Трак ен юбилейре савăнчĕ, ĕç пирки те манмарĕ

13 Пуш, 2015

Халăх каларăшĕнче «Кам тăрăшать, палăртнă çĕре тĕллевлĕ утать - ăна Турă та хăват парсах тăрать» текен ăнлав пур. Çак хăвата Трак тăрăхĕнче пурăнакан халăх та чăннипех тивĕçнĕ. Мĕншĕн тесен кунти çынсем производствăра та кăтартусене ÿстерсех пыраççĕ, вăтам предпринимательлĕхре те май килтереççĕ, вĕренÿре те, культурăра та - районти мĕнпур сферăпа отрасльте тăрăшулăхпа палăраççĕ, пĕрле вăй хурса хăйсен тăван тăрăхĕн хăватне, унăн чыс-сумне ÿстереççĕ. Районти промышленность предприятийĕсем пĕлтĕр 547,4 млн тенкĕлĕх продукци, малтанхи çул кăтартăвĕнчен 2,6 хут ытларах, туса кăларнă. Ялхуçалăх ĕçченĕсем 2014 çулта тĕштырă нихçанхинчен те нумайрах çитĕнтерсе илнĕ - 36 пин тонна ытла. 2013 çулта Красноармейскисен инвестици хастарлăхне чи лайăх паллăпа хакланăччĕ, вăл муниципалитет районĕсен тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухса 975 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕччĕ. Пĕлтĕр вара район экономикине 63,3 млн тенкĕ хывнă, унчченхи çулхи кăтартуран 145,4% нумайрах ку. Трак ялĕ çывăхĕнче кĕске вăхăтра туса пĕтерсе хута янă «Трак керамики» завод Европа шайĕнчи пахалăхлă кирпĕч кăларма тытăннă. Заводăн сутлăха ăсатнă продукцийĕ район тÿпин 76% танлашнă. Хальхи вăхăтра «Караево» ООО 240 пăру тытмалли вите, пăрулаттармалли уйрăм çĕклет, «Таябинка» агрофирма» ООО кăçал 8000 тонна тырă упрамалли склад, тырă типĕтмелли икĕ комплекс туса пĕтерме палăртать. «Скороход» ООО - атă-пушмак фабрики пĕлтĕрех паха продукци кăларма пуçланă.  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.