Манăçми Курск пĕкки
Эпĕ Шупашкарти çыхăну полкĕнче çар çыхăнăвĕн ĕçне вĕреннĕ хыççăн фронта кайрăм, стрелоксен Шупашкарта йĕркеленнĕ 324-мĕш дивизине лекрĕм. Унта миномет дивизийĕнче, çыхăну ротинче пултăм. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче мана стрелоксен 1095-мĕш полкне телефониста куçарчĕç. 1943 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче пирĕн полк Курск пĕккинчи çапăçăва кĕчĕ.
Штурм
Июлĕн 12-13-мĕшĕсенчи хаяр çапăçусенче тăшман оборонине çĕмĕрме май килмерĕ. Каçхине пирĕн 2-мĕш ротăна урăх çĕре куçарчĕç. Окопсем чавса çапăçăва хатĕрленме пуçларăмăр. Малтанхи кун рота командирне амантнăччĕ те июлĕн 14-мĕшĕнче ирхине çĕнĕ командир çитрĕ позицие. Взвод тата отделени командирĕсене пухса пулас çапăçу пирки инструктаж-приказ пачĕ. Ун хыççăн кашни салтак патне çитсе командованин хушăвĕпе паллаштарчĕ: малтанхи кун кунта 1093-мĕш полк нимĕçсен оборонине çĕмĕрес тесе вăйлă çапăçнă пулин те, тăшман хытах хирĕç тăнине пула вĕсем позицинчен инçе мар окопсене вырнаçса çĕр каçнă-мĕн. Пирĕн ротăна вĕсене пулăшма кунта куçарнă иккен. Ракетăпа сигнал парсанах пурин те çĕкленмелле, тăшман çине вут тăкса малалла чупмалла, фашистсем темĕнле вăйлă персен те никамăн та выртмалла мар. Командир пурне те асăрхаттарчĕ: «Аманмасăр-тумасăр выртма хăякансене хам персе пăрахатăп», - терĕ. Атакăна çĕкленнĕ чух алăра винтовкăпа автомат тата çумра сапер кĕреçи çеç пултăр, шинель скачĕсене, противогазсене, салтак кутамккисене çакăнтах пăрахса хăвармалла.
Сигнал парсан пурте çĕклентĕмĕр. Эпĕ телефонист пулнă май телефон аппаратне тата кабель катушкине пăрахса хăварман, паллах. Салтаксем пĕри ÿксе юлать, тепри... - ыттисем малалла вирхĕнеççĕ. 1093-мĕш полк йышăннă позици патне çитнĕ чух унтисем те çĕкленчĕç. Тăшман траншейисем умĕнче минăланă лаптăк тата йĕплĕ пралукпа картлани пулнă. Минăсене сиенсĕрлетме нимĕнле май та пулман, паллах. Малта чупакан салтаксем вуншарăн сирпĕне-сирпĕне кайрĕç, каярахрисем валли çул уçрĕç. Пăхма хăрушăччĕ. Тăшман штурмлакансене тытса чарасса шанмасăр машинăсем çине ларса позицирен тапса сикнĕ, пулеметчике çеç хăварнă.
Позицие йышăнни çинчен командир телефонпа штаба пĕлтерчĕ, лерен тăшмана малалла хăвалама приказ пачĕç. Эпĕ Будские Выселки ялĕ еннелле командирпа юнашар чупатăп. Тăшман ял енчен вут-хĕм тăкать. Сисмерĕм те - пуç хытă пĕçерсе кайрĕ. «Пĕтрĕм!» - тесе кăшкăрса янине çеç астăватăп.
Госпитальте
Тăна часах кĕмен пулмалла: аманнă чух хĕвел хăпарнă çеçчĕ. Тăна кĕтĕм - нимĕçсен блиндажĕнче выртатăп иккен. Манăн пуçа, алла бинтпа чĕркесе пĕтернĕ. Ытти аманнă салтаксемпе пĕрле хирти куçса çÿрекен госпитале ăсатнă. Кун каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ. Пĕрле выртакан, аманнă çамрăк комсомолец мана çапла ăс пачĕ: «Тухтăра тăн çухатнине ан кала, атту тыла ăсатаççĕ». Пирĕн тăшмана малалла хăвалас килнĕ ĕнтĕ. «Тăна эпĕ темиçе минута çеç çухатнă», - терĕм.
Çĕрле операци сĕтелĕ çине вырттарчĕç. Малтан пуçа сиплерĕç. Унтан алла çыхнине сÿтрĕç. Алă хуралсах ларнă-мĕн. «Газовая гангрена... Ампутация», - тенине илтрĕм, «ампутаци» мĕнне те ăнкарман эпĕ ун чухне айван. Операци ушкăнĕнчи хĕрарăм пĕр çынна чĕнме сĕнчĕ. Чĕннĕ çын часах çитрĕ. Вăл госпиталĕн тĕп хирургĕ, госпиталь начальникĕ пулнă-мĕн, операцисем хыççăн канма выртнă. Вăл ман алла пăхрĕ те: «Совсем молодой, давай попробуем спасти ему руку», - терĕ. Кĕçех пите витрĕç, наркоз пачĕç. Шутлама хушрĕç. Икĕ хутчен 25-шер шутларăм. Эмелне хушрĕç. Туятăп: шутлама йывăрланчĕ, вăй пĕтсе кайрĕ, вуннă таран та шутласа çитеймерĕм пулас...
Кайран вырăн çинче купарча ыратнипе вăраннă пек пултăм. Сывлас та килмест. Сестра мана: «Çывăр, сывла», - тет. Тата укол турĕ. Çине тăрсах сывлама тăрăшрăм. Перевязкăна илсе кайсан куртăм: алла чавсаран пуçласа ывăç тупанĕ патне çитичченех касса çурнă. Икĕ кун иртрĕ-ши - температура ÿссе кайрĕ. Илсе кайрĕç операци пÿлĕмне. Уколсем турĕç те каснă вырăна çĕнĕрен тасатрĕç пулас. Ун хыççăн температура чакрĕ. Кунта нумай тытмарĕç - Калугăна ăсатрĕç. Унта çитсен тĕлĕнсех кайрăм: кунта йĕтем пек витнĕ сарайĕнче темĕн чухлĕ аманнă салтакпа офицер выртать. Суйла-суйла госпитале вырнаçтараççĕ. Манăн чир историне пăхрĕç те тÿрех палатăна вырнаçтарчĕç. Кăштах тăрсан кунта пирĕн ротăри пĕр взвод командирне вырттарчĕç. Ăна ураран амантнă иккен. Гангренăран операци тунă. Вăл каланă тăрăх - рота командирĕ сĕннипе мана та награда памаллисен списокне кĕртнĕ. Те чăннипех каларĕ, те хавхалантарма çеç. Кайран награди пулмарĕ.
Калугăра нумай тытмарĕç, ытти госпитальсене ячĕç. Новосибирск госпиталĕнчен 1944 çул пуçламăшĕнче киле çитрĕм.
Чунри
Курск пĕккинчи çапăçусем халĕ те час-часах аса килеççĕ. Тăшман оборонине штурмланă чух минăсем çинче таткаланса сирпĕннĕ салтаксене вилнĕ хыççăн та пулин пĕр-пĕр награда пачĕç-ши? Хăйсене кирлĕ мар та - тус-тăванĕсене кирлехчĕ.
Çакна пĕлетĕп: фронтра çапăçакансенчен нумайăшĕн кĕсйисенче салтак жетонĕ те çукчĕ. Паманччĕ. Эпĕ хам патрон гильзи çине çырса чикнĕччĕ. Унта хушамата, ята, атте ятне, хăçан çуралнине, хăш çар комиссариачĕ мобилизациленине, вилсен кама тата ăçта пĕлтермеллине çырмаллаччĕ. Жетон пулманнисене «хыпарсăр çухалнисен» шутне те кĕртме пултарнă. Сăмах май, Чечен вăрçине кĕрекенсене жетон паман. Кайран ашшĕ-амăшĕсен вилесене палламашкăн Ростова кайма тивнĕ.
Çакна каласшăн: вăрçăра вăйлă аманнисене те ăшă сăмахсем каласа сываласса шантаратчĕç, хавхалантаратчĕç. Хирти госпитальти хĕрарăм врач /тен, сестра - пĕлместĕп/ операцисем хыççăн канма выртнă тĕп хирурга чĕнтермен пулсан манăн алла касса тататчĕç. Ăна тата тĕп хирурга яланах тав тăватăп.
Çакна та аса илетĕп: тăшман штурмланă чух пăрахса хăварма тивнĕ салтак шинельне те, кутамккана та шел пекчĕ. Мана вĕсем пурăнма, нимĕçсемпе вăрçма пулăшнă. Кутамккара котелок, кашăк, кружка çеç мар, килтен янă çырусем, çав шутра юратнă кÿршĕ хĕрĕ çырнисем те, питĕ хаклă пулнă. Хулăн тетраде кун кĕнеки пек çырса пынăччĕ. Мĕн тăвăн, вăрçăра нумайăшĕн пурнăçпа сывпуллашма тивнĕ. Эпĕ халиччен пурăнатăп-ха. Те телей, те шăпа.
Рев. МОИСЕЕВ.
Комсомольски сали