Чăваш бадминтонисчĕсем - çĕршыв мухтавĕ!
Паянхи саманара сусăрсене çăмăлах мар. Çапах та çак пурнăçра та чылайăшĕ хăйсен вырăнне тупаççĕ, тăрăшуллисемпе хастаррисем пысăк ят-сум та çĕнсе илеççĕ. Ку енĕпе Сурдлимп /илтменнисен/ вăййисен паттăрĕсене палăртас килет. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ маттур бадминтонçăсене - Артем Карповпа Михаил Ефремова, Алена Соболевăпа Анастасия Седовăна - спорт тĕнчинче пĕлмен çын çук та пулĕ. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командин спортсменĕсем Раççей тата Чăваш Республикин чысне чи сумлă ăмăртусенче хÿтĕлеççĕ. Вĕсене спортăн анлă çулĕ çине тухма пулăшаканĕ вара - РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Надежда Тонина. Çак хайлава шăпах ăна, унăн паллă «ачисене» тата Чăваш Енре сурдобадминтон шкулĕ ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитнине халаллатпăр.
Ашшĕнчен тĕслĕх илнĕ
Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнче пурăнакан Скворцовсем 5 ачине мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентсе ÿстернĕ. Кил хуçи, Сергей Кузьмич, 32 çул ялти шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ-çке. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер ачасене сывă та тĕреклĕ пулмалли тĕп мел вăл физкультурăпа спорт пулнине ĕнентерме тăрăшнă. Хăй те тĕслĕх кăтартнă: тăван республикăра тата хамăр çĕршывра иртнĕ çăмăл атлетика турнирĕсенче вăй виçсе пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă. Ăна кура ял хĕрĕсемпе яшĕсем те хастарланнă, шкулти тата районти ăмăртусене хутшăнма тăрăшнă.
Хĕрĕсем ун çулĕпех кайнă: иккĕшĕ те физкультура учителĕ пулса тăнă. Асли, Нина, 30 çул ытла Шупашкарти 43-мĕш шкулта ĕçленĕ. Надежда малтан тăван ялти пĕлÿ çуртĕнче /1980-1987/, унтан Шупашкарти тĕрлĕ шкулта вăй хунă. 1990-2005 çулсенче ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ пулнă, каярах - тренер-преподаватель. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти спорт-адаптаци шкулĕнче сусăррисемпе ĕçлет.
- Эпир ача чухне çав тери хаваслă та интереслĕччĕ. Кунĕн-çĕрĕн урамра выляттăмăрччĕ, кашни кун çĕнĕрен те çĕнĕ вăйăсем шухăшласа кăлараттăмăрччĕ. Ялти ĕçрен те ютшăнман, паллах: атте-аннене хуçалăхра пулăшаттăмăр. Спорт мероприятийĕсем вара - чи кĕтнисемччĕ. Çамрăк чухне кĕске дистанцисене чупма юрататтăм, тăршшĕне сикессипе кăсăкланаттăм. 3-мĕш класранпах шкулти ăмăртусене хутшăннă, 6-мĕш класран пуçласа районти турнирсенче вăй виçнĕ. Шкул хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки нумай шухăшласа тăман - тÿрех педагогика институтне, физвоспитани факультетне кайнă, - йăл кулса аса илет Надежда Сергеевна.
Сусăрсем бадминтонла выляççĕ
Çур ĕмĕр каялла çапла каланисем халăха тĕлĕнтернĕ çеç пулĕччĕ: «Вĕсем сикме-чупма пултараççĕ-и вара?»
20 çул ытла каялла Чăваш Енре те ку, чăнах та, çаплах пулнă Раççейри илтменнисен спорт союзĕн спорт клубĕн ĕçченĕ Г.Ажигитов, маларах «Буревестник» спорт обществин республикăри уйрăмĕн председателĕ пулнăскер, пĕррехинче Шупашкара килсен 1-мĕш спорт шкулĕн вĕрентекенĕсене сусăрсемпе ĕçлеме сĕннĕ. Ку çĕнĕлĕхе Надежда Тонина хăй пурнăçа кĕртме шухăшланă:
- Спорт хатĕрĕсем пирĕн килте питĕ нумайччĕ, бадминтонла вылямаллисем те пурччĕ. Ача чухне вĕсене пĕрре мар алла илнĕ. Çавăнпа спорт шкулĕнче бадминтон уйрăмне ертсе пыма сĕнсен пĕр шикленмесĕрех килĕшрĕм. Ун чухне бадминтон вăй илсе пыратчĕ кăна-ха. 1994 çулта Çĕрпÿри интернат шкулта секци уçрăмăр, тепĕр çул хам ушкăн пухрăм. Унта çÿрес кăмăллисем йышлăччĕ. Манăн воспитанниксем - Шупашкарти 32-мĕш коррекци шкулĕн вĕренекенĕсемччĕ. Ĕçлеме пуçланă чухне ăмăртусене хутшăнасси пирки шухăш та пулман, тĕп тĕллев - вĕсене спорта явăçтарассиччĕ. 1996 çулта пĕрремĕш ăмăрту ирттертĕмĕр, каярах - республика чемпионачĕ, унтан - тепри... Пĕтĕм Раççейри турнирсене те пире йĕркелеме шанчĕç. Çакăнтан пуçларĕ те аталанма сурдобадминтон шкулĕ.
Надежда Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх - 1996-2011 çулсенче Шупашкар çĕршыв чемпионачĕн «тĕп хули» пулнă. 2003 çулта çак сумлă ăмăртура пирĕн ентешсем пухмача 21 медальпе пуянлатма пултарнă. Ку - малтанхи чи пысăк кăтарту!
2002 çулта Чăваш Ен бадминтонисчĕсем пĕрремĕш хут Европа чемпионатне ура ярса пуснă. Унтан пĕр медальпе кăна таврăннă пулин те ытти çулсенче вĕсем хăйсене кăтартма пултарнах. Тепĕр çулах ентешсем тĕнче чемпионатĕнче чи лайăх спортсменсен йышне кĕнĕ. Сăмах май, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Надежда Тонина хăйĕн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен нумаях пулмасть кун çути курнă «Чувашская школа сурдобадминтона - гордость России» кĕнеке-альбомра питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă. Малалла вулас...
Комментари хушас