Эреветлĕ те теветлĕ...
Эрнере çичĕ кун. Çичĕ тăван евĕр. Ячĕсем те пур: тунтикун, ытларикун... Çĕр тĕттĕмĕ сирĕлет те çĕнĕ кун пуçланать. Кашни килен кун çынна мĕн те пулин парнелет. Çапах та çынсем ытларах савăнăç кĕтеççĕ. Кĕтсен, кĕтсен — кĕтсе илетĕнех.
Акă Татьяна Васильевна Макарова хастар педагогăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ! Вăл «Тевет» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕ. Эх, чун хавалĕпе пуçăнчĕ вăл çак пысăк та яваплă ĕçе! Юрра-ташша кăмăллакан ачасене пĕр ушкăна пуçтарчĕ...
Темиçе заняти хыççăн, киле кайнă чухне ачасем çул çинче пĕр-пĕрне пÿлсех шавлама тытăнчĕç.
— Мана çав тери килĕшрĕ çамрăк учительница! — терĕ ушкăнри янăравлă саслăкерсенчен пĕри.
— Кăмăллăскер! — пĕлтерчĕ хăй шухăшне иккĕмĕшĕ.
— Юрă-ташăра, чăн та, маттур! Вăл юрланине вĕçĕмсĕр итлес килет. Ташши те çăмăл, — сăмах çăмхине сÿтрĕ хаваслансах тепри.
— Чăнах, хаваслă чух кун иртни сисĕнмест. Мĕнле хитре юрă юрларăмăр паян!
— Эх, пирĕн пурин те Татьяна Васильевна пек хастар пуласчĕ те... — ĕмĕтленчĕç хĕрачасем.
Тăрăшсан, малалла талпăнсан çитĕнÿ пулатех. Ачасем хăйсен педагогне савăнтарма мехел çитерчĕçех. Тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва кăмăлтан хутшăнса пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕç. Çакă хастарсене пурнăçра тата та пысăкрах, сулмаклăрах утăмсем тума вăй-хăват пачĕ.
...Унтанпа шыв-шур чылай юхрĕ. Паянхи «Теветре» ун чухнехи ачасем мар ĕнтĕ, урăххисем. Вĕсем те юрра-ташша кăмăллаççĕ. Чăнах, хальхи ăру та пултаруллă. Сцена çинче чăваш çамрăкĕсен куçĕсем çăлтăр евĕр ялкăшаççĕ, ташши-çемми те куракана тыткăнлать. Тумĕ-юмĕ те хитре, килĕшÿллĕ. Çитĕнĕвĕсемпе те савăнтарма ĕлкĕрчĕç хастарсем.
— 2012, 2015 çулсенче Хусанта иртнĕ конкурссенчен мĕн тери савăнăçлăн таврăннине пĕлесчĕ сирĕн! Икĕ хутĕнче те пĕрремĕшсем пултăмăр. Тата та хĕпĕртемелли кăçалхи çĕртме уйăхĕнче пулчĕ. Халăх пултарулăхĕн «Пурте пĕрле — Раççей!» çĕршыври ачасен фестивалĕнче Мускавран иккĕмĕш вырăнпа таврăнтăмăр! Апла-тăк, чăнласах та тăрăшса ĕçлетпĕр! — терĕ Татьяна Васильевна Макарова хăйсен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртесе.
Юрă-кĕвĕ тĕнчинче
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест текен каларăша Татьяна Васильевна Макарова тулли кăмăлпа йышăнать. Ара, çак сăмахсене хăйсен çемйи пирки каланăнах туять-çке... Ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ пекех вăл та паянхи кунччен те юрă-ташăсăр пурăнаймасть вĕт-ха.
Таврари хисеплĕ çынсенчен пĕри шутланнă аслашшĕ, Александр Сергеевич Шуряшкин. Туйсенче ăна яланах мăн кĕрÿ пулма шаннă. «Салам сире! Çиетĕр-и, вылятăр-и, кулатăр-и, пире хапăл тăватăр-и? Хапăл пулсан, пĕр утăм малалла, хапăл тумасан — икĕ утăм каялла...Çитмĕл çухрăм çеçенхир урлă килнĕ чухне, куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах: унăн пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре лекмест, утти-юртти сисĕнмест, шыв юххи пек юхать, çил пек вĕçет. Эпир унăн çулĕпе килтĕмĕр!» — тесе янраттарса пырса кĕнĕ вăл хĕр килне. Сасси мăнаçлă та янăравлă пулнăран ун çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса пăхнă. «Пулать вĕт çапла пултаруллă çын», — тенĕ туй курма пынисенчен пĕри те тепри.
Александр Сергеевич юратнă мăнукне Таньăна та сăпкара сăвă-юрă каласа çывăрттарнă.
Шăна вĕçсе кĕресрен
Шăналăкне карăпăр.
Шăппăн-шăппăн çывăрма
Шăпчăк кĕвви калăпăр.
Тем тĕрлĕ сăпка юррипе киленсе пĕчĕк Таня кашни кун тутлă ыйха путнă. Тĕлĕкре те таврари юрăпах савăнса кулнă, улăх çийĕн вĕçекен лĕпĕшсем хыççăн та кăмăлпах чупнă... Шел, хĕрача тăваттă тултарсан юратнă аслашшĕ çĕре кĕрет. Çакă çемьешĕн калама çук пысăк хуйхă пулса тăнă.
Асламăшĕ хăйĕн мăшăрне çухатсан çав тери пусăрăннă. Питĕнчи йăл-кулă çухалнă. Яланах ассăн сывланă. Уява-мĕне кайсан ывăлĕпе кинĕнчен маларах килне таврăннă вăл. Тĕрĕллĕ кĕпипе сапунне хывса, тирпейлĕн çакса хунă чухне хурлăхлă юрă шăрантарнă. Мăшăрĕ ăна вăхăтсăр пăрахса кайнăран хитре кун та ăмăрланнине, уншăн чĕререн тунсăхланине юрă урлă палăртнине Таня та ăнланнă. Хурлăхлă юрă ăна та куççульлентернĕ.
«Вилнисем хыççăн каяймăн, чĕррисен малалла пурăнмалла», — тесе хăйне алла илнĕ вăхăт иртсен асламăшĕ, Вера Леонтьевна. Вăхăтне яланхиллех мăнукĕсемпе ирттернĕ. Ĕнтĕ вĕсене тата ытларах юрă-тĕнчипе паллаштарма тытăннă. Кашни кун, кашни утăмра. Хĕллехи каçсенче алса-чăлха çыхнă самантра, çăм чавса арланă, çип пĕтĕрнĕ вăхăтра юхнă юрă пÿртре. Мăнукĕсене юрă урлă пурăнма вĕрентнĕ. Аслисене хисеплемеллине, кĕçĕннисемпе ватăсене пулăшмаллине те фольклорпа çирĕплетсе панă вăл. Яланах асламăшĕпе çÿрекен Таня юрă-кĕвĕ тĕнчине кĕрсе ÿкнине хăй те сиссе юлайман...
Сцена — чун уççи
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра кирек епле уявран та юлман хĕрача. Чăн та, сценăсăр пурăнайман вăл. Каникул вăхăтĕнче те халăха савăнтарас ĕмĕтпех хĕмленнĕ. Килте чупа-чупа ĕçленĕ те каç енне тус-юлташĕпе «асамлă» вырăна васканă. Урамра концерт ирттерес тĕлĕшпе калаçу ирттернĕ, хыççăнах репетици пуçланă. Палăртнă кун вара ир-ирех ура çинче пулнă. Ара, сцена хатĕрлеме тата кашни номер валли мĕн чухлĕ япала кирлĕ пулнă-çке. Чаршав, кашăк-çăпала, тĕрлĕ тум — йăлт праçник валли! Юрă-ташăсăр пуçне юптарăвĕ те, сăвви те янăранă таврана. Ачасен пултарулăхне кура кураканăн та пит-куçĕ кулăпа çуталнă. Чăн та, уявĕ хăйне евĕр илемлĕ, кăмăллă иртнĕ-çке. «Ку ачасенчен чăн-чăн артистсем пулаççĕ ахăртнех», — пăшăлтатнă аллисене туя тытнă кинемисемпе мучисем пĕр-пĕрин хушшинче калаçнă май.
Татьяна вара артист мар, музыка учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. «Ÿссен эсĕ кам пулатăн?» ятлă сочиненинче те вăл çакнах çирĕплетнĕ. «...Урокра алла купăс тытса ачасене юрă тĕнчипе паллаштарнă пулăттăм. Юратнă ĕçе питĕ вĕренес килет. Акă сăмахран, ывăнса таврăнатăн та пуçлатăн юрлама. Тепĕр чухне юррине те хамах шухăшласа тупатăп. Мана пурте итлеççĕ. Асанне калашле, самантлăха йывăрлăха, хуйха-суйха манса каятăн. Чĕрере çĕнĕ вăй-хăват çуралать. Манăн вара чарăнмасăр юрлас та юрлас килет. Ыттисем: «Санăн сассу уçă, янăравлă», — тени пушшех хавхалантарать. Ачаллах килĕштернĕ ĕç ĕмĕр юратни пуласса пĕрре те иккĕленместĕп...»
Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Тутарстанри Çĕпрел районĕнче юрă ăстисен хушшинче иртнĕ ăмăртăва хутшăннă вăл. Сцена çине купăс йăтса тухнă та юрă шăрантарнă. «Те пăлханнипе, те савăннипе, никама та курмарăм, ура айĕнче хăма пуррине çеç туйрăм», — тенĕ вăл кайран. Чи кăмăлли вара, унта виççĕмĕш вырăна тухни.
Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрăмĕнче вĕренни ăна пушшех хавхалантарнă. Тата та кăсăкли — магнитофон йăтса ял-ял тăрăх çÿресе юрă пĕлекенсемпе курнăçасси, «ылтăн тупрана» магнитофона çыртарасси пулнă. Ытларах чухне асламăшĕпе çÿренĕ вăл ытти тăрăха. Çырма-çатра урлă каçнă чухне е уйпа утнă самантра вĕсем иккĕшĕ чун-хавалĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарнă.
Канма ларнă вăхăтра канăçа пĕлмен шăрчăк чĕриклетĕвĕсене итлесси те хăйне евĕр киленĕç пулнă.
— Пĕр вĕçĕмсĕр, татти-сыпписĕр юрлать. Асанне, хамăр пекех иккен вĕсем те, юрăсăр пурăнаймаççĕ, — тенĕ хавасланса Таня.
Таврана шурă юр хупласан та Таньăпа асламăшĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçланă самантра, çут çанталăк илемĕпе киленсе юрă хыççăн юрă шăрантарнă.
— Мăнукăм, кур-ха, çурт тăрринче, карниссем çинче хура пуçлă, шурăрах пĕсехеллĕ çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Вĕсем часах çуркунне çитсе канавсем тăрăх шарлаттарса шыв юхасси çинчен хыпарлаççĕ. Çавăн пекех вĕсем Шурă Атăл çырантан тухса сарăласси пирки, пĕрремĕш çумăр çăвассине, малтанхи аслати кĕрлесе иртессине пĕлтереççĕ. Лăпкăн мар, хавассăн систереççĕ. Хăйсен илемлĕ юрри урлă. Куратăн-и, мăнукăм, çынсем çеç мар, кайăк-кĕшĕк те юрра кăмăллать, — хавассăн пупленĕ асли кĕçĕннине çаплипех ăнлантарса.
Асанне пилĕпе — шав малалла!
Юратнă асламăшĕ 86 çулта вĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайсан, Таня çав тери кулянчĕ... Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те, паян та асламăшне ырăпа аса илет хастар педагог, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Васильевна Макарова.
— Шухă тиха пек ĕрĕхсе иртнĕ ачалăхăн канлĕ те ырă сăпкинче ярăннă май, пĕлетĕр-и, асанне çинчен сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр эпĕ. Вăл маншăн çутă хĕвел пулнă та, пулать те. Унăн ăса вĕрентсе каланă кашни сăмахĕ ахах пĕрчи. Мĕн тери ăслă калаçатчĕ-çке вăл! Кашни ĕçе ырă кăмăлпа пуçăнма сĕнетчĕ. Тепĕр чухне, хăй тĕллĕнех хупăнакан йывăр куç хупанкисене уçатăп та... асанне куç умне тухать... «Тевет» ушкăнпа тĕрлĕ çитĕнÿ тунăран хĕпĕртенĕн, йăл кулса тĕтреленет, инçеленсе çухалать... Çав вăхăтра унăн йăл-кулли ÿт-кĕлеткене хĕвел пайăрки лекнĕн ăшăтса хăварать те, вырăн çинчен ялтах сиксе тăратăп... Хăлхара хунавлăх çийĕн чун-чĕре хĕлĕхне тивмелле тунсăхлă та ачаш юрă çĕкленет, çырма кукăрĕсемпе шырлансене çапăнса, анаталла юхать... асанне юрри, — тет малашне те чун-хавалĕпе тăрăшса ĕçлеме ĕмĕтленекен вĕрентекен.
«Тевет» ушкăн хăйсен тăрăхĕнче час-час концерт кăтартать. Тĕрлĕ уява та анлă ирттерет. Хастар çамрăксене ватти-вĕтти, çамрăкки кăмăлпа йышăнать. Малашне те ыррине çеç сунать.
— Тĕнче каштине пĕччен йăтаймăн тенешкел, хăв тĕллĕн çеç тăрăшнипех нимĕн те пулаймĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те ăнланса, пулăшса пыни хăпартлантарать, савăк кăмăл парнелет. Кун пек чухне чĕрем те савăккăн тапать: хисеплеççĕ, апла-тăк, хаклаççĕ пирĕн ушкăна. Пĕр-пĕр уяв умĕн хамах сценари çыратăп, ара, чăвашлисем çук-çке халĕ пире валли! Кăткăс самантсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен пулăшу ыйтатăп. Вĕсем те нихăçан та вăхăт çук тесе каламаççĕ, хаваспах пĕрле ĕçе пуçăнаççĕ, — сăмах çăмхине сÿтет вĕрентекен.
Татьяна Васильевнăн унччен савăнăçĕ тата виçесĕрччĕ. Вĕсен çемье ансамблĕ пурччĕ. Эх, ăçта кăна çитсе куракана савăнтарман-ши вĕсем! 2002 çулта вара Мускавра иртнĕ «Раççей çемйи» фестивале хутшăнса жюри членĕсене хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтернĕ. Хаклă парнесемпе дипломсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне «Доброе утро» кăларăма хутшăнма чĕнсе илнĕ Аслă Чурачăксене. Шел, 2008 çулта ашшĕн йăмăкĕ, юрра-ташша ăстаскер, сарăмсăр вилсен — саланнă ушкăн. «Вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайни — йĕппе çиппинчен касса янăнах туйăнчĕ. Сасартăк чăл-пар! саланчĕ пирĕн телей. Тÿпе евĕр... Вăл, авă, тин кăна хĕвелпе ялкăшатчĕ. Тепре пăхатăн та — типме-кушăхма сарнă шăналăк пек çĕтĕк-хăмăр пĕлĕтсем карса илме те ĕлкĕрнĕ ăна. Анчах та тÿпепе çынна танлаштарни вырăнсăр: çил вăйлăрах вĕрме пуçласанах, хăйне хупăрласа илнĕ хура пĕлĕтсенчен тÿпе хăтăлса уçăлать. Пирĕн çывăх çыннăмăр çеç темле кĕтсе-тăрăшсан та... нихăçан та килеймĕ», — тенĕ вĕсем хурланса.
...Паян вара юрă-ташă ăстисем уявсенчен юлмаççĕ. Татьяна Васильевнăн ашшĕпе амăшĕ, пĕртăванĕсем, тăванĕсем çеç мар, мăшăрĕпе икĕ хĕрĕ те кирек епле праçнике те хапăл туса хутшăнаççĕ.
— Студент чухне «Уяв» ушкăнра чĕре ыйтнипе юрланă. Ăçта кăна çитсе концертпа савăнтарман-ши эпир! Францине 33 кунлăха кайсан — Чăваш Еншĕн мĕн тери тунсăхларăм! 33 кунĕ пĕр çулталăка тăсăлнăн туйăнчĕ. Чун-чĕрепе çеç мар, тĕлĕкре те ялта утса çÿреме тытăнтăм. Ара, пуриншĕн те тунсăхлаттăм! Тăван-пĕтеншĕн çеç мар, çут çанталăкшăн та! Çапла, тăван чĕлхене, тăван тăрăха юратнăранах Аслă Чурачăкрах тĕпленнĕ эпĕ. Асаннепе алла-аллăн çавтăнса утнă вырăнсенче пĕрре мар пулатăп. Паян та хамăр ачасене асанне-асатте йăли-йĕркине вĕрентсе пыма тÿр килнишĕн чун-чĕререн савăнатăп. «Калăп та, чĕлхене салтăп та — телей кăна сунатăп сана, мăнукăм. Чăн-чăн телей, пысăк телей! Мала лартнă уруна каялла ан ил: тĕллеве пурнăçа кĕртме шав малалла ăнтăл», — тесе каланă асанне сăмахĕсем паянхи кунччен те асра. Унăн пилĕпе ăнтăлатпăр-ха малалла, — терĕ çирĕппĕн музыка урокне ертсе пыракан педагог.
Элиза ВАЛАНС.
Комсомольски районĕ,
Аслă Чурачăк.
Комментари хушас