ветеранне республикăн Физкультурăпа спорт министерствин, Патăрьел тата Елчĕк районĕсен ентешлĕхĕсен ертÿçисем, паллă атлетсемпе тренерсем, унăн тăванĕсемпе вĕренекенĕсем саламларĕç.

— Çур ĕмĕр каялла Совет Союзĕнчи тата тĕнчери вун-вун ăмăртура çĕнтернĕ атлетпа пĕрле ларнăшăн, манăн пурнăç унăннипе çыхăннăшăн савăнатăп. Рассых Ямалетдинович тăван республика тата Раççей чысне вăтăр çула яхăн хÿтĕленĕ, çак вăхăтра 300 ытла медальпе диплом çĕнсе илнĕ, Чăваш Енре паян ун пек пархатарлă ветеран урăх çук, — терĕ паллă журналист Юрий Плотников.

1940 çулта Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшикри шкултан вĕренсе тухсан вунтăваттăри Рассых вырăнти «Осоавиахим» колхозра ĕçлеме пуçланă. Яштака, патвар та çулне кура мар вăйлă яш мĕнле ĕçе кăна пурнăçламан пулĕ: аслăрах юлташĕсемпе пĕрле тырă акнă, вырмана хутшăннă, пахчара тăрăшса ĕçленĕ, хĕлле вăрмантан вутă турттарнă. 1941 çулăн иккĕмĕш çурринче ялти вăйпитти арçынсем нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма фронта тухса кайсан тутар каччине бригадира лартнă. Çулталăк ытла çак тивĕçе чыслăн пурнăçланă вăл. Унăн бригади Хирти Пикшикре кăна мар, районта та малтисен ретĕнче пулнă.

1943 çулхи хура кĕркунне ăна Совет çарне илнĕ. Çĕнĕ çулччен унăн служба кунĕсем Инçет Хĕвелтухăçĕнчи çуран салтаксен саппас полкĕнче иртнĕ, каярахпа хĕсмет шăпи ăна Магадан облаçне илсе çитернĕ. 1945 çулта ентеше Маньчжурире Япони самурайĕсемпе çапăçма тÿр килнĕ. Р.Камалетдиновпа унăн юлташĕсемшĕн, çав шутра Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ, совет саманинче республикăна ертсе пынă Илья Прокопьевшăн та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕркунне кăна вĕçленнĕ.

Совет çарĕнче çичĕ çул ытла пулнă хыççăн 1951 çулта Патăрьел районне таврăннă Рассых Камалетдинов Шăнкăртамри вăтам шкулта физкультура вĕрентме пуçланă. XX ĕмĕр варринче Жданов ячĕлĕ колхозăн Рассых Ямалетдинович ертсе пынă физкультура коллективĕ пирĕн республикăра кăна мар, Атăл тăрăхĕнче те чи малтисенчен пĕри шутланнă. Вăрнар районĕнчи «Правда» колхозра ирттернĕ ялти спортсменсен I спартакиадинче Аслă Пăла тăрăхĕнчен килнĕ чăваш тата тутар çамрăкĕсен туслă команди нумай наградăна тивĕçнĕ. Велосипедистсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăнсене Вера Стекловăпа Минсеит Юсупов йышăннă. Винтовкăран тĕл перекенсен тупăшăвĕнче Александр Семенов пуринчен те ытларах очко пухнă. Команда капитанĕ, Шăнкăртамри вăтам шкул учителĕ Рассых Камалетдинов 100 метрлă дистанцие 11,4 çеккунтра чупса тухнă, 6 метр та 5 сантиметр тăршшĕне сиксе каллех пĕрремĕш вырăн йышăннă. Колхоз конюхĕ, 1951 çулта 1500 метра чупассипе РСФСР чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ Рассых Бикчурин вара пьедесталăн картлашки çине виçĕ хутчен хăпарнă. Шăнкăртамсен спортри ăсталăхĕнчен Елчĕк районĕнчен тухнă чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев питĕ тĕлĕннĕ. Вăл Тăрăмри шкулта учительте ĕçленĕ вăхăтра тренировкăсене Камалетдиновпа тата Бикчуринпа пĕрле ирттерес тĕллевпе çуллахи вăхăтра Шăнкăртама ятарласа çÿренĕ.

1967 çулта ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, республика рекорчĕсене 50 /!/ хут ытла çĕнетнĕ Р.Камалетдинов хăйĕн çемйипе Патăрьел районĕнчен Шупашкара пурăнма куçнă. Çур ĕмĕре яхăн каялла ăна Пĕтĕм Раççейри «Урожай» ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин республикăри канашĕн председателĕн заместительне суйланă. 20 çул чуна парса ĕçленĕ Рассых Ямалетдинович Чăваш Енри физкультурăпа спорта аталантарас, ăста атлетсем хатĕрлес тĕлĕшпе çĕршывĕпех палăрчĕ. Унăн вĕренекенĕсен хушшинче Раççейĕн вун-вун чемпионĕ тата рекордсменĕ, олимпиецсемпе тĕнче чемпионĕсем пур.

Патăрьел районĕнчен 120 яхăн спорт мастерĕ тухнă. Вĕсенчен вунпиллĕкĕшĕ — тĕнче спорт мастерĕсем. Шăнкăртамри Минсеит Тазетдиновпа Нăрваш Шăхальти Ирина Калентьева спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн ятне тивĕçрĕç. Республикăн Физкультурăпа спорт министерстви ирттерекен смотр-конкурсра Патăрьелсем çулленех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çак çитĕнÿсенче чăваш спорчĕн историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăннă Р.Я.Камалетдиновăн тÿпи те пур.

Петр СИДОРОВ,

РФ физкультурăпа спорт отличникĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.