Комментари хушас

3 Раштав, 2013

Çирĕп çемье - патшалăх тĕрекĕ

Этем çут тĕнчене килсенех - амăшĕн, кĕске вăхăтранах çемье ăшшине туйма тытăнать. Çут çанталăк саккунĕпе килĕшÿллĕн тĕнчери чи çывăх çынсем - пĕр çемьере пурăнакансем. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă чухне темĕнле йывăрлăха та сирме пулать. Çемье йĕркеллĕ чухне пирĕн патшалăха та çăмăлрах килет.

Республикăра çемье ят-сумне обществăра çирĕплетес тĕллевпе вуннăмĕш хут «Çулталăк çемйи» конкурс иртрĕ. Финала тухнă 28 çемье чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне пухăнчĕ. Кунта конкурса пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене çемье пĕлтерĕшне уçса панă май хăйĕн сăмахне Иван Яковлев каланипе витĕмлетни вырăнлă пулчĕ: «Çемьере - халăхăн тата патшалăхăн тĕрекĕ. Чăвашсен хушшинче çемье халалĕсем яланах çирĕп пулнă. Çак тупрана упрăр эппин...» Çутта кăлараканăн сăмахĕсене пурнăçа кĕртнине ĕнентерекен фактсене те асăнчĕ республика ертÿçи: бюджета алă пуснă чухне ача-пăчаллă çемьесене социаллă пулăшу парассине тимлĕхсĕр хăварманни, амăшĕн капиталне вырăнти ертÿлĕх те çирĕплетни, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни. Паллах, çемье ят-сумĕ ÿсесси патшалăхран çеç мар, ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Асăннă конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне илнисем пирĕн халăхăн шанчăклă тĕрекĕ пулнине палăртрĕ Михаил Васильевич.

Уявăн тĕп саманчĕ - çĕнтерÿçĕ çемьене палăртасси. «Адюковсем, Елчĕк районĕ», - терĕ ертÿçĕ. Зал тăвăллăн алă çупрĕ. Александр Алексеевичпа Любовь Германовна 18 çул пĕр сукмакпа утаççĕ. Туслă, хастар çемьере виçĕ хĕр - Екатерина, Юлия, Мария - çитĕнет. /Вĕсен çемйипе тĕплĕнрех «Çемье» кăларăмра паллаштарăпăр./ Упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те вĕрентекен профессине алла илнĕ, шкулта ĕçлеççĕ. Çитес вăхăтра Адюковсем Чăваш Ен чысне федерацин Атăлçи округĕнче хÿтĕлĕç.

Конкурсра тĕрлĕ номинацири çĕнтерÿçĕсене те палăртрĕç. «Ĕçчен çемье» ята Етĕрне районĕнчи Хурамалăхри Ефимовсем тивĕçрĕç. Вĕсене ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов саламласа Тав хучĕпе парне пачĕ. «Туслă çемье» номинацире Комсомольски районĕнчи Мамуткинсем мала тухрĕç. Каçал ен маттурĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Олег Мешков саламларĕ. «Пултаруллă çемье» номинацире Шупашкар хулин Ленин районĕнчи Фунтиковсем çĕнтерчĕç. Вĕсен хыççăн сцена çине пысăк ушкăн хăпарчĕ. Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче пурăнакан Степановсене /сăн ÿкерчĕкре/ «Социаллă яваплăха туякан çемье» тесе палăртрĕç. Ахăртнех, конкурса хутшăннă çемьесенчен чи асли пулчĕ вăл. Степановсем 34 çул каялла пĕрлешнĕ. Хăйсен хÿттине илнĕ 4 ачана мăшăр кил ăшши парнелет. «Çемьен мĕнлерех пулмаллин тĕслĕхĕ эсир», - терĕ хисепе тивĕçлĕ ашшĕ-амăшне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов. «Спорт çемйи» номинацире Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнчи Никифоровсем çĕнтерчĕç. «Çемье - команда. Унта килĕшÿ хуçалансан ăнăçу пулатех», - терĕ ырă сунса ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников.

Тупăшура ятарлă номинацисем те пулчĕç. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Хохловсене - «Ача усракан çемье», Шупашкар районĕнчи Ядаковсене - «Нумай ачаллă çемье», Çĕнĕ Шупашкарти Яковлевсене - «Чи çамрăк çемье», Патăрьел районĕнчи Шршасене - «Ырă чĕре», Вăрмар енчи Хованскисене «Çемье ĕçĕ» конкурссен çĕнтерÿçисем тесе палăртрĕç.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.