Archive - 28 Чÿк, 2015 - Хыпар
Хастаррисене пурнăçра ăнăçать
Чĕрчун çын ăшшине хăнăхать
Çÿл тÿпери ирĕк-кайăк манăн, ай, пуласчĕ...
Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕ - хĕрарăма çемьере пусмăрланине хирĕç кĕрешмелли кун. Ăна 1999 çултанпа тĕнчипех паллă тăваççĕ. Мĕншĕн тесессĕн çак ыйту тĕнчипех çивĕчленсе çитнĕ. Нихăш обществăшăн та, нимĕнле культурăшăн та ют мар вăл - кирек хăш халăх хĕрарăмĕ те çемьери пусмăра пула шар курать. Нимĕн те витĕм кÿмест ăна - пуянлăх та, социаллă лару-тăру та. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре çемье пусмăрне пула хупă алăк хыçĕнче кашни 40 минутра пĕр хĕрарăм пурнăçĕ татăлать.
Хамăра юратма пĕлетпĕр-и?
Паян калас текен сăмахăма, вулаканăм, тен, тÿрех ăнланмасть те, йышăнмасть те - çапах та эпир урăхларах мораль саккунĕсемпе ÿссе аталаннă. Хамăр çинчен шухăшласах кайман ун чухне: йăлтах - ыттисем валли, ыттисен лайăх пултăр... Пафослăрах каласан - йăлт юратнă Тăван çĕршыв валли... Çывăх çыннăмăрсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр-ха эпир. Тĕрĕссипе, чăваш хĕрарăмĕ хăй çинчен пуçĕпех мансах вĕсемшĕн кăна пурăнмасть-и вара? Ачисен кăна йăлтах лайăх пултăр - хырăмĕ тутă, çи-пуçĕ питĕ, чунĕнче савăнăç хуçалантăр, вара амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туять.
Йăпăлтире йăпăлтисем юлман
Çутçанталăк та пулăшу ыйтать
Çĕрпÿ районĕнчи Тапанарти Михайловсен кил-çурчĕ хăтлă, кермен пекех. Выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли. Анатолий Николаевичпа Римма Ивановна виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Тĕпренчĕкĕсем пурте - аслă пĕлÿллĕ. Андрей - Мускавра, Николай - Норильскра, Денис, Светлана, Елена - Шупашкарта, Надежда Çĕрпÿре тĕпленнĕ.