Тимĕрçĕ ывăлĕ ентешлĕхе те, яла та пĕтме памастех

13 Пуш, 2015

«Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.

Аслă Силпи ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса... Пирĕн те Вăрнар халăхĕ пуш уйăхĕн вĕçĕнче пухăнать уява! Питĕ хăйнеевĕрлĕ вĕт!»- калаçăва çапла ытарлă пуçларĕ Андрей Васильев.

Андрей Дмитриевича Вăрнар районĕн ентешлĕхĕн пуçлăхĕ пулма пĕлтĕр май уйăхĕнче суйланă. Республикăра Вăрнарсем ентешлĕх йĕркелекенсен йышĕнче чи малтанхисенчен пĕрисем пулнă. Унтанпа 20 çул та иртрĕ. Малтанхи пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт... Çитĕнÿсене палăртмаллах! Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Вăрнарсем тĕп хулари Чăваш патшалăх филармони залĕнче ентешлĕхĕн уявне паллă тăваççĕ. «Программăпа килĕшÿллĕн тата кăçал Литература çулталăкĕ пулнине шута илсе хамăр çыравçăсене чыслатпăр. К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа пĕтĕм халăхпа пĕрле /сцена çинче те, залра та/ «Нарспи» поэмăн 3 куплетне пăхмасăр каласшăн. Чăн-чăн уяв пек йĕркелесшĕн эпир ăна. Ялти Акатуй пек. Ытти çулсенче çитĕнÿсем çинчен ытларах калаçаттăмăр, пултаруллисемпе маттуррисене чыслаттăмăр. Унтан тин концерт пулатчĕ. Кăçал эпир çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшатпăр. Вăл çамрăксемшĕн те, аслăраххисемшĕн те, ваттисемшĕн те интереслĕ ирттĕр тетпĕр. Вăйăллă-кулăллă, юрăллă-ташăллă, шÿтлĕ-такмаклă ирттересшĕн. «Пĕри - кăтартать, тепри - курать» меслетпе пулмалла мар чăн-чăн уяв. Унта пурин те хутшăнмалла! «Эпĕ каям та курам» мар, «Эпĕ каям та савăнам», - темелле. Ял тăрăхĕсен хушшинче çынсене хавхалантарма хăйнеевĕр ăмăрту ирттеретпĕр. Хăш тăрăхран ентешсем ытларах пухăнаççĕ - вĕсене Кубок паратпăр. Вăрнар тăрăхĕнче 18 ял тăрăхĕ. Вĕсенче фермерсем те, предпринимательсем те, усламçăсем те пур. Укçа ямалли ятарлă ешчĕксем вырнаçтарăпăр. Хăш ял тăрăхĕ тараватлăхĕпе палăрĕ - ăна ятарлă парне. Фойере хамăр тăрăхран тухнă хальхи çыравçăсемпе поэтсен çĕнĕ кĕнекисен куравне йĕркелĕпĕр. Праски Виттин выставкипе те паллашма май пулĕ. Кунтах шашкăлла, шахматла вылякансен турнирĕсем те пулĕç. Тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе юрăçсем савăнтарĕç. Пирĕн паллă артистсем йышлă вĕт: Стас Владимиров, Людмила Семенова, Валентина Смирнова, «Янташ» ушкăн тата ыттисем. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситечĕн, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн, коопераци институчĕн студенчĕсене йышлăн явăçтарасшăн. Çамрăксене пулăшса тĕрĕс çулпа илсе кайсан вĕсем пурнăç шайне хăпартĕç. Малашлăхра пире, пулас пенсионерсене, пурăнма пулăшĕç», - уяв программипе паллаштарать Андрей Дмитриевич. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.