«Маншăн живопиçпе хĕрарăм - пĕрешкел кĕтрет»
Вăл - чăннипех те хăйнеевĕрлĕ çын. Пурнăçра та, пултарулăхра та. Ахальтен-им живопиçре хăйĕн стильне шухăшласа тупнăшăн «Культура пуянлăхĕ» /Культурное достояние/ фонд ылтăн медаль парса чысланă. Художникăн ăсталăхне туллин уçса пама, тĕрĕссипе, питĕ йывăр. Çепĕç те чечен, çав вăхăтрах «йĕплĕ» те вăл, ачалăхри пек асамлă, çав вăхăтрах аслисен тĕнчинчи пек ирĕклĕ те уçă... Унăн ĕçĕсенче - çыннăн кулленхи пурнăçĕ. Анчах кашнинчех вăл çĕнĕ кăмăл-туйăм çуратать. Чăн малтан хăйĕнпе паллаштарам-ха. Владимир Ларев Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте çуралса ÿснĕ. 1979 çулта Шупашкарти ÿнер училищинчен вĕренсе тухнă та ... 26/!/ çул алла киçтĕкпе сăрă тытман. Шăпа тени вара ăна пĕр илемлĕ кун ÿнер тĕнчине тавăрнă. Паян Владимир Алексеевич Шупашкарти мастерскойĕнче кăна мар, Парижри /!/ ăсталăх лаççинче те тĕлĕнмелле, хăйнеманерлĕ ĕçсем çырать. Хăйĕн «тĕнчинче» кăна тăпланса лармасть вăл, Европа тăрăх курса çÿрет, тĕнче шайĕнчи художниксен ĕçĕсемпе паллашать. Хăй те 2004 çултанпа тĕрлĕ çĕршывра /Францире, Испанире, Норвегире, Германире/ куравсем ирттерет. Мускавпа Чулхула, Санкт-Петербургпа Саратов çыннисем те унăн ĕçĕсемпе хаваспах паллашнă. Унăн живопиçĕ Художниксен Мускаври тĕп çуртĕнче тата Арт-Манежра вырăн тупнă. 2014 çулта Владимир Ларевăн куравĕ Шупашкарти ÿнер музейĕнче асра юлмалла иртнĕ. Кăçал çуркунне вара живопиçе кăмăллакансем унăн ĕçĕсене Санкт-Петербургри Арт-Муза галерейăра пахаланă. Сăмах май, вĕсене питĕ пысăк хак панă. Художникăн паллăрах ĕçĕсем: «Нотр Дам. Кăнтăр», «Юрату çураçулăхĕ», «Çарамас Маха. Испанка», «Мулен де Галет», «Иçĕм çырлин тĕммисем. Çумăр хыççăн», «Париж чунĕ», «Мулен Руж», «Пĕр-пĕрне савакан кимĕсем. Порт. Португали», «Çăтмах вырăнсем. Франци», «Каçхи Шупашкар», «Юрату симфонийĕ», «Астармăш» тата ытти те.
26 çул... Сахал мар тапхăр ку! Çын пурнăçĕнче пĕр минут та ахаль, пĕр йĕрсĕр иртмест. Кирек епле пулсан та мĕн те пулин шалта, чун-чĕрере юлатех. Владимир Алексеевич, авă, чăн хавхаланăва икĕ теçетке çул ытла шыранă... Мĕнех, ăна хăйне сăмах парар.
- Чăн-чăн художнике ирĕклĕх памалла. Ытти пултарулăх çынни пекех унăн яланах шыравра пулмалла. «Çиччĕмĕш туйăм» тени кирлĕ ăна. Ыттисене ăмсанакан, кĕвĕçекен, курайман сăрă ăсти нихăçан та çитĕнÿ тăваймасть. Начар «çанталăкра» та ĕлккенлĕх куракан çыннăн кăна ăнăçать. Хисеплĕ ятсем те, наградăсем те кирлĕ мар мана. Эпĕ хама валли ÿкеретĕп! Çуркунне Санкт-Петербургра манăн выставка питĕ ăнăçлă иртрĕ. Ĕçĕмсем тĕнчери паллă музейсене кăсăклантарса ячĕç. Манăн картинăсене туянас, пухса пырас текенсем йышланчĕç. Санкт-Петербург телевиденине интервью илме чĕнчĕç. Çак кунсенче вара эпĕ Саратовран таврăнтăм. Унта та манăн курав уçăлчĕ.
- Пăхатăп та, сирĕн ĕçĕрсенче ытларах - Париж, Португали, Испани илемĕ. Шупашкара сăнлани те йышлах мар. Калăр-ха, Юхмапа Пăла тăрăхне, хăвăрăн пĕчĕк тăван çĕршывăра Пăлапуç Пашьелне, ытарайми Пăла шывне ÿкернĕ-и эсир?
- Паллах! Тăван яла, Пăлана сăнланисем те пур. «Асанне çурчĕ», «Кĕркунне», «Çуркунне» тата ытти те. Юлашки вăхăтра мана тăван тăрăх ытларах та ытларах хăйĕн патне кăчăк туртать. Çитес вăхăтра Францие кайса килсен тăван яла сăнласа тепĕр ярăм çырасшăн. Аттепе пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисен, Даниил тетен портречĕсене ÿкересшĕн. Халĕ вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене пухатăп. Шел, кун пирки маларах темшĕн шухăшламан эпĕ. Сăмах май, манăн атте, Алексей Осипович Ларев, вăрçă пуçланнă куннех хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Аннен, Евдокия Ивановнăн, портретне вара шкулта вĕреннĕ чухнех çырнă.
- Апла эсир ачаранах художник пулма ĕмĕтленнĕ...
- «Ирхи йĕрсене» аса илсен чун-чĕрере ырă-ырă пулса каять! Тĕлĕнмелле ĕçчен те пултаруллă çемьере çитĕннĕ эпĕ. Астăватăп-ха, 4-мĕш класс хыççăн Чĕмпĕр облаçне чĕкĕнтĕр /кăшман/ çумлама тухса кайнăччĕ. Хамăн ĕмĕрте пуçласа укçа ĕçлесе илнĕччĕ. Мана ача чухне те, студент çулĕсенче те пĕлÿ тĕнчи сĕре илĕртнĕ. Манăн тете - Петя та, иккĕмĕш сыпăкри тете - Володя та ÿкерме кăмăлланă. Тепĕр тете, Анатолий Ларев, Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕччĕ, музыкантчĕ. Николай тете вара купăс ăста калатчĕ, хитре юрлатчĕ. Пытармастăп, эпĕ те начар мар юрланă. Çамрăк чухне гитара калаттăмччĕ. «Унисон» ансамбль те йĕркеленĕччĕ, Патăрьел тăрăхĕнчи ялсене çитсе концертсем кăтартаттăмăрччĕ. Эпĕ 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех ÿкерме тытăннă. Сăнÿкерчĕксене, юмахсенчи сăнарсене пăхса ÿкереттĕмччĕ. 7-мĕш класран вара натюрмортсем çырма тытăнтăм. 8-мĕшĕнче чухне вара аннен сăнне хут çине куçарма хăват çитертĕм. Эпĕ илем тĕнчи еннелле туртăннине вĕрентекенсем те туйнăччĕ. «Санăн сăрă ăсти пулмаллах!» - тетчĕç. Хам та çав ĕмĕтпех çунатланса пурăннă. Вырăсла калаçма пач пĕлмен пулсан та 8 класс хыççăн Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕтĕм вĕт.
- Анчах сире вĕреннĕ çĕртен кăларса янă. Чăнахах-и ку?
- Мĕн тăвăн, çамрăклăх! Шухă вăхăт! Хулиган пулнăшăн кăларса янăччĕ мана. Каярах вĕренĕве малалла тăсрăм. Училищĕре пуçламăш курссенче: «Çапла ÿкерĕр, капла тăвăр!» - тенисем йăлăхтарсах çитернĕччĕ мана. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне вара Анатолий Иванов художник /вăл пире вĕрентетчĕ/ витĕмĕпе урăхларах ÿкерме тытăнтăм. Вăл мана урăхларах искусство пуррине ĕнентерчĕ. Хăнăхнă йăлапа кăна мар, раснарах та ÿкерме пулать иккен... Ун чухне кун пирки уççăн калама юраман. Эпĕ вара юратнă вĕрентекенĕн сăмахне ăша хывса хăварнă.
- 26 çул... Мĕн ĕçлесе пурăннă вара эсир çак тапхăрта?
- Йăлтах пулнă унта: пуянлăхĕ те, чухăнлăхĕ те. Кун пирки эпĕ «Не плохо пил, не плохо жил» тата «Неопознанная нежность» кĕнекесем кăларас шухăшлă-ха. Эрех нумай ĕçнĕ. Мĕн тăвăн, çавăн пек çылăх пур манăн. Унтанпа шыв-шур чылай юхнă. 20 çул ĕнтĕ шурă эрехе ăша ямастăп.
- Тĕрĕс çул çине епле тăрайрăр?
- Япăххи, начарри, чăн та, чылай пулнă. Вунă хутчен те сипленнĕ пулĕ. Пурнăçра тĕл пулнă пĕр хĕрарăм мана эпĕ чăннипех ĕçкĕç /алкаш/ пулнине ĕнентерсен, ÿкĕте кĕртсен çеç эпĕ хама алла илме вăй çитертĕм. Эрех ĕçесси мана валли маррине ăнланса илтĕм. Чи интересли - çав хĕрарăм манăн пуласлăхăма та пĕлтернĕччĕ: «Паллă художник пулатăн, Европăра курса çÿретĕн, санăн выставкусем Парижра та иртĕç», - терĕ. Çав хĕрарăма халĕ эпĕ çĕре çити пуç таятăп. Чи кирли - çыннăн яланах пур енĕпе те «выçă» пулмалла. Çавăн пек чухне кăна вăл хавхаланса пурăнĕ, çунатланса ĕçлĕ. Енчен те пултарулăх çынни палăртнă чикĕ патне çитрĕ-тĕк, тек аталанаймасть. Кун пек чухне урăхларах çул-йĕр шырамалла. Унсăррăн аталанаймастăн. Кам-ха вăл художник? Художникшăн чи кирли - ÿкересси мар. Унăн шалти чун-чĕре илемне кăтартмалла.
- Сире ÿкерÿ ĕçĕнче мĕн хавхалантарать?
- Нимĕн те пытарас килмест манăн: пурнăçра йăлт иртет, пĕтĕмпех ылмашать. Юрату та иртет. Манăн атте эпĕ пиллĕкре чухнех çĕре кĕнĕ. Анне, Евдокия Ивановна, пире, 7 ачине, пĕчченех ура çине тăратнă, чун ăшшине парнеленĕ. Тăван ялăм мана паянхи кунчченех хăйĕн вăрттăнлăхĕпе, ăшшипе, ĕлккенлĕхĕпе илĕртет. Çула тухас умĕн анне ачашшăн вăратни, ырă сунса ăсатни - халĕ те куç умĕнче. Ачалăхăма асра тытни, тăван ял илемĕ, çывăх çыннăмсем вăй-хăват кÿреççĕ мана. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене асăнса ялта палăк лартма пулăшсан шурсухалсем: «Камăн ывăлĕ эсĕ? Камăн?» - тесе тĕпчерĕç. «Алексей Осиповичăн», - тесен хĕпĕртерĕç. Ялта хисеплĕ çын пулнă атте, трактор бригадине ертсе пынă. Ăна председателе те лартасшăн пулнă-мĕн, анчах килĕшмен. Ялти таса чун-чĕреллĕ çынсем те хавхалану кÿреççĕ. Манăн ĕçĕмсем йăлтах чун-чĕре ыйтнипе çуралаççĕ. Мана никам та, нимĕн те хистемест. Кăмăл пур - ÿкеретĕп, çук-тăк - алă сулатăп.
- Сирĕн картинăсенче çарамас хĕрарăмсем нумай...
- Маншăн живопиçпе хĕрарăм - пĕр япалах! Живопиç вăл - вăрттăнлăх. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ те - арçыншăн хăйнеевĕрлĕ вăрттăнлăх, асамлăх. Чылай художник çарамас хĕрарăма ÿкерет. Анчах вĕсенчен нумайăшĕ кĕлеткен пайĕсене кăтартать. Эпĕ вĕсене ÿкерместĕп, сăнарсем шухăшласа тупатăп. Вĕсенче интимлă вырăнсем питех палăрмаççĕ те. Манăн шухăшăмпа, начар мар пулса тухаççĕ вĕсем. Манăн мăшăрăма, Иринăна та, килĕшеççĕ. Паллах, вĕсенче шухăшласа кăларни чылай. Хĕрарăм илемĕ - сăваплă. Çавăнпа çак илеме хитрен, сăваплăн кăтартмалла. Вĕсенче чун хитрелĕхне уçса памалла.
- Владимир Алексеевич, сирĕн хушаматăр та хăйнеевĕрлĕ. Вăл ăçтан пуçланса кайнипе кăсăкланман-и?
- Шел, интересленмен çав. Питĕ сайра тĕл пулакан хушамат. Украинăри Луганск тăрăхĕнче те пур Ларевсем. Манăн шухăшăмпа, вĕсем унта шахтăсене ĕçлеме пирĕн тăрăхран куçса кайнă. Ларевсем Иркутск хулинче те пурăнаççĕ. Çынсем манăн хушаматăма яланах пăтраштараççĕ. Ларьев, Ларив, Ларин... теççĕ.
- Эсир вăрăм çÿçпе, хура хăюпа çÿретĕр. Хăйнеевĕр имидж-и ку?
- Эпĕ çартан килнĕренпех çÿç ÿстеретĕп. Пуçа хура хăйăва 35 çул çыхатăп ĕнтĕ. Маншăн вăл талисман вырăннех. Çывăрма выртнă чухне ăна салтсан тем çитмен пекех туйăнать.
- Живопиçсĕр пуçне мĕнпе интересленетĕр?
- Юрату, пурнăç çинчен сăвăсем хайлатăп. Тĕрленчĕксем те çыратăп. Туссем пурте мана вĕсене пичете кăларма сĕнеççĕ. Халĕ тата эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри тĕнчери ÿнер культурин кафедринче пĕлĕве ÿстеретĕп.
- Ачăрсем те ÿкереççĕ-и?
- Йĕкĕреш ывăлăмсемпе 4 мăнукăм /3 хĕрачапа арçын ача/ - чăн-чăн пуянлăх. Улттăри мăнукăм Даниил сăрă тĕнчи еннелле туртăнать. Талантлă ача. «Мана та çулçÿревсене кайсан çырса пымалли, асаттенни пек блокнот кирлĕ», - тет. Çав вăхăтрах: «Пирĕн асатте вăл мана юратнисĕр пуçне урăх нимĕн те тума пĕлмест», - тесе евитлет асламăшне. Пытармастăп, пурнăçра мана арăмран ăннă. Эпĕ путсĕр çын, мана мăшăрăмсăр - Иринăсăр - пуçне никам та тÿсеес çук. Унпа эпир шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнă, 36 çул пĕрле пурăнатпăр. Тавах ăна.
- Эсир час-часах Парижри мастерскойра «çухалатăр». Калăр-ха, мĕн вăл сирĕншĕн Париж?
- Санкт-Петербург, Париж - маншăн чи юратнă хуласем. Эпĕ Парижран яланах чунпа вăйланса таврăнатăп. Унти лару-тăру, «сывлăш» пултарулăх çыннисемшĕн шеп. Çамрăк художниксем паян «тусовкăсем» ирттереççĕ. Сăрă ăстине нимĕн те памасть вăл. Европăри авалхи мастерскойсенче пулни, тĕнче шайĕнчи художниксемпе тĕл пулни - пачах урăх пулăм.
- Пĕр тунмасăр калăр-ха, паллă çын пулма йывăр-и?
- Çук! Эпĕ çынсем ыйтнипе, саккаспа нимĕн те çырмастăп. Хама мĕн килĕшет - çавна ÿкеретĕп. Никама та хама вăйпа юраттармастăп.
- Владимир Алексеевич, мĕншĕн выставкăсене Шупашкарта питĕ сайра ирттеретĕр?
- Манăн, паллах, Чăваш Енĕн тĕп хулинче куравсем ытларах йĕркелес килет. Ирĕк памаççĕ вĕт-ха! Хам 55 çул тултарнă тĕле йĕркелесшĕнччĕ - юрамасть терĕç. Ыттисем пек мар, хамашкал ÿкерни килĕшмест пулас... Хăшĕсене манăн картинăсем кăна мар, «Ларев» хушаматăм та вĕчĕрхентерет.
- Урăхларах, хăйнеевĕрлĕ пулни питĕ аван-çке вăл... Сирĕн ĕмĕт-тĕллевĕрсене те пĕлес килет. Палăртине йăлтах пурнăçланă-и?
- Ун пек мар, паллах. Эпĕ халĕ çул варринче кăна-ха. Утмăлта пулин те хама хĕрĕхри пек туятăп. Чунпа - тата çамрăкрах. Çĕннине тата нумай шухăшласа тупăп-ха. Маншăн чикĕ çук. «Лайăххин чикки çук»,- теççĕ-и-ха халăхра. Вăт, маншăн та çавах.
- Пĕтĕмлетерех калас-тăк: эсир пурнăçра хăвăр вырăна тупнă.
- Çапла! Ку таранччен эпĕ 1200 яхăн картина ÿкернĕ. Плансем тата нумай. Чи кирли - питĕ юрататăп çак ĕçе. Хамăн тĕнчере пурăнатăп. Юратнă ĕçĕм киленÿ кÿрет. Çакна та калам: ĕнер ÿкерни мана паян тивĕçтерсех каймасть. Килĕшессе килĕшет вăл, анчах çитменлĕхсене те куратăп. Манăн шухăшăмпа, ЧР Художниксен союзĕн ĕçне те çĕнĕ вăркăш кĕртме тахçанах вăхăт çитнĕ.
- Мĕнех, Владимир Алексеевич, тавах Сире, калаçушăн. Малашне те пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăрччĕ.
- Тавах.
Лолита | Мулен Руж | Юрату илемлĕхĕ |
Роза ВЛАСОВА
Комментари хушас