Archive - 2015 - Хыпар

мая 26th

26 Çу, 2015

«Хĕрлĕ пăнчăсем» Чăваш Енре ан пулччăр

Раççейри çулсен пахалăхĕпе юсавлăхĕн ыйтăвĕпе çы-хăннă çивĕчлĕх паян çуралнăскер мар, ку темăпа ахальтен мар ĕнтĕ халăхра анекдотсем те пайтах çÿреççĕ. Малашне вара çак ĕç-пуçа сăнаса тăма РФ Шалти ĕçсен министерствин общество канашĕ те тÿрремĕнех хутшăнĕ. Çакăн çинчен тунтикун канашăн видеоçыхăну мелĕпе регионсене явăçтарса ирттернĕ ларăвĕнче ОК председателĕ Анатолий КУЧЕРЕНА пĕлтер-чĕ.

26 Çу, 2015

Ветеринарсем тивĕçе тăрăшса пурнăçлаççĕ

Красноармейски районĕнчи килти хуçалăхсенче 2615 ĕне. Ытларахăшĕ пăруланă. Чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци февраль уйăхĕнчен пуçласа пахалăха тĕрĕслеме вĕсем сутакан сĕтрен 4189 тĕслĕх илнĕ.

26 Çу, 2015

Патент ирĕк парать

Федерацин 2015 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Ют çĕршыв гражданĕсен Раççей Федерацийĕнчи право лару-тăрăвĕ çинчен» саккунне тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 357-мĕш саккунĕ пирĕн çĕршыв территорийĕнче ĕçлемешкĕн мигрантсене хутшăнтармалли çĕнĕ йĕркене палăртнă. Унăн тĕшши - ют çĕршыв çыннисене хутшăнтармалли квотăсене патентпа улăштарасси. Раççее визăсăр патшалăхсенчен ĕçлес тĕллевпе килнисем патента тĕпе хурса уйрăм çын тата юридици сăпатĕнче тăракан патĕнче вăй хума, ĕçпе тивĕçтерекене улăштарма пултараççĕ.

26 Çу, 2015

«Маншăн живопиçпе хĕрарăм - пĕрешкел кĕтрет»

Вăл - чăннипех те хăйнеевĕрлĕ çын. Пурнăçра та, пултарулăхра та. Ахальтен-им живопиçре хăйĕн стильне шухăшласа тупнăшăн «Культура пуянлăхĕ» /Культурное достояние/ фонд ылтăн медаль парса чысланă.

26 Çу, 2015

Чăваш бадминтонисчĕсем - çĕршыв мухтавĕ!

Паянхи саманара сусăрсене çăмăлах мар. Çапах та çак пурнăçра та чылайăшĕ хăйсен вырăнне тупаççĕ, тăрăшуллисемпе хастаррисем пысăк ят-сум та çĕнсе илеççĕ. Ку енĕпе Сурдлимп /илтменнисен/ вăййисен паттăрĕсене палăртас килет.

26 Çу, 2015

Кĕтсе илеймерĕ

Вăрçă... Çак хаяр та тискер, хăрушă сăмах 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕршыври кашни çемьене пырса кĕнĕ, чун-чĕрене çÿçентерсе чÿречерен шакканă. Мĕн чухлĕ инкек, хурлăх илсе килнĕ вăл çĕр çине! Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчи Варвара Григорьевнăпа Трифон Васильевич Блиновсен çемйине те çитнĕ нуша.

26 Çу, 2015

«Тăшмана пирĕн çĕр тăрăх утма памастпăр!»

- Эй, Турăçăм! Хăçан вĕçленĕ ку вăрçă! Ах, вилетĕп, çакăнтах выртса юлатăп пулĕ. Пĕр вăй юлмарĕ, сывлăш тухми пулчĕ. Пĕтĕм шăм-шак ыратать, хул-çурăм сурать. Ал-ура хытса ларнă - кĕреçе аврине те тытаймастăп, - шăн тăпрана купа çине аран-аран ывăтрĕ окоп чавакан çамрăк хĕр. Ăша пĕр татăк çăкăрпа чăмăрла пĕçернĕ çĕрулми янипе çеç вăй ăçтан пулайтăр ĕнтĕ. Шартлама сивĕ ÿт-пĕве çатăрласа илнĕ, чир-чĕрĕ те сулăнтарать - çынсем пурпĕр ĕçе тухнă. Епле-ха унсăрăн! "Тăшман ури ку тăрăхалла ярса ан пустăр кăна.

26 Çу, 2015

Тăватă орден кавалерĕ

Василий Сергеевич Сергеев 1920 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ вĕсен. Василий ялти шкулта вĕреннĕ, 1940 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.

26 Çу, 2015

Манăçми Курск пĕкки

Эпĕ Шупашкарти çыхăну полкĕнче çар çыхăнăвĕн ĕçне вĕреннĕ хыççăн фронта кайрăм, стрелоксен Шупашкарта йĕркеленнĕ 324-мĕш дивизине лекрĕм. Унта миномет дивизийĕнче, çыхăну ротинче пултăм. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче мана стрелоксен 1095-мĕш полкне телефониста куçарчĕç. 1943 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче пирĕн полк Курск пĕккинчи çапăçăва кĕчĕ.

Штурм

Pages