Зоя Алексеевна сăмахĕ чăна килчĕ

Çанталăк сисĕнмеллех сулхăнланнă. Кĕрхи çил витĕр вĕрет. Хăватлăскер. Йывăç тăррине те пĕр шелсĕр авать, турат çинче типсе пĕрĕннĕ юлашки çулçăсене силле-силле тăкать. Апла пулин те шкула савăк кăмăлпа утать Катя Федорова. Ара, савăнăçĕ виçесĕр-çке пĕчĕк хĕрачан. Иртнĕ шăмат кун юрă юрлама юратакан ачасемпе вĕрентекенсен «Шкул шăпчăкĕ» республика конкурсĕн-че Диплома тивĕçрĕ. Паян вара савăнăçлăскер хăйне валли вырăн тупаймасть.

Акă пĕр класра вĕренекен Юля Васильева тусне те хăваласа çитрĕ. Сăмах-юмахĕ те каллех конкурс пирки пулчĕ. «Эпир Шупашкарта Лейла Игнатьевăпа пысăк сцена çинче хитре юрă шăрантарса пĕрремĕш вырăна тухнине тĕлĕкпе танлаштаратăп», - терĕ пĕрремĕш класс вĕренекенĕ хăпартланса та савăнса.

Эх, Диплом тенĕрен, кăçалхи кĕркуннехи кросс ăмăртăвĕ те куçĕ умне сасартăках тухрĕ. Ун чухне хăйсен ушкăнĕнче пĕр класра вĕренекен Аня Арсентьева виççĕмĕш вырăн çĕнсе илсен, Катьăн чунĕ çав тери хурланчĕ. Куçĕ те куççульпе тулчĕ.

- Паллах çăмăл атлетикăра Аня çĕнтерет, ара, ăна тăххăрмĕш класра вĕренекен аппăшĕ Настя час-час тренировкăна илсе тухать-çке. Вăтаел сăртне чупма каяççĕ яланах. Настя - спортсменка. Ăмăртусенче пултаруллисенчен пĕри. Эпĕ те Карина аппана ятлатăп-ха. Мĕншĕн мана хăвăрт чупма хăнăхтармасть вăл? Пĕр-пĕр ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илес килет, килтисене савăнтарас ĕмĕт канăç памасть, - терĕ пăшăрхануллăн.

Ачан сăн-пичĕ тĕксĕмленнине, кăмăлĕ хуçăлнине класс ертÿçи Зоя Алексеевна Акчурина та асăрхарĕ. Самант-рах хăй çумне ыталаса ăшă сăмахсем каларĕ.

- Катя, лăплан. Чунна ахалех ан ыраттарсам. Эсĕ халĕ пĕрремĕш класра çеç вĕренетĕн. Акă вăхăт иртсен санăн та ÿсĕмсем пулĕç. Спортра мар пулин те, тен, предмет олимпиадисенче е тĕрлĕ конкурсра палăрăн, - терĕ лăпкăн çеç.

Катя темĕн çине тинкерсе пычĕ те пăлхануллă сасăпа каллех сăмах пуçарчĕ.

- Ун пекки пулать-ши вара? Ĕненес килмест, - терĕ çаплипех хурланса.

Çак калаçу хыççăн вăхăчĕ нумай та иртмерĕ темелле, акă иртнĕ шăмат кунхи республика конкурсĕнче Лейлăпа Катя çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Икĕ пĕчĕк хĕрача хăйсен сассисемпе, тыткаларăшĕсемпе жюри членĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç.

- Юля, юратнă вĕрентекенĕмĕр Зоя Алексеевна витĕр куракан çын пулĕ. «Эсĕ те акă хастаррисенчен пĕри пулатăн», - терĕ. Тĕлĕнмелле пулин те, унăн сăмахĕсем чăна килчĕç! Ĕнтĕ манăн та алăра Диплом! Ăна паян та тепре тытса пăхрăм. Шупашкарти сцена çине тухни - маншăн чи хаклă самант пулчĕ, - терĕ Катя тусĕ çине йăл кулса пăхнă май.

Юля вара чи çывăх юлташĕн çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртерĕ çеç. «Катя, манăн та сан пекех юрă ăсти пулас килет», - терĕ те, икĕ тус хавас кăмăлпа шкулалла кĕрсе кайрĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,

Пучинке.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Зоя Алексеевна Акчурина юратнă вĕренекенĕсемпе Юлия Васильевăпа тата Катя Федоровăпа.

Элиза ВАЛАНС"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.