Мĕншĕн хускалмасть мулкач çури?

19 Чÿк, 2015

Чĕр чунсен хуйхи-суйхине яланах чĕре çывăхне илнĕ эпĕ. Кил-çуртсăр йытăсемпе кушаксене курсан куççуль капланса килет. Эх, май пулнă тăк пурне те пуçтарăттăм, ăшă йăвапа тутлă çимĕç сĕнĕттĕм... Хальлĕхе вара çăкăр чĕллипе хăналанипех çырлахма тивет. Мĕн тери тарăн шухăшлă пăхаççĕ-ха айванскерсем. Куçĕсенче - ыратупа чĕмсĕрлĕх, çав хушăрах шанăç туйăмĕ те иксĕлмен-ха.

Темшĕн-çке çынсем чĕр чунсене, вĕсен туйăмĕсене пачах та картмаççĕ. Чылайăшĕ вĕсене интереслĕ çемçе тетте вырăнне çеç хурать. Йăпаннă, савăннă чухне кирлĕ: ачашлаççĕ те, тутлă та çитереççĕ. Йăлăхтарсан кăлараççĕ те яраççĕ. Сăтăр тусассăн алă çĕклеме те правур. Чĕр чун-çке, хирĕç мĕн калĕ? Нимĕн те. Çавăнпа иртĕхеççĕ те. Аслисен хытă чунлăхне курса ачасем те ашшĕ-амăшĕн, пиччĕшĕ-аппăшĕн йĕрне пусаççĕ. Ку - чи хăрушши. Ачалăхра тымар янă тÿрккеслĕхпе тискерлĕхрен хăтăлма питех те йывăр.

Мĕншĕн пуçартăм-ха çак кала-çăва? Николай Ларионов-Йĕлмелĕн «Вут хÿре» кĕнеки шухăша ячĕ мар-и?.. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа пичетленсе тухнăскерне /редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Наталия Васильева/ тăхăр калав кĕнĕ: «Мулкач çури», «Хуралçă кушак», «Аманнă кайăк кăвакал», «Саркка», «Тимлĕ Тимук», «Вут хÿре», «Шăтăк», «Çăра тыткăнĕнче», «Эрешмен карти».

Николай Николаевич çут çанталăк темине пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕçен кайăксемпе чĕр чунсен тĕнчине ăшă кăмăлпа сăнлать вăл. Калавсене вуланă май вĕсен йăли-йĕркипе паллашма çав тери интереслĕ. Çав хушăрах чуна çÿçентерекен самантсем те пайтах. Тен, хăшĕ-пĕри автора çапла чăнлăхшăн айăплама та пăхĕ. Тулĕк сивлеме кирлех-ши? Тĕрĕслĕхе куçран пăхар: ачасем тепĕр чухне никама та, ниме те шеллеме пĕлмеççĕ. Вăйăран вăкăр сиксе тухасси асра та çук.

«Мулкач çури» калава сÿтсе явар-ха. Утăçи вăхăтĕнче Ванюк тетĕшĕ хиртен мулкач çури тытса килет. Ку - пĕрремĕш йăнăш. Çак утăмах инкек патне çул хывать. /Малаллахи йăнăшсене хăвăрах палăртса пырăр./ Паллах, арçын ачан тантăшĕсене тĕлĕнтерес килет: унăн мулкач çури пур-çке. Ача чухне çĕнĕ япалапа е тумтирпе камăн мухтанас килмен? Çĕнĕ хыпар илтнĕ шăпăрлансен те мулкач çурине курас килет, пĕчĕкскерне урама илсе тухма ÿкĕте кĕртеççĕ. Каланă - тунă. Малтанах ачасем çурана чăл-чăл сăнаççĕ-ха, çурăмĕнчен сĕртĕнсе ачашлаççĕ. Кăмăла çакăнпа çеç çырлахтарайăн-и, халиччен илтнине пурнăçра тĕрĕслесе пăхма хăнăхнă вĕтĕр-шакăра чарайăн-и? «Хытă чупать-ши? Çĕре ярар-ха, кăштах чуптăр-ха», - тет Микулай. Кĕнекери ку вырăна лăпкăн вулаймăн... «Ачасен ушкăнĕ мулкач хыççăн тапăнса килекен çар пекех хыттăн кăшкăрашса чупать. Çитрĕç те каллех купа çине хăпарса сиккелеме пуçларĕç, каштасене патакпа çапса сасă кăлараççĕ, хыт янрашаççĕ. Анчах мулкач çури ним тусан та тухмасть! Пĕри ăна паçăрхи пек хушăк-ран патакпа та тĕкет, çурăмĕнчен те чышать. Çук, лешĕ хускалмасть, вырăнтан та куçмасть». Мĕншĕн хускалмасть-ши мулкач çури? Мĕн пулнă ăна? Хăвăрах тавçăрса илтĕр пуль...

Николай Ларионов кĕнекинче хуйхăллă чĕр чунсем татах та пур. «Вут хÿре» калавра, сăмахран, ачасем тилĕ çурисене йăваран чавса кăлараççĕ те миххе чиксе яла илсе каяççĕ. Мĕскĕн амăшĕ çурисене шыраса вĕсен йĕрĕпе вĕлтĕртеттерет. Тиллĕн пăшăрханăвне, ăшĕ çуннине тавралăх та ăнланать тейĕн. «Ирпе çанталăк уярччĕ, çил те çукчĕ. Халĕ акă хĕвел анăçĕнчен тăхлан пĕлĕтсем шуса тухрĕç. Кăштахран инçетре çиçĕм çиçрĕ, аслати кĕмсĕртетрĕ - кĕç-вĕç çумăр çуса ярас пекех. Çил тĕрлĕ енчен вĕрет, тиллĕн кивĕ çăмĕн пайăркисене выляткаласа хускатать». Шикли шик-леннĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ. Вут хÿре вара усал этемрен те, хаяр йытăсенчен те, нимĕнле чăрмавран та хăрамасть. Шел, çурисене ирĕке кăларсан та хĕпĕртемелли нумаях мар...

Николай Ларионовăн «Вут хÿре» кĕнекинчи кашни хайлав чуна пырса тивет, мĕншĕн тесессĕн çыравçă пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсене хускатать. Кашнине тарăннăн çутатса пама тăрăшать. «Чĕр чунсемпе вĕçен кайăксем çынран нимпе те кая мар. Вĕсем те çурисемшĕн ăшталанаççĕ, çут тĕнчепе киленесшĕн, хăйсен пурнăçне йĕркелесшĕн», - систерет пире автор. Ачасем çак чăнлăха пĕчĕклех ăша хывсан мĕн тери аванччĕ! Чĕр чунсем этем тис-керлĕхĕнчен нуша курмĕччĕç. Тавралăх çутăрах та ырăрах пулĕччĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.