Ăмăрту çĕнĕ çитĕнÿсемпе палăрчĕ

14 Кăрлач, 2014

 Шăмат кун Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ манежĕ çăмăл атлетикăна юратакансене йышăнчĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртрĕ. Çĕр-шыври 23 регионтан, çавăн пекех Беларуçпа Украинăран килнĕ спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Алексей Мельников саламларĕç. «Çăмăл атлетика - пирĕн республикăра чи анлă сарăлнă спорт тĕсĕ, унпа кашни виççĕмĕш çын туслă. Çавăнпа спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе чылай ĕç пурнăçлатпăр. Акă çĕнелнĕ манежра эпир сирĕнпе иккĕмĕш хут тĕл пулатпăр. Кунта спортсменсем кăна мар, шкул ачисемпе ветерансем те хаваспах çÿреççĕ. Малашне çăмăл атлетикăпа кăсăкланакансем татах нумайланса, вĕсен йышĕнче чемпионсем çитĕнессе шанатăп», - терĕ Михаил Васильевич спортпа туслă çын сывлăхлă, вăйлă, илемлĕ пулнине палăртса. Алексей Владимирович ЧР Пуçлăхĕн шухăшне малалла тăсса Чăваш Ен спорта, уйрăмах çăмăл атлетикăна, ăнăçлă аталантаракан регионсенчен пĕри пулнине каларĕ. «Республикăра çĕр-шыв шайĕнчи ăмăртусем йĕркелесси йăлана кĕчĕ, мĕншĕн тесен чăваш çĕрĕ çинче вĕсене ирттерме услови çителĕклĕ», - терĕ вăл пурне те уявпа саламланă май. Çавăн пекех савăнăçлă парада ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Çĕнĕ Шупашкар хула ертÿçисем Олег Матвеевпа Александр Сироткин, ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн председателĕ, «АККОНД» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Олимпиада Иванова хутшăнчĕç. Çĕнĕ Шупашкара сумлă хăнасем те килнĕ: РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Клюгин, тĕнче чемпионачĕн призерĕ Михаил Рыжов. Çÿллĕшне сикес енĕпе тĕнчипе палăрнă Олимп чемпионĕсем Анна Чичеровăпа Иван Ухов вара пирĕн республикăра пĕрремĕш хут мар. 2012 çулта Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче çĕнтерсе вĕсем Лондонри Олимп вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ. Çавăнпа спортсменсем Чăваш Ене килме яланах хавас. «Кунта кашнине ăшшăн кĕтсе илеççĕ, çыннисем ырă кăмăллă та тарават. Мăшăрăм Çĕрпÿ тăрăхĕнчен, çавăнпа эпир республикăра пĕрре мар пулатпăр. Паян та манăн чунăм çĕкленÿллĕ, çĕнĕ кермен те кăмăла килет. Çамрăк спортсменсене кунта ăсталăха туптама çав тери лайăх. Эпир ача чухне çакнашкал кермен пирки ĕмĕтленнĕ кăна, тренировкăсене сивĕ путвалта ирттерни халĕ те асрах-ха», - терĕ Анна Чичерова. Олимп чемпионĕ Иван Ухов вара куракансене хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ: çÿллĕшне 2,38 метр сиксе ăмăртăвăн рекордне çĕнетрĕ /Лондонра та вăл çак кăтартупа палăрнă/. Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕ - çĕр-шыври тата республикăри чи пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенчен пĕри, атлетсемшĕн çĕнĕ сезон çак турниртан пуçланать-çке. 2013 çулта Раççей статусне илнĕ хыççăн старта «элита» тата «ылтăн резерв» /20 çула çитмен юниорсем/ ушкăна кĕрекен атлетсем тухаççĕ. Кăçал вĕсем ăмăртура медальсен 19 комплектне çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç. 200 ытла спортсмен хăвăрт утас, чăрмавсем урлă чупас, йĕтре тĕртес, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикес, 200, 800, 1500, 3000, 5000 метрлă дистанцисене парăнтарас енĕпе тупăшрĕç. Турнирта Чăваш Ен спортсменĕсем те чи пысăк парнене çĕнсе илессишĕн чылаййăн вăй виçрĕç. Акă барьерсем урлă 60 метра чупса иртнĕ çулхи кăтартăвне çĕнетсе Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Екатерина Блескина мала тухрĕ, Евгения Смирнова йĕтре тĕртекенсен хушшинче çĕнтерчĕ. Хăвăрт утакансен ăмăртăвĕнче пьедестал çине чăваш спортсменкисем Ирина Юманова, Вера Васильева, Марина Пандакова хăпарчĕç. Арçынсенчен Петр Трофимовпа Александр Яргунькин призерсен йышне кĕчĕç. Çавăн пекех хăйсен ушкăнĕсенче Елена Наговицына, Александр Новиковпа Владимир Леонтьев /3000 м/, Альбина Чинчикеева /2000 м/, Павел Красновпа Владимир Попов, Инесса Андреевăпа Зинаида Антонова /800 м/ тата ыттисем палăрчĕç. Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.