Archive - 2014 - Хыпар

январь 14th

14 Кăрлач, 2014

Коммуналлă пулăшу хакланать-и?

"Хыпар" ыйтăвĕсене Чăваш Республикин конкуренци политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина ЕГОРОВА хуравлать.
- Пурăнмалли çурта пăхса тăрассипе, коммуналлă пулăшупа çыхăннă хаксем тĕлĕшпе пĕлтĕр кăларнă йышăнусенчен хăшне уйăрса палăртатăр?

14 Кăрлач, 2014

Çеçпĕл мĕнле вилнĕ?

Эпĕ Юхма Мишшин «Ултавпа Чăнлăх» романĕ çинче кăна кĕскен чарăнса тăрасшăн. Çыравçăн çĕнĕ ĕçĕ хамăрăн кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕ, вăл хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче туса хăварнă ырă та пархатарлă ĕç-хĕле пĕр хитрелетсе-эрешлемесĕр çырса кăтартнипе çыхăннă. Тÿрех ыйту тухса тăрать: «Ара, кун пирки Юхмачченех нумай çырнă-çке? Нивушлĕ халăх писателĕ Юрий Збанацкин «Çеçпĕл», Петр Чичкановăн «Кăвар чĕре» романĕсен сюжечĕсене кĕмесĕр юлнă çĕнĕ материалсем шыраса тупнă?

14 Кăрлач, 2014

Культура вучахĕ ялан хĕмлентĕр

2014 çул - Культура çулталăкĕ - пуçланчĕ. Обществăна культура аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама явăçтарас, историпе культура еткерлĕхне упраса хăварас, Раççей культурин сумне тĕнче шайне çĕклес тĕллевпе пуçарнă юхăм çĕр-шыв, республика пурнăçне ырă енне улăштарасси иккĕлентермест. Çулталăк тăршшĕнче пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Паллă кунсене, юбилейсене халалланă мероприятисем йăлана кĕнĕ йĕркепе иртĕç. Библиотекăсем, музейсем, театрсем тулли хăватпа ĕçлĕç. Вĕсем Чăваш Республикин культура пурнăçне самай пуянлатĕç.

14 Кăрлач, 2014

Ăмăрту çĕнĕ çитĕнÿсемпе палăрчĕ

 Шăмат кун Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ манежĕ çăмăл атлетикăна юратакансене йышăнчĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртрĕ.

январь 13th

13 Кăрлач, 2014

Турă панă пултарулăх

- Аннен ашшĕ каскалама ăстаччĕ, ун пек платник, столяр таврара çукчĕ. Вăл чăваш тĕррипе илемлетнĕ савăт-сапана туянма инçетрен килетчĕç. Анне каланă тăрăх - унăн таланчĕ манра та пулнă. Пурнăç парнеленĕ хаклă çыннăм эпĕ художник пуласса чун-чĕрипе ĕненнĕ. Мухтанатчĕ вăл манпа. Шел, çĕре питĕ ир кĕчĕ, - терĕ манпа калаçакан Алексей Николаев. Çулталăкран ашшĕ авланнă. Вун ултта кайнă ывăлне хырăм тăрантмалăх ĕçлесе илмеллине аса илтерсех тăнă. Ашшĕн хăнана килнĕ пиччĕшĕ Иван Лешăна хăйпе пĕрле Красноярск хулине илсе кайнă.

январь 11th

11 Кăрлач, 2014

Хушамат вăрттăнлăхĕ

Хамăрăн хушамат мĕнле пулса кайни пирки шухăшласах кайман. Шупашкарта пурăннă Валентин тете хăй сывă та таса çÿренĕ чухне Патăрьел салинчи çывăх тăван патне 23 çул каялла янă çыру аллăма лекмен тĕк чăнлăха пĕлес те çукчĕ-и тен?
Аттен пиччĕшĕ Микуль /вăл Мускавра пурăннă/ хăй виличчен,1980 çулта, Валентин тете патне янă хыпарта унчченхи хушамата /Никифоровпа çÿренĕ/ хамăр шухăшланă пек Якур мар, Леркка улăштарни çинчен пĕлтернĕ.

11 Кăрлач, 2014

Паянхи вĕрентĕвĕн ыранхи усăлăхĕ çинчен

Çулталăк вĕçĕнче кирек мĕнле тытăмра та ĕçе пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче вара - вĕсемпе тĕревленсе малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Ĕнер ЧР Правительство çуртĕн¬че иртнĕ «çавра сĕтел» те çирĕплетрĕ çакна.

11 Кăрлач, 2014

Çĕр пин юрă пурах-ши?

Юрăллă-кĕвĕллĕ, ташăллă, такмаклă Çĕнĕ çул уявĕ те, Раштав та хыçа юлчĕç. Анчах хальхи вăхăтра чăнласах юрăллах-ши вĕсем? Е ĕçкĕ-çикĕллĕ кăна-ши? Çак ыйтусем тавра сăмах пуçарассăм килет паян. Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче ачасен ăлкинче пулма тÿр килчĕ. Халĕ ăна пирĕн вăхăтри /иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсем/ пек шкулта ирттермеççĕ, хулари культура керменĕсенче е кафесенче йĕркелеççĕ. Çакна пушар тухасран сыхланнипе сăлтавлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ пире хапăл пулчĕ. Кунта кашни кунах уйрăм пĕлÿ çурчĕ валли ăлка пулать.

11 Кăрлач, 2014

Елена Малышева патĕнче - хăнара

Çĕнĕ çул умĕн Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕн хастарĕсем Елена Малышева Пĕрремĕш каналпа ертсе пыракан «Жить здорово!» кăларăмри «Наци кухни тата апат-çимĕç» рубрикăра ÿкерĕннĕ.

Pages