Эрнере çичĕ кун. Çичĕ тăван евĕр. Ячĕсем те пур: тунтикун, ытларикун... Çĕр тĕттĕмĕ сирĕлет те çĕнĕ кун пуçланать. Кашни килен кун çынна мĕн те пулин парнелет. Çапах та çынсем ытларах савăнăç кĕтеççĕ. Кĕтсен, кĕтсен — кĕтсе илетĕнех.
Çанталăк сисĕнмеллех сулхăнланнă. Кĕрхи çил витĕр вĕрет. Хăватлăскер. Йывăç тăррине те пĕр шелсĕр авать, турат çинче типсе пĕрĕннĕ юлашки çулçăсене силле-силле тăкать. Апла пулин те шкула савăк кăмăлпа утать Катя Федорова. Ара, савăнăçĕ виçесĕр-çке пĕчĕк хĕрачан.