Хĕрт-суртсем пăрахса кайсан çирĕп крепоç та арканать

19 Чÿк, 2015

Çынсен пурнăçĕ шав пĕр урапапа чупать - ирсерен вăранаççĕ, апатланаççĕ, ĕçе пикенеççĕ, канаççĕ... Йăлт хăй еккипе пырать пек: килте çутă, таса, сĕтел ури апат-çимĕçпе авăнса ларать. Пур çĕрте те хăтлăх хуçаланать. Ку ырлăх кил хуçисем тăрăшнипе çеç килнĕ-ши?

Шăпах çак ыйтăва хуравлама пулăшĕ те пире Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă çĕнĕ кăларăм - Андрей Растворцевăн «Новые приключения домовенка Фоки и его друзей. Управçă Хуккапа унăн тусĕсен мыскарисем» кĕнеки /редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Михаил Николаев/. Андрей Васильевич юмахĕсене чăвашла Юрий Сементер куçарнă.

Аса илтеретпĕр, «Управçă Хуккапа унăн тусĕсен мыскарисем» - кил-çурт управçисене халалланă пĕрремĕш кĕнеке мар. Хĕрт-суртсен кулленхи пурнăçĕпе çулçÿревĕсене сăнласа паракан хăйне евĕрлĕ ярăм йĕркеленчĕ темелле. 2012 çулта «Кил управçисем», 2013 çулта «Управçă Хуккапа унăн тусĕсем» пичетленсе тухнăччĕ. Вулакансем Андрей Васильевич сăнарĕсене чăнласах килĕштерчĕç. Ахальтен мар издательствăпа «Тантăш» хаçат редакцийĕ ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса тăратнă ĕçсенче те Хуккапа унăн тусĕсене тĕл пулатăнах. Ачасем вĕсене е ÿкерчĕк-сенче сăнлаççĕ, е сочиненисенче мухтаççĕ.

Мĕнпе илĕртеççĕ-ха çамрăк вулавçăсене хăтлăх управçисем çинчен калакан хайлавсем? Ку пулăм сăлтавĕсене шыранă май чи малтанах çыравçă пултарулăхне палăртмалла-тăр. Автор хăйĕн геройĕсене юратса сăнарлани тÿрех сисĕнет. Питĕ ĕненмелле те чĕрĕ пулса тухнă-çке вĕсем. Ялан ĕçлĕ те шухăшлă. Шав мĕн те пулин çĕнни шыраççĕ, вĕренеççĕ. Сăмахран, вăрмана кайма акă епле пуçтарăнаççĕ маттурсем: «Картишçĕпе Хукка управçă çырла валли хăва хуллинчен пĕчĕк пураксем çыхрĕç. Кăварçă чуста хучĕ, çул çинче çиме кукăль пĕçерме шантарчĕ. Хĕрт-сурт вара хăйĕн кивĕ кутамккине çĕçĕ, термос, компас, çумăр çăвас пулсассăн унран хÿтĕленме сунчăк та чикрĕ».

Кĕнекене ултă юмах кĕнĕ: «Пулă тытни», «Кама мĕнле чĕнеççĕ», «Хурăн çырли», «Пытарнă мул», «Мăрье тасатакан», «Ту патши». Çапла, управçă Хуккапа, Хĕрт-суртпа, Картишçĕпе, Кăварçăпа тата Çуткăç мучипе пĕрле эсир пулăра та пулса курăр, халиччен палламан управçăпа та паллашăр, хурăн çырли те пуçтарăр, пытарнă мула та шыраса тупăр, мăрье тасатма пÿрт тăррине те улăхăр, çÿллĕ тăва та парăнтарăр. Кичемленсе ларма пачах вăхăт пулмĕ. Мĕншĕн тесессĕн кил-çурт управçисем кичемлĕхпе тунсăх мĕнне пĕлмеççĕ. Вĕсем пуçарнă кирек мĕнле ĕç-хĕл те хаваслă пăтăрмаха çаврăнать. Акă Хĕрт-сурт, Картишçĕ тата Кăварçă вăлтисене хăмăшлăх çумĕн-чи лăпкă вырăна ывăтаççĕ. Хукка çеç: «Ăшăх çыранра пулли те вĕтĕ... Мана вара шултри кирлĕ», - тесе кăкшăм çулçи çине вырнаçать. Юлташĕсен витрисем ыраш пăтрисемпе те шывçисемпе тулаççĕ, Хуккан хулкки кăна хăнк та хускалмасть. Анчах кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тет. Пирĕн пĕчĕк тус вăлтине те çакланать телей... Ĕç мĕнпе вĕçленнине кĕнекепе паллашсан пĕлейĕр.

Çыравçă ăсталăхне палăртнă май тăлмачăн илемлĕ куçарăвне те тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Ку пысăк йăнăш пулĕччĕ. Юрий Семенович вăй хунипех юмахсене чăвашла вулаятпăр. Чĕлхи шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр, хĕвел шевли пек çепĕç... Çут çанталăк та чĕрĕлсе, уйрăм сăнар пулса куç умне тухать. Тĕслĕхрен: «Пĕр каçхине, пурте çывăрнă чухне, поселока лăпкăн та шăппăн кĕркунне пырса çитрĕ. Çулçăсем саралчĕç, сенкер тÿпе сасартăках сăрă пĕлĕтсемпе хупланчĕ, унтан кĕçех çумăр пулса куççуль юхтарма пуçларĕ. Йĕплĕ сивĕ çил тĕмсемпе йывăçсене силлерĕ, чÿрече хупписемпе, пахча алăкĕсемпе вылярĕ».

Михаил Николаев ÿкерчĕкĕсем яланхи пекех илемлĕ. Юмах тĕнчи чăн пурнăçа куçнăн, хĕрт-суртсем вара юнашарах ларнăн туйăнать... Акă ална тăсатăн та - Кăварçă сана техĕмлĕ чей ярса парать, Картишçĕ пыл сĕнет, Хукка ĕçÿсем çинчен ыйтса пĕлет... Ĕмĕтсен ытамне чăмма çав тери ансат.

Кил-çурт управçисем этем пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине «Пытарнă мул» юмахра аван çырса панă. Хĕрт-суртсем пăрахса кайсан темĕнле çирĕп крепоç та арканать-мĕн. Апла ан пултăр тесен хăтлăхшăн тăрăшакансене кÿрентермелле мар, йĕркелĕхе мала хумалла, тирпейлĕхшĕн ăшталанмалла. Паллах, шăкăл-шăкăл калаçса кун кунлакан, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан, ĕçе мала хуракан çынсене нихăçан та хÿтлĕхсĕр хăвармĕç управçăсем. Пачах тепĕр май, вĕсене пур ырă пуçарура та пулăшса пырĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.