Трак ен юбилейре савăнчĕ, ĕç пирки те манмарĕ
Халăх каларăшĕнче «Кам тăрăшать, палăртнă çĕре тĕллевлĕ утать - ăна Турă та хăват парсах тăрать» текен ăнлав пур. Çак хăвата Трак тăрăхĕнче пурăнакан халăх та чăннипех тивĕçнĕ. Мĕншĕн тесен кунти çынсем производствăра та кăтартусене ÿстерсех пыраççĕ, вăтам предпринимательлĕхре те май килтереççĕ, вĕренÿре те, культурăра та - районти мĕнпур сферăпа отрасльте тăрăшулăхпа палăраççĕ, пĕрле вăй хурса хăйсен тăван тăрăхĕн хăватне, унăн чыс-сумне ÿстереççĕ. Районти промышленность предприятийĕсем пĕлтĕр 547,4 млн тенкĕлĕх продукци, малтанхи çул кăтартăвĕнчен 2,6 хут ытларах, туса кăларнă.