Комментари хушас

26 Ака, 2014

Пултаруллă çынсем кăмăла çĕклеççĕ

Шĕнерсен «Калинушка» ушкăнĕн пултарулăхне Вăрнар районĕн культура çурчĕн сцени çинче курса хавхаланнă хыççăн «артистран та кая мар» çынсемпе тĕл пулас кăмăл хĕмленсе çирĕпленчĕ. Хорсен тупăшăвĕнче Нурăсри «Кружевница» ушкăнпа ăмăртса юрласа вĕсем мала тухрĕç. Профессионалсем пек виçĕ сасăпа янраттаракан «артистсене» ялсенче час-часах тĕл пулаймăн.

Пултарулăх ушкăнĕ чăмăртаннăранпа вăхăт нумай та иртмен-ха. Виçĕ çул кăна. Апла пулин те районта, таврари ялсенче ырăпа палăрма ĕлкĕрнĕ. Шĕнерсем районта иртекен кашни конкурс-ăмăртура, смотрта, уявра юрлаççĕ, ташлаççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ. Кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те вĕсем концертпа килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

- Чăрăш Шĕнер культура аталанăвĕн центрне туса хунă хыççăн ушкăн тата та вăйланса çирĕпленчĕ, - тет Светлана Нестерова директор. Вăлах пултарулăх ушкăнĕн ĕçне-хĕлне йĕркелесе, ертсе пырать. - Тĕп шăнăр, паллах, культура ĕçченĕсем. Г.Кузьмина, О.Семенов, А.Кузьмин, Л.Иванова, В.Антонова, О.Сергеева, Л.Сергеева, Л.Давыдова, З.Кириллова... Пысăкрах мероприятисене учительсене явăçтаратпăр. Л.Рускина депутат хастар. Ял çыннисем те хутшăнасшăн, анчах район шайĕнчи смотр-конкурссем кăнтăрла иртеççĕ. Урăх вырăнта ĕçлекеншĕн çакă меллех мар.

«Калинушка» хорсен тупăшăвĕнче юрлани халĕ те хăлхара янăрать. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те çавăн чухнехи хавха тамалман. Çавăнпа кун пирки ыйтмасăр чăтаймастăп:

- Кам вĕрентет сире çакăн пек ăста юрлама?

- Илемлĕх ертÿçи Галина Кузьмина. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех Вăрнарти 2-мĕш шкулта ачасене музыка вĕрентнĕ. Халĕ пире юрлама хăнăхтарать. Хорсен тупăшăвĕнче тăватă юрă юрламаллаччĕ. Вырăс халăхĕн «Ах, ты, степь широкая» юрра виçĕ сасăпа юрларăмăр. Жюри членĕсем пĕлтернĕ тăрăх - шăпах çавна пула мала тухма пултартăмăр, - каласа кăтартать Светлана Ивановна. - Ун чухне çавăн пекех чăвашла «Чÿречине яри те уçса ярăр», «Малиновка» /«60-70-мĕш çулсенчи юрăсем» номинацире/ тата «Если с другом вышел в путь» ача-пăча юррисене юрларăмăр. Олег Семенов тата Александр Кузьмин баян каларĕç.

Сăмах май, икĕ баянпа сцена çине тухасси Шĕнерсемшĕн çĕнĕлĕх мар. Вĕсен синтезатор та пур. Çакăнпа мăнаçланаççĕ те: кун чухлĕ музыка инструменчĕллĕ ушкăн районта урăх çук.

- Репертуар пуян-и? Мĕнле юрăсене кăмăллатăр? - тĕпчетĕп малалла.

- Галина Кирилловна юрламалла тет те тиркесе тăмастпăр, пурне те юрлатпăр, - калаçăва хутшăнаççĕ хĕрарăмсем, «Калинушка» ушкăнăн хастар юрăçисем. - «Тутасене тирпейлĕ тытăр», - тесе вĕрентет вăл пире. Чăнах та, капла сасă та янăравлăрах, кĕвĕ те çыпăçуллăрах пулса тухать. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ çав.

- Халăх час-часах юрлама ыйтакан юрă пур-и сирĕн?

- Александр Николаевич кĕвĕленĕ «Пирĕн мĕншĕн кулянас» юрра юратса юрлатпăр. Çынсем те кăмăллаççĕ ăна, - тет Светлана Ивановна.

Пÿлĕме куçпа пăхса çаврăнатăп. Стена тăршшĕпех сцена тумĕсем çакăнса тăраççĕ. Пушмаксем шăкăрин лараççĕ.

- Кашни юрă валли уйрăм кĕпе пулĕ? - пытараймастăп тĕлĕннине.

- Ку енĕпе Людмила Моисеевна илемлĕх ертÿçи пуçаруллă. «Çĕнĕ юрă вĕренетпĕр - çĕнĕ кĕпе туянас», - тет. Итлетпĕр. Чылай чухне ĕлке хатĕрлесе хамăрах касатпăр, çĕлетпĕр, - пытарса тăмасть культура центрĕн директорĕ. - Шурă атă, чăваш кĕпи... Пурне те пĕрешкелли кирлĕ. Пĕлтĕр пысăк инкек пулчĕ: Шĕнерте клуб çунса кайрĕ. Пушарта питĕ нумай тум пĕтрĕ.

- Артист сцена çине тухса тунă çитĕнĕвĕн 60 проценчĕ тумран килет, - калаçăва хутшăнать Людмила Моисеевна.

Итлетĕп, итлетĕп... Тĕлĕнÿ вăйланса пырать. Ăçтан çавăн чухлĕ хăват тапса тăма пултарать çак хĕрарăмсенче? Йывăрлăх кашни утăмрах. Хĕллехи вăхăтра клубра сивĕ, çăвартан пăс тухать. Апла пулин те ĕçлеççĕ. Тум çĕлеттерме те, смотр-конкурса е кÿршĕ яла концертпа кайма транспорт тытма та, тĕрлĕ уяв, мероприяти ирттерме те хăйсен кĕсйинчен тăкакланма тивет. Вĕсен кашнин çемье, ачасем пур. Шалăвĕ вара, паллă, пысăк мар. Шел те, ку инкек Шĕнерсемшĕн çеç мар. Район, республика нуши вăл. Çакăн пек çынсем пуртан тытăнса тăрать те ĕнтĕ ялсенче культура.

...Ачасене илем патне туртăнма хăнăхтараççĕ кунта. Темиçе çул каялла «Ирлеана» ташă ушкăнĕ йĕркеленнĕ.

- Ирина, Лена, Аня, Настя - Шĕнер клубĕнче чи малтан ташлама пуçланă хĕр ачасем. Ушкăн ятне вĕсен кĕскетнĕ ячĕсене пĕрлештерсе тунă. Хĕр ачасем ÿсеççĕ, шкул вĕренсе пĕтерсе тухса каяççĕ, вĕсен вырăнне теприсем килеççĕ. Анчах ушкăн ячĕ улшăнмасть, - каласа кăтартать С.Нестерова.

- Ташлама кам вĕрентет?

Пурте Людмила Моисеевна еннелле тинкернине асăрхаса унпа сăмах пуçаратăп:

- Ташăсене хăвăр шухăшласа кăларатăр-и?

- Пединститутра вĕреннĕ çулсенче ташă кружокне çÿренĕччĕ. Çавăн чухнехине аса илсе халĕ ачасене вĕрентетĕп. Тепĕр чухне шухăшласа кăларма та тивет. Пĕрле вĕреннĕ тусăм Канашра пурăнать. Ăна чĕнсе илетĕп. Вăл нумай пулăшать, - тет шкулта кĕçĕн классене вĕрентме те, ялти клубра ĕçлеме те ĕлкĕрекен Л.Иванова.

Пĕр ташша хатĕрлесе çитерме, сцена çине кăларма чылай вăхăт кирлĕ. Шĕнерсем вара кашни уявра, мероприятире, смотр-конкурсра çĕннине кăтартаççĕ. Шутласа пăхăр: çакăн валли мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх кирлĕ?

Лаша пуласси тихаран паллă теççĕ. 4-мĕш класра вĕренекен Диана Сергеева ÿссен артистка пуласси халех туйăнать. Амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртекенни теççĕ ун пирки. Хĕр ача хăй калăплакан сăнарпа куракана тыткăнлать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман салтак пирки сăвă вуланă чухне хăй те макăрнă, залра ларакансем те куçĕсене шăлнă. Хурлăхлă сăвăпа çынсен чунне витерме пултарнă вăл. Чăвашла юптарусене ăста вулать тата. Ĕненмелле, култармалла юптарать.

...Пултаруллă çынсен кашни сăмахĕ чуна пырать, ĕçĕ кăмăла çĕклет. Итлетĕн, итлетĕн... Вĕсем пирки ытларах та ытларах пĕлес килет. Шĕнер артисчĕсем шăпах çапла çынсем пулчĕç.

 

Вăрнар районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.