Хушамат вăрттăнлăхĕ
Хамăрăн хушамат мĕнле пулса кайни пирки шухăшласах кайман. Шупашкарта пурăннă Валентин тете хăй сывă та таса çÿренĕ чухне Патăрьел салинчи çывăх тăван патне 23 çул каялла янă çыру аллăма лекмен тĕк чăнлăха пĕлес те çукчĕ-и тен?
Аттен пиччĕшĕ Микуль /вăл Мускавра пурăннă/ хăй виличчен,1980 çулта, Валентин тете патне янă хыпарта унчченхи хушамата /Никифоровпа çÿренĕ/ хамăр шухăшланă пек Якур мар, Леркка улăштарни çинчен пĕлтернĕ.
Леркка тете 1912 çулта Питĕр хулинчи Путилов заводне тимĕрçĕ ĕçне вĕренме вырнаçнă. Цех маçтăрĕ Северов ăна пĕрле пурăнтарнă, пропискăна тăратнă. Хăй вăл Осташково хулинче çуралса ÿснĕскер пулнă. Унти пĕр урамра пурăнакансем пурте тенĕ пекех Северов хушаматпа çÿренĕ иккен.
Якур тете вара çĕнĕ хушамата йышăнман, ĕмĕрне Никифоров пулсах ирттернĕ.
Йăх тымарĕ пĕрре
Асаттепе асанне, Микишпа Праски, ултă ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ: Алтатти /Евдокия,1887-1979/, Леркка /Илларион,1891-1963/, Матюк /Дмитрий, 1893-1971/, Якур /1895-1972/, Наçтук /1897-1940/, Анук /1901-1976/, Çатта /Александр, 1903-1969/, Микуль /1907-1981/ тата атте - Василий /1910-1963/.
Турхана качча кайнă Алтатти аппан ĕмĕрĕ пĕр тăвансемпе танлаштарсан вăрăмрах пулчĕ. Ултă ачинчен Укатюк /Агафия/ çеç амăшĕнчен икĕ çул ытларах пурăнчĕ. Вăл 1937 çулта Патăрьелĕнчи педучилище пĕтернĕ хыççăн шкулта ĕмĕрĕпех ĕçлерĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.
Леркка тете Путилов заводĕнче нумаях ĕçлеймен, ăна унтанах çар хĕсметне илсе кайнă. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçлансан тыткăна лекнĕ. Каялла таврăнсан Пăва хулинче хĕç-пăшал маçтăрĕнче тăрăшнă. 1921-1929 çулсенче ялта техника юсавĕн мастерскойне ертсе пынă, каярахпа тракториста вĕренсе тухнă, Канашри МТСра механикра ĕçленĕ. Манăн шухăшпа, Леркка тете шăллĕсене хавхалантарса пынă пулĕ çав. Мăшăрĕ унăн Чурачăкран. Шел, пилĕк ачинчен паян пĕри те çук. Сăмах май, вĕсенчен тăваттăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Федя, тĕслĕхрен, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕн Тинĕc-Çар инженерийĕн училищинче вĕреннĕ, ăна пĕтереймен - вăрçă пуçлансан шыв айĕнче çÿрекен кимĕ çине лексе тăшманпа çапăçнă, паттăрлăхшăн патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿ хыççăн Сĕнтĕрвăрри хулинчи вăрман техникумне, каярахпа икĕ институт пĕтернĕ.
Çакна каласа хăварни те вырăнлă пулассăн туйăнать: Леркка тете тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ чухне ялти чиркÿ хĕресне те хăй ăсталани пирки сас-хура çÿрет. Чиркĕве пăснă хыççăн сăваплă паллă колхозăн унчченхи кĕлечĕсем патĕнче упранатчĕ. Леркка тете каласа хăварнипе çав хĕресе унăн вил тăприйĕ çине вырнаçтарнă.
Матюк тете те тĕнчен пĕрремĕш вăрçинче пулнă, тыткăна лекнĕ. Яла таврăнсан тимĕрçĕре тăрăшнă, каярахпа хурт-хăмăр ĕçĕпе пурăннă. Ачисем йышлă пулнă. Асли, Павăл, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулне самаях такăрланă, Ладога кÿлли урлă вездеходпа блокадăри хула валли çар хатĕрĕ турттарнă. Кайран çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Анна - вĕрентекен, Акулина - агроном, Петя - çар летчикĕ /вăрçăра пуçне хунă/. Зина аппа ялтах пурăнать-ха. Ашшĕнчен хурт-хăмăр ăсталăхне вĕренсе юлнăскер 80 çул урлă каçсан та çак ĕçрен уйрăлмасть. Алексей - механик, Валентин - çар вĕçевçи. Праски аппа Çĕрпÿелĕнчех тĕпленнĕ, йышлă ача çуратса ÿстерсе çĕр-шыв тăрăх салатнă. Çакна та каласа хăварам: Матюк тетен сакăр ачинчен паян Зинăпа Праски кăна кун-çул малалла тăсаççĕ.
Якур тете Ленинградра ĕçлесе пурăнчĕ. Тăван яла килсе çÿременнин сăлтавне никам та пĕлмест.
Микуль тете вара хăрах урине таттарса протез ларттарнине пăхмасăр Мускавран кашни çул тенĕ пекех киле-киле кайнă. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи умĕн вăл гимнази пĕтерсе Пушкăрт Республикинче шкул инспекторĕнче ĕçленĕ. Чĕмпĕрте рабфакран пĕлÿ илсе тухсан Питĕре куçнă. Çар тухтăрне мĕнле майпа вĕренни пирĕншĕн паян кун та уçăмлă мар /ахăртнех, экстерн йĕркипе экзаменсем пама пултарнă/. Хампа пĕр тăван Санькка аппапа йысна иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Ленинградра ун патĕнче пулнине каласа паратчĕç. Хваттерне кĕнекесемпе тултарнă пирки çĕр каçма хăйсене хăна çуртне вырнаçтарнине те асăнатчĕç. Вăл ялтан çамрăклах тухса кайнă пулин те тăван чĕлхене манман. Шел, халĕ çывăх çыннăмăрăн сăн ÿкерчĕкĕ те çук пирĕн.
Татмăшра тĕпленнĕ Наçтук, Хирти Шăхасана качча кайса çемье çавăрнă Анук аппасем те несĕлсен ятне яман, халăха юрăхлă ывăл-хĕр пăхса çитĕнтернĕ.
Çатта тетен кун-çулĕ те аттенни пекех Патăрьелĕнчи МТСпа тачă çыхăннă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă ачана пурнăç парнеленĕ. Асли, Маша, иртнĕ вăрçăра вилнĕ. Хăй пекех механизатор ĕçне кăмăлланă икĕ ывăлĕн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Анна аппа халĕ 80 çул урлă каçнă.
Микуль тете çамрăклах Мускава тухса кайнă, слесарьтен пуçласа инженера çити ÿснĕ. Пăс турбинисем енĕпе пысăк специалист шутланнă.
Атте, Василий, çут тĕнчере 53 çул çеç пурăнсан та хăй хыççăн ырă ят хăварчĕ. Патăрьелĕнчи МТСран миçе çынна механизатор специальноçне илсе тухма пулăшман пулĕ вăл? Ялтан 1932 çулта тухса кайнă та мĕн виличченех, 1963 çулччен, киле эрнере пĕрре килкелесе кайнă. Çынлăх тени уншăн тĕп вырăнта шутланнă. Вăрçă умĕн асанне усал шыçăпа чирлесе ÿксен атте ăна Ленинграда Якур тете патне илсе каяс тĕллевпе çула тухнă. Шăпах çав вăхăтра вăрçă пуçланнине илтнĕ те ирĕксĕрех каялла таврăнма тивнĕ. Ун хыççăн асанне нумаях пурăнаймарĕ. Атте те çав амака пулах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.
Атте ĕмĕрĕпех вĕреннĕ, çичĕ ачине те пĕлÿ пама тăрăшнă. Аппапа тете аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ илсе ăста специалистсем пулса тăчĕç. Чăн та ыттисен вĕренме тÿр килмерĕ. Çапах та пурнăçра хамăр вырăна тупрăмăр. Камăн та пулин ялти сыватмăшра сипленекенсене апат пĕçерсе çитермелле, тирпейлÿçĕре ĕçлемелле, йывăç-тĕм лартса ÿстермелле, ял кантурĕн яваплă специалисчĕ е страховани агенчĕ пулмалла вĕт. Пурте йĕркеллĕ темелле. Аппасем кăна мăшăрĕсемсĕр тăлăха юлчĕç, çулталăк каялла Ваня тете пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ..
...Асатте-асаннен ачи-пăчи йышлă пулнă май вĕсем хуçалăха тĕреклĕ тытса тăма пултарнă. Çакă хăшне-пĕрне килĕшмен ахăр. Çăхав хыççăн çăхав çырни инкек патне илсе çитернĕ: вĕсене кулак шутне кĕртсе пурлăхне туртса илнĕ, пĕр вăхăт мунчара пурăнма тивнĕ. Ахăр саманана тÿссе ирттерме пултарнă Северовсем, авăнсан та хуçăлман, вăхăт иртнĕ май тĕрекленсе вăй илнĕ, тарăн тымар янă.
Çулсем иртеççĕ...
Çулсем иртеççĕ. Хампа пĕр сыпăкри арçынсенчен пĕчченех тăрса юлтăм, 80 çул урлă каçнисенчен пилĕк хĕрарăм пурăнать-ха.
Асанне çуралса ÿснĕ тĕп кил умĕнче ĕмĕр çурă таран ÿссе вуллисене тăватă çын та ытамласа çитермелле мар йăмрасем çине пăхатăп та шухăша путатăп: пирĕн хыççăн та виççĕмĕш-тăваттăмĕш сыпăкрисем пурнăçа малалла тăсĕç, хамăрăн Северов хушамат вара ун чухне те паянхиллех янăрĕ. Сайра тĕл пулаканскер ăçтан тухнине тата кам тăрăшнипе пулса кайнине вĕсен пĕлмеллех.
Вăхăт иртнĕ май, пĕр ăру тепринпе улшăнать. Енчен те эпир паянхи арăш-пирĕш саманара чунăмăрсенче асатте-асаннен, кукаçи-кукамайăн, атте-аннен ĕçченлĕхне, тÿрĕлĕхне, сăпайлăхне, ырă кăмăллăхне, çут çанталăкпа килĕшÿлĕхре пулнине упраса хăваратпăр тăк çĕр çинче пирĕнтен телейлĕрех çын пулас та çук.
Вениамин СЕВЕРОВ.
Комментари хушас