«Тăшмана пирĕн çĕр тăрăх утма памастпăр!»

26 Çу, 2015

- Эй, Турăçăм! Хăçан вĕçленĕ ку вăрçă! Ах, вилетĕп, çакăнтах выртса юлатăп пулĕ. Пĕр вăй юлмарĕ, сывлăш тухми пулчĕ. Пĕтĕм шăм-шак ыратать, хул-çурăм сурать. Ал-ура хытса ларнă - кĕреçе аврине те тытаймастăп, - шăн тăпрана купа çине аран-аран ывăтрĕ окоп чавакан çамрăк хĕр. Ăша пĕр татăк çăкăрпа чăмăрла пĕçернĕ çĕрулми янипе çеç вăй ăçтан пулайтăр ĕнтĕ. Шартлама сивĕ ÿт-пĕве çатăрласа илнĕ, чир-чĕрĕ те сулăнтарать - çынсем пурпĕр ĕçе тухнă. Епле-ха унсăрăн! "Тăшман ури ку тăрăхалла ярса ан пустăр кăна. Эпир вара чăтăпăр", - Кăрмăш еннелле пăхрĕ Сăр шывĕ хĕрринче 45-мĕш кун тăрмашаканскер.

Хĕрÿ çапăçу

74 çул каялла патвар арçынсемпе хастар чун-чĕреллĕ каччăсем вăрçă вут-çулăмĕпе кĕрешнĕ вăхăтра тылра та "хĕрÿ çапăçăва" хатĕрленнĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем тăшмана кĕтсе юханшыв хĕррипе хÿтĕлев сооруженийĕсем тунă: танксене чармалли шăтăксем, окопсемпе траншейăсем чавнă, дзотсемпе дотсем ăсталанă, вăрман касса çĕрпÿртсем хăпартнă... Нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр кунĕн-çĕрĕн çĕршер-пиншер çын /паллах, унта тăлăх арăмсемпе çамрăк хĕрсем, ача-пăчаллă инкесемпе кинемейсем вăй хунă/ Сăр хĕррине утнă. "Тăшмана пирĕн çĕр тăрăх утма памастпăрах!" - хăпартланнă вĕсем. Кану, савăнăç, уяв мĕнне пĕлмесĕр ĕçленĕ 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен. "Çак тапхăрта 80 çухрăма тăсăлакан окоп чавнă, 1600 çар точки, 1500 çĕрпÿрт тунă", - хыпарланă Мускава яваплă çынсем ĕç вĕçленсен.

1941 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне тăшман çарĕ Мускав патнелле çывхарнă. Çавна май СССР оборона комитечĕ Хусан, Горький /хальхи Чулхула/, Куйбышев /Самара/, Ульяновск, Саратов, Сталинград /Волгоград/ тата ытти хула çумĕпе хÿтĕлев сооруженийĕсем тума йышăннă. Çак документпа килĕшÿллĕн ЧАССР Халăх комиссарĕсен Канашĕпе ВКП/б/ Чăваш обкомĕ Хусан хули тата Сăр юханшывĕ чиккисенче строительство ĕçĕ пуçлама 17 çултан аслăрах сывă та тĕреклĕ çынсене пухма хушу кăларнă. Вĕсене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, ку ĕçе тракторсемпе лашасене те явăçтарнă. Сăр чикки Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр тăрăхĕсемпе иртнĕ, вăл Ульяновск облаçне çитиччен тăсăлнă* Хусан чикки Тутарстанри Звенигово хулинчен пуçланса Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсем урлă выртнă. Çак ĕçе 170 пин ытла çын, 13 пин лаша хутшăнни паллă.

 

Туристсем валли - çĕнĕ маршрут

Пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа Етĕрне районĕнче "Сăр хĕрринчи хÿтĕлев чикки" туризм маршручĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унăн пахалăхне турмашрут авторĕпе - Н.Мордвиновăн çурт-музейĕн ĕçченĕпе Виктор Ивановпа пĕрле Культура министерствин ĕçченĕсем тĕрĕслесе пăхрĕç. Çулçÿрев Засурье ялĕнче вырнаçнă В.И.Чапаев ячĕллĕ лаша заводĕнчен старт илет. Вăрçă вăхăтĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене шăпах ку тăрăхра тума тытăннă. XIX ĕмĕртенпех ăратлă лашасене ĕрчетекен кермен "хуçисене" те çак ĕçе хутшăнтарнă: вĕсем вăрмантан йывăç турттаракан тĕп вăй шутланнă. Аякрах мар, Лесной поселокĕнче, завод хуçин - Зубов купсан - именийĕ пулнă. Унта та çитсе курĕç хăнасем. Историллĕ тепĕр пулăм çинчен асăнса хăварам: ку тăрăхра 1933 çулта Польша летчикĕ Юзеф Леваневский ÿксе вилнĕ. "Кунта туристсене пĕлмелли нумай. Çутçанталăка, чĕрчунсене юратакан валли лайăх вырăн ку тăрăхра. Вĕсем ипподромра лашапа ярăнма пултарĕç. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр", - терĕ В.И.Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн паянхи ертÿçи Роман Малов.

Малалла çулçÿрев пире Етĕрне хулине илсе çитерчĕ. Кунта туристсемшĕн курмалли чăнласах чылай: ĕлĕкхи чаплă çуртсем, пуянсемпе купсасен керменĕсем, чиркÿсем, Н.Мордвиновăн çурт-музейĕпе Чăваш хресченĕн музейĕ, палăксем... Районти тĕп библиотека та музее аса илтерет. Унта ĕçлекенсем темĕн те пĕлеççĕ, вĕсемех пире Сăр хĕрринчи хÿтĕлев чиккин историйĕпе паллаштарчĕç.

Тĕп обьект вара вăл - Ильина Гора сали çывăхĕнчи лапам. Унта çав тери илемлĕ! Тÿрех çутçанталăк ытамне чăматăн: сăрт çинчен пĕтĕм тĕнче курăнать тейĕн - Сăр шывĕ мăнаçлăн сарăлса юхать, куç тулли ешĕл вăрман кашласа ларать... 70 çул каялла çак вырăнсенче фашистсем хуçаланса çÿреме пултарни çинчен шухăшлама та хăрушă. Илле сăртĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем упранса юлнă.

- Вăрçă вăхăтĕнче кунта питĕ нумай çын ĕçлени çинчен каласа паратчĕç ял çыннисем. Тĕрлĕ районтан килнĕскерсем пирĕн ялта пурăннă. Кашни киле вырнаçтарнă вĕсене, çывăрма вырăн та çитместчĕ тетчĕç. Çавăнпа чылайăшĕ ытти яла çĕр каçма кайнă, ирхине каялла килнĕ, - пĕлтерчĕ вырăнти колхозра выльăх тухтăрĕнче тăрăшнă 77-ри Анна Маслова. Салара 63 çул каялла çуралнă Александр Ляпаев вара ача чухнехине аса илчĕ: "Эпир кунта вăрçăлла выляттăмăр. Пирĕн алăра аттесемпе асаттесем ăсталаса панă пăшалсемччĕ. Хамăра чăн-чăн салтак пек туяттăмăр. Ун чухне кунта çĕрпÿртсем те, дотсем те, траншейăсем те лайăх палăратчĕç. Халĕ вĕсем çĕрсе пĕтрĕç ĕнтĕ - çырма пулса тăчĕç, унта шыв тăрать", - терĕ ватă.

Чăннипех, пуян историллĕ вырăн. 1774 çулта кунта Емельян Пугачев ертсе пыракан çар тăни те паллă. Çак пулăма çирĕплетсе чул та вырнаçтарнă сăрт çинче. Темиçе ĕмĕр каялла юханшыв хĕрринче Илле пророкăн турăшне тупнă, çавăнпа ку сăрта "Илле сăрчĕ" тесе ят панă иккен. Каярах ялта ун ячĕпе чиркÿ лартнă. Ĕмĕр каяллах çĕкленĕ кирпĕч чиркÿ халĕ те аякранах курăнать. "Малтан вăл йывăçран пулнă, анчах çунса кайнă. Шел те, совет саманинче ăна хупнă. Унта клуб пулнă. 20 çул каялла тепĕр хут уçрĕç. Анчах паянхи кун та чиркĕве туллин хута яраймастпăр - юсамалли нумай. Алексей атте ăна туса пĕтерес тесе пур вăйран тăрăшать, анчах укçа-тенкĕ çитменни ĕçе чарса тăрать", - хурланса палăртрĕ чиркÿ хуралçи Надежда.

Çĕнĕ турмаршрут аякран килекен хăнасемшĕн кăна мар, хамăр республикăра пурăнакансемшĕн те кăсăклă пулĕ. Унта çитсе курни пире халăх пурнăçĕпе, çĕршыв кунçулĕпе çывăхлатĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.