Archive - 19 Чÿк, 2015 - Хыпар
Зоя Алексеевна сăмахĕ чăна килчĕ
Кĕнеке страницине уçсан…
Унăн поэт пулас килет!
Мĕншĕн хускалмасть мулкач çури?
Хĕрт-суртсем пăрахса кайсан çирĕп крепоç та арканать
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 46 /843/ №, 19.11.2015
Пÿлĕме илем кÿме
Хальхи вăхăтра пÿрт-çурта юсамалли, илемлетмелли япала лавккасенче питĕ нумай. Пÿрт ăшне юсама пуçличчен хăвăра мĕн тума шухăшланине хут çине çырса, ÿкерсе палăртни аван. Хальхи вăхăт таппипе килĕшÿллĕн çĕнетесшĕн-и пÿлĕме е тахçанах усă куракан меслетсем сире çывăхрах? Паллах, шухăша çирĕплетме тус-юлташăн çĕнетнĕ пÿртне кайса курни те пулăшать. Çурт-йĕр юсакан профессионалсемпе канашлани аван. Вĕсем çурт-йĕр юсавĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма, хаклама пултарĕç.
Кăçал мĕншĕн пыл сахал?
Ку ыйту хурт-хăмăрпа ĕçлекенсене çăвĕпех канăç памарĕ. Вăл утарçăсене çеç мар, ахаль çынна та пырса тивет. Пыл хакĕ самаях ÿсрĕ. Хурт-хăмăрçă пăшăрханса çапла пĕтĕмлетет: ăнăçу пулмарĕ.
Эпĕ 50 çул вĕлле хурчĕ тытатăп пулин те кун пеккине виççĕмĕш хут çеç куртăм.
Пÿртре пăрăç ÿстеретпĕр
Пÿлĕмре ÿстермелли пăрăç сорчĕ нумай. Ăна пăхма ансат, куçшăн та хитре. Унпа апат хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ, сипленеççĕ те. Пăрăçăн апатра усă курман тĕсĕсем те пур, вĕсене илемĕшĕн ÿстереççĕ. Пÿлĕмри пăрăçăн илемĕ - хутаççи. Вăл тĕрлĕ формăллă пулать: конус евĕрли, груша пекки, çăмартана, кавăна, патиссона аса илтерекеннисем. Хутаç пысăкăшĕ те тĕрлĕ - 3-7 см. Сарă, хĕрлĕ, фиолет, симĕс, хĕрхĕлтĕм - тĕсĕсем асамат кĕперĕннинчен те иртеççĕ. Пăрăç хутаççисем харăс пиçмеççĕ, пĕрин хыççăн тепри çитĕнсе пулса пынине пула пăрăç тĕмĕ яланах çимĕçлĕ те илĕртÿллĕ, капăр курăнать.