Комментари хушас

11 Кăрлач, 2014

Паянхи вĕрентĕвĕн ыранхи усăлăхĕ çинчен

Çулталăк вĕçĕнче кирек мĕнле тытăмра та ĕçе пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче вара - вĕсемпе тĕревленсе малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Ĕнер ЧР Правительство çуртĕн¬че иртнĕ «çавра сĕтел» те çирĕплетрĕ çакна. «Вĕрентÿ пахалăхĕS вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕн, патшалăхăн тата обществăн ыйтăвĕсене тивĕçтересси» ятпа йĕркеленĕскер республикăри чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе чи пултаруллă вĕренекенĕсене пухрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хутшăнчĕç. Тимлĕ вулакан ас тăвать-тĕрS Раççейри чи лайăх шкулсен рейтингĕнче 2013 çулта Чăваш Енри 12 учреждени палăрнăччĕ. Вĕсем çĕр-шыври чи лайăх 500 шкул шутне кĕнĕччĕ. Шупашкарти 3-мĕш лицей вара чи-чи... 25 шкул йышне те кĕме пултарчĕ. «Çавра сĕтеле» уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри вĕренÿ тытăмĕн паянхи тăрăмĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ырă улшăнусем, чăн та, сахал мар. Шкулсене модернизацилеме тăкакланă укçа-тенкĕ вĕренÿ пахалăхне çĕклессипех çыхăннă. Шкул автобусĕсен паркне, сăмахран, 100 проценчĕпех çĕнетнĕ. Халĕ ку енĕпе ачасене транспортпа илсе çÿренĕ чухнехи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çеç приоритетлă. Респуб¬лика ертÿçи шкулсенчи апатлантару пирки çирĕп ыйтассине палăртрĕ. Çамрăк ăрăвăн сывлăхĕ пулмасан пĕлĕвĕ ниме те тăманнине çирĕплетет вăл. Курăмлă тепĕр утăм та пур - педагогсен шалăвĕ палăрмаллах ÿснĕ. Республикăн мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илмелли условисем тан пулччăр тесе тăрăшнин те «çимĕçĕ» пурах. - Мĕнле кăткăслăхсене татса паманни пирки вара паян сирĕнпе калаçăпăр. Шкул ачине хăйне аталантарма мĕн чăрмантарать, вĕрентÿ пахалăхне тĕрĕсрех мĕнле критерисемпе хакламалла, обществăна чăннипех кирлĕ профессионалсене шкултанах мĕнле хатĕрлемелле - тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕрле шырăпăр, - педагогсемпе шкул ачисенчен хăй мĕн кĕтнине уççăн пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, «çавра сĕтеле» ертсе пынăскер, хăйсем чăннипех те тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене тав тунă май малашне те «çак картарах» пулмалли çинчен асăрхаттарчĕS ыттисем вĕсене тĕслĕх вырăнне хурĕç. Унăн сăмахне чĕре патне çитернĕ Инна Исаева, 5-мĕш гимнази директорĕ, рейтингра малтисен шутне кĕме вĕренекенсен 30 проценчĕ витĕм кÿнине палăртрĕ. Ытти пайĕпе - 70 проценчĕпе - еплерех ĕçлемелли пирки ыйту хальлĕхе уçă-ха. Паллах, çакнашкал ÿкерчĕк кашни шкулах пырса тивет. Эппин, хушма пĕлÿ парассине вăйлатмалли куç кĕрет. Чăн та, пухăннă вĕренекенсенчен пĕри те урокри хастарлăхпа кăна çырлахмасть. Вĕсем пурте малашлăх тĕллевĕсене палăртма ĕлкĕрнинче - класс тулашĕнчи ĕç-хĕл витĕмĕ, педагог занятисем хыççăн та вĕсене пулăшма тăрăшнин усси. Акă Дина Пестровăна, 4-мĕш гимназире 11-мĕш класра вĕренекене, илер. Шкулпа сыв пуллашсан чунĕ пушанса юласран хĕр халех хăрать. «Мĕнле кăна çĕр-шывпа туслă çыхăну тытмасть пирĕн шкул! Кам кăна хăнара пулса хăйĕн паха опычĕпе паллаштармасть! Кашни ача аслă класа çитнĕ тĕле мĕнле те пулин ют чĕлхене вĕренет, ирĕклĕн калаçма пултарать. Ют çĕр-шыври туссемпе он-лайн мелĕпе тĕл пулу-уроксем иртни никама та сÿрĕккĕн ларма памасть. Çакăн пек лайăх шкулта вĕренме май килнĕшĕн хĕпĕртетĕп, учительсен умĕнче пуçа таятăп», - чунне уçрĕ Дина. Çул çитмен çамрăксен сăмахĕсенчен вĕсем малашне обществăн элити пулассине аван туйрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Республикăна малашне кирлĕ пек аталантарса пыма пултаракан кадрсем вырăнтах юлччăр тесен паянах вĕ семшĕн çул уçса пымаллине ăнланнине пытармарĕ. Çавăнпах чи пултаруллă ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн малашне бюджетран укçа-тенкĕ ытларах уйăрма та хатĕррине палăртрĕ. Ирина ИВАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.