Çулталăк çемйи
Çирĕп çемье - патшалăх тĕрекĕ
Этем çут тĕнчене килсенех - амăшĕн, кĕске вăхăтранах çемье ăшшине туйма тытăнать. Çут çанталăк саккунĕпе килĕшÿллĕн тĕнчери чи çывăх çынсем - пĕр çемьере пурăнакансем. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă чухне темĕнле йывăрлăха та сирме пулать. Çемье йĕркеллĕ чухне пирĕн патшалăха та çăмăлрах килет.
Чи лайăххисем: ĕçченнисем, туслисем, яваплисем...
Ĕнер Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче «Çулталăк çемйи-2013» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçал ăмăртăва пурĕ 157 çемье хутшăннă, 28-ăн финала тухнă. Чи лайăххисене хавхалантарасси пирĕн республикăра 2004 çултанпа йăлана кĕнĕ. Конкурса 10 çултан кая мар пĕрле пурăнакан, икĕ е ытларах ывăл-хĕр ÿстерекен, обществăра хисеп çĕнсе илнĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан мăшăрсем хутшăнаççĕ.