Пÿлĕме илем кÿме

19 Чÿк, 2015

Хальхи вăхăтра пÿрт-çурта юсамалли, илемлетмелли япала лавккасенче питĕ нумай. Пÿрт ăшне юсама пуçличчен хăвăра мĕн тума шухăшланине хут çине çырса, ÿкерсе палăртни аван. Хальхи вăхăт таппипе килĕшÿллĕн çĕнетесшĕн-и пÿлĕме е тахçанах усă куракан меслетсем сире çывăхрах? Паллах, шухăша çирĕплетме тус-юлташăн çĕнетнĕ пÿртне кайса курни те пулăшать. Çурт-йĕр юсакан профессионалсемпе канашлани аван. Вĕсем çурт-йĕр юсавĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма, хаклама пултарĕç.

Стенасене обой çыпăçтарнă чухне мĕн пĕлмелле? Стена нумай вăхăт лайăх, илемлĕ курăнасси ăна çыпăçтарнă чухнехи пахалăхран нумай килет. Чи малтанах стенаран кивĕ обоя вистемелле. Хăш-пĕр тĕлте сĕре хытă çыпăçса тăрать тăк çав вырăнсене шывпа йĕпетмелле. Исленнĕ обой çăмăллăнах вистенет.

Кивĕ обойран тасатнă хыççăн стенана лайăх пăхса тухмалла, çурăк-шăтăксене шпатлевкăпа сĕрсе хупламалла, типсессĕн наждак хучĕпе сăтăрса якатмалла. Шпатлевка, стенана хатĕрлемелли ытти япаласем шывпа хатĕрленĕскерсем çеç пулмалла. Стена çинче тутăх, е ытти тасалман лаптăксем пулсассăн вĕсене нитролакпа сăрласа типĕтмелле те çиелтен çилĕмлĕ алюмини фольга çыпăçтармалла. Унсăрăн вĕсем обой витĕр çапма пултараççĕ.

Стенана тасатса хатĕрленĕ хыççăн типĕтмелле. Штукатуркăланă пулсан вăл лайăх типессе кĕтмелле.

Йывăç стена çине обой çыпăçтарас тесен ăна малтан пусмапа сăрмалла. Пусмана йĕпетсе карăнтармалла, мачча тата урай çуммипе çапса çирĕплетмелле. Типнĕ хыççăн ун çине обой çыпăçтарма юрать.

Питĕ яка çĕре /тĕслĕхрен, пластик/ обой çыпăçтармалла тăк ăна наждак хучĕпе хăйраса кăшăркалатмалла. Çыпăçтармалли çилĕме мĕнле хатĕрлессипе йывăрлăх çук темелле. Инструкцие пăхăнса хатĕрленĕ çилĕм обоя лайăх тытать. Чылай обоя тÿнтер енне çилĕм сĕрсе стена çумне çыпăçтараççĕ. Флизелин обойсене çилĕме стена çине сĕрсе çыпăçтармалла. Кунашкаллисен чĕркемĕнче яланах инструкци пулать, ăна вуласа паллашма сĕнетпĕр.

Çыпăçтарма пуçличчен çип çине йывăрлăх /отвес/ çакса вертикаль кăлармалла. Хальхи обойсем пĕр-пĕрин çумне тĕкĕнтерсе çыпăçтармаллискерсем. Çавăнпа чÿрече енчен е алăк патĕнчен суйласси пĕлтерĕшлĕ мар. Тÿнтер енне çилĕм сĕрсе çурмалла хуçлатса 3-7 минут тытмалла /хут обойсене сахалрах/, унтан çÿлтен çыпăçтарса анмалла. Хăмпăлчăксене вăтам шăртлă щеткăпа сăтăрса якатмалла. Пусмапа сăтăрсан обой ÿкерчĕкĕ е йăлтăрккисем пăсăлаççĕ.

Кĕтессене çыпăçтарма уйрăмах йывăр. Кĕтес тÿрĕ мар пулсан - пушшех те. Кун пек чухне кĕтесĕн тепĕр енне пĕр-икĕ сантиметр каçарса çыпăçтармалла. Хăш-пĕр тĕлсене çивĕч çĕçĕпе касса яма юрать. Тепĕр енчи стенана каллех йывăрлăх тытса палăртмалла.

Çуллă сăрăпа е шыв эмульсийĕллĕ сăрăпа ĕçленĕ чухне сăрламалли сие тĕплĕн хатĕрлемелле. Сăрламалли вырăна тасатмасан темĕнле паха сăрă та тытăнса тăраймасть. Стенана сăрлас тăк вистенсе тăракан малтанхи сийсене тĕплĕн хырса ямалла. Шăтăк-путăк пуласран хăйпăнчăк вырăнсене шпаклемелле. Сăрламалли вырăна тусанран, çÿп-çапран, çуллă тумламсенчен тасатмалла.

Пÿртĕн шалти стенисене сăрлас тесен «водно-дисперсионнăй» текен сăрăсем аван. Вĕсене тĕрлĕ тĕс кĕртме пулать. Çуллă сăрăна танлаштарсан асăннă сăрă «сывлать».

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.