Культура вучахĕ
Культура вучахĕ ялан хĕмлентĕр
2014 çул - Культура çулталăкĕ - пуçланчĕ. Обществăна культура аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама явăçтарас, историпе культура еткерлĕхне упраса хăварас, Раççей культурин сумне тĕнче шайне çĕклес тĕллевпе пуçарнă юхăм çĕр-шыв, республика пурнăçне ырă енне улăштарасси иккĕлентермест. Çулталăк тăршшĕнче пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Паллă кунсене, юбилейсене халалланă мероприятисем йăлана кĕнĕ йĕркепе иртĕç. Библиотекăсем, музейсем, театрсем тулли хăватпа ĕçлĕç. Вĕсем Чăваш Республикин культура пурнăçне самай пуянлатĕç.