«Хĕрлĕ пăнчăсем» Чăваш Енре ан пулччăр
Раççейри çулсен пахалăхĕпе юсавлăхĕн ыйтăвĕпе çы-хăннă çивĕчлĕх паян çуралнăскер мар, ку темăпа ахальтен мар ĕнтĕ халăхра анекдотсем те пайтах çÿреççĕ. Малашне вара çак ĕç-пуçа сăнаса тăма РФ Шалти ĕçсен министерствин общество канашĕ те тÿрремĕнех хутшăнĕ. Çакăн çинчен тунтикун канашăн видеоçыхăну мелĕпе регионсене явăçтарса ирттернĕ ларăвĕнче ОК председателĕ Анатолий КУЧЕРЕНА пĕлтер-чĕ.
Сăмах ячĕшĕн асăрхаттарни пирки пымасть. Общество канашĕ «Дороги без проблем» ятлă халăх карттине йĕркеленĕ. Унпа çав ятлă /www.dorogibesproblem/ сайтра паллашма пулать. Паллă право хÿтĕлевçи карттă мĕнле ĕçленипе куçкĕрет паллаштарчĕ. Ăна хатĕрлемешкĕн интерактивлă карттăна тĕпе хунă. Раççейĕн мĕнпур регионĕ, ял-хули - ал лаппи çинчи пек. Çынсем вăл е ку вырăнти çулсем япăххи пирки пĕлтереççĕ те - хайхи карттă çине хĕрлĕ пăнчă лартаççĕ. Ахаль çырусем те, шăтăк-путăк çулсене сăнлакан сăнÿкерчĕксем те пулма пултараççĕ.
Тивĕçлĕ тытăмсем çав пĕлтерĕве йышăнса унпа ĕçлеме тытăнсан хайхи пăнчă хĕрлĕрен сарă пулса тăрать. Ыйтăва татса пачĕç - çул çинчи шăтăка сапларĕç тейĕпĕр- карттăри пăнчă тинех симĕсленет.
А.Кучерена шухăшĕпе - «Мускавран пĕтĕмпех курăнмасть, вырăнти лару-тăрăва вырăнта лайăхрах пĕлеççĕ, çавăнпа та хайхи карттăпа усă курни ку енĕпе пулăшма тивĕç». Çул валли уйăрнă бюджетпа усă курнă, шăтăк-путăкĕ вара çаплипех - чылай чухне çакăн пек тĕслĕхсене куратпăр-çке. Анатолий Григорьевич яланах ПАИ ĕçченĕсене айăплани вырăнсăррине те пĕлет. Инспекторсем вăл е ку çитменлĕхе асăрхаса çул-йĕре пăхса тăрассишĕн, юсассишĕн яваплă организацисен ячĕпе предписанисем çыраççĕ, вĕсене штрафлаççĕ - çакă та яланах пулăшмасть.
ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов та асăннă организацисене хистеме-ирĕксĕрлеме тивнине пытармасть. Шупашкарта çынсем юраман вырăнта çул урлă каçасран сыхланмашкăн çул варрипе карта тытнă вырăнсем пур - вĕсене суд приставĕсем пулăшнипе кăна тыттарма пултарнă.
Ларура, тĕрĕссипе, Чăваш Ен пирки сăмах та пулмалла марччĕ. Тиркерĕç тесшĕн мар-ха, анчах калаçура пирĕн республикăри пĕр организаци пирки сăмах пулчĕ-пулчех. Çулсем çинчен сăмах пуçарнă май хăйнеевĕрлĕ пĕр видеосюжетпа паллаштарчĕç. Мари Эл Пуçлăхĕнчен Леонид Маркеловран телекурав валли илнĕ интервью сăмах хускаттарчĕ. Студире журналист Маркеловран çапларах ыйтать: «Тен, çулсене сапласа çитĕ, тен, çĕнĕ çулсем тума пуçламалла?« Республика Пуçлăхĕ чăннипех тĕлĕнмелле хурав парать. Пирĕн çулсем япăххишĕн пĕтĕмпех çутçанталăк айăплă иккен. Вăт, тет çакскер, «Дорисс» ятлă организаци пур. Япăх мар компани - Чăваш Енрен. Вăл Мари Элти Кокшайск çулĕн сыпăкне тунă. Организацин техники лайăх, çул тунă чухне çĕнĕ йышши технологисене тĕпе хунă. Анчах хĕл иртнĕ те - çулран нимĕн те юлман иккен. «Швейцарири пĕр çул та пирĕн çанталăка тÿсеймĕ. Мускав - мĕнешкел тутă хула, анчах унта та çулсем япăх», - пĕтĕмлетет Маркелов.
Çулсем япăххине çапла тÿрре кăларнинчен А.Кучерена та тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Çавăнпа видеокĕпере хутшăнакан Мари Эл представителĕсене сăмах пачĕ: «Каласа парăр - çутçанталăкпа мĕнлерех кĕрешетĕр?« Унти ПАИ ертÿçи палăртнă тăрăх - çулсене юсаççĕ, чăн та, çак ĕçсен хăвăртлăхĕ яланах тивĕçтермест пуль. Автоинспекци предписанийĕсене пурнăçламаншăн пуçарнă уголовлă ĕçсем те, адмĕçсем те пур. Çапах çулсем япăххипе пулакан автоаварисен шучĕ çав-çавах пысăк - мĕнпур тĕслĕхĕн 34%.
Мари Эл ШĔМĕн общество канашĕн ертÿçи те хăйĕн ентешĕсен хутне кĕресшĕн пулчĕ: «Унччен автотранспорт хатĕрĕсен йывăрăшĕ хальхи пек пулман - пĕр тĕнĕл çине 6 тоннăран ытла лекмен. Халь вара - чылай йывăртарах. Паллах, çав йывăрăш валли туман çулсем тÿсеймеççĕ - ванаççĕ. Çĕнĕ çулсем тума укçа çителĕксĕрри те ура хурать. РЖД, авă, гранит вак чул турттармалли тарифсене икĕ хут пысăклатнă. Пирĕн çулсем вара пахалăхĕпе чылай япăхрах - извеç чулран никĕсленĕскерсем...»
Мускавсем çакна хирĕçлес темерĕç. Пĕтĕмпех тĕрĕс, çапах халăх умĕнче тухса калаçнă чухне сăмахсене суйларах калаçмаллине те палăртрĕç. Маркелова итлес-тĕк - çапла ĕнтĕ, пĕтĕмпех çутçанталăк çине йăвантармалла та - кĕрĕк арки йăваласа ларсан та юрать.
Калининград, Омск облаçĕсене, Калмыкие сăмах пачĕç. Вĕсем те çулсем тумашкăн укçа çителĕксĕррине палăртаççĕ, çав вăхăтрах çулсем япăххипе сăлтавланакан аварисен шучĕ пысăкки çинчен калаççĕ. Сăмах май, кунта та кулăшларах самант пулчĕ. Калмăксен ШĔМĕн общество канашĕн ертÿçине микрофон пачĕç те - вăл: «Пирĕн çулсем тĕлĕшпе ĕç-пуç аван-ха, кÿршĕсен вара, Волгоград облаçĕн, пирĕннинчен те япăхрах», - тесе хучĕ. Ку сăмахсене илтсен Чăваш Ен ШĔМĕн конференц-залне пухăннисем те кулса ячĕç: «Кÿршисен ятне ячĕ вĕт ку!»
Чăваш Ен ятне ярас мар тесен вара çулсене пăхса-сăнасах тăмалла. Çакăн пирки шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Олег Яковлев асăрхаттарчĕ. Владимир Романов «тĕп инспектор» ун патне куллен чылай электронлă çыру килни пирки каларĕ - видеоÿкерÿ те, фотоÿкерчĕксем те. Пĕр пайĕ - çулсен пахалăхĕпе çыхăннăскер. Е çул çинчи пысăк шăтăка ÿкерсе ярса параççĕ, е ытти çитменлĕх... Çав çитменлĕхсене вăхăтра асăрхаса мерăсем йышăнмасан хайхи электронлă çырусем Мускава та кайма пултараççĕ вĕт. Çÿлерех асăннă халăх картти çинче Чăваш Ен территорийĕнче хĕрлĕ пăнчăсем çураласси те часах. Унашкалли ан пултăр. Эппин, çулсене кирлĕ пек пăхса тăмалла: вăхăтра юсамалла, киввисем вырăнне çĕннисене тумалла.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас