Комментари хушас

19 Чÿк, 2015

Кĕнеке страницине уçсан…

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат çулсерен ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çĕнтерÿçисене палăртса эпир хамăр кăларăмра çырнăччĕ. Нумай пулмасть республикăри Ача-пăчапа çамрăксен биб-лиотекинче мала тухнисен чыславĕ иртрĕ. Издательство йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине, Раççейри литература тата Чăваш Енри К. Иванов çулталăкĕсене халалланă конкурса тăратнă ĕçсене тĕрлĕ номинацисенче хакланă.

Чыслава вулавăш директорĕ Тамара Романовна Григорьева уçрĕ. Библиотекăпа Чăваш кĕнеке издательстви тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ вăл. Пултарулăх ăмăртăвĕсене ачасем хастар хутшăннине ырларĕ.

- Малашне те пирĕн кăларăмсем вулаканшăн пĕлтерĕшлĕ пулассинче иккĕленместĕп. - Кĕнекепе туслашма тăрăшăр. Ытларах - ырра вĕрентекеннисемпе, ăслисемпе. Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекене вара алран ан ярăр. Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çакăнтан килет-çке, - терĕ Тамара Романовна.

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Николаевич Алексеев издательствăн 95 çулхи кун-çулĕпе те паллаштарчĕ.

- Хальхи вăхăтра ача-пăча кĕнекине кăларасси - чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Кĕнекен вулаканĕсем пулмасан вăл пĕтет. Çавăнпа та çак ĕçре ăна хатĕрлекенсем çеç мар, вулакан та пысăк вырăн йышăнать, - палăртрĕ вăл çĕнтерÿçĕсене саламланă май.

Наталья Кимовна Яхатина издательство директорĕн çумĕ Тутарстан Респуб-ликинчи, Самар тата Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш диаспорисене тав сăмахĕ каларĕ. Конкурса тăратнă кашни ĕçре тăван ене, халăха, культурăна юратнине палăртса çырнă йĕркесем пуррине пĕлтерчĕ.

Чылай çамрăк пухăннăччĕ çак хаваслă кун вулавăшра. Мала тухнисен йышне Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Матак шкулĕн вĕренекенĕсем те кĕнĕ. Инçе çула пăхмасăрах чыслава килсе çитнĕскерсенчен пĕри - Диана Мердеева. Çамрăк сăвăç хăйĕн хайлавĕпе те паллаштарчĕ.

Тепĕр çĕнтерÿçĕ вăл - Канаш районĕн-чи Вăтапуç шкулĕнче вĕренекен Настя Осипова. Çак конкурса темиçе хутчен те хутшăнса палăрнă пике ку хутĕнче те «Манăн юратнă сăнар» номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Хĕрача пĕчĕкренех ÿкерме юратнине кăмăлтан пĕлтерчĕ.

- Тĕрлĕ сăнара хут çине куçарасси - манăн чун киленĕçĕ. Хамăн ăсталăха ÿстерес тĕллевпех Канашри ача-пăча ÿнер шкулĕн-чен вĕренсе тухрăм. Шкулпа сывпуллашнă хыççăн та кăмăлланă ĕçе пăрахăçлас шухăш çук. Сăнарсем пĕр-пĕр хайлава вуланă чухнех пуçра калăпланаççĕ, çавăнпа вĕсене альбома куçарасси йывăрах мар, - палăртрĕ Настя шухăшне.

«Чи лайăх сочинени» номинаци çĕн-терÿçи Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлÿ илекен Роман Евдокимов та пултарулăхĕпе тÿресене тĕлĕнтернĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕнче чăн пулнă пĕр кăсăк пулăма сăнласа парать.

Чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене кăмăллаканскер изложени-сочинени çырма маçтăр. Олимпиадăсене та хастар хутшăнать. Уйрăмах литературăра маттур. Çак ене аталантарас шутпа каникул вăхăтĕнче Шупашкарти «Индиго» ятарлă центра çÿрет. Чи юратнă хайлавĕ те пур Романăн, вăл - К. Ивановăн «Нарспи» поэма. Тепĕр чухне хăй те сăвăсем çырать иккен. Ăна хавхалантараканĕ вара - амăшĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Алексеевна. Вăл шкулти «Çамрăк çыравçă» кружок ертÿçи пулнă май вĕренекенĕсене пултарулăх тĕнчипе паллашма пулăшать, тĕрлĕ тупăшăва хатĕрлет.

- Çак конкурсра çĕнтерни маншăн пĕлтерĕшлĕ пулăм, кăмăллă кĕтменлĕх. Чунра питĕ савăнăçлă. Тĕрлĕ тупăшăва малашне те хутшăнмасăр юлмастăпах, - терĕ Роман хăпартланса.

Çамрăк талантсемпе пĕрлех пуçаруллă ертÿçĕсем сертификатпа диплома тивĕçрĕç. Левтина Марьепе Лидия Сарине çыравçăсем ачасене саламлани те парне пулчĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.