Çурăк валашка умĕнче...
«Хыпар» редакцине пĕлтĕр раштав уйăхĕнче Етĕрне районĕнчи
Кĕçĕн Тÿмерле ялĕнче пурăнакансенчен çыру килчĕ
«Патшалăх хăй вăхăтĕнче килти хуçалăха аталантарма ял халăхне 2,4-шар гектар çĕр пачĕ. Кĕçĕн Тÿмерле çыннисене те уйăрчĕ. Пирĕн лаптăксем - Мускав-Хусан автоçул хĕрринче. Уй урлă нефть, газ, солярка пăрăхĕсем иртеççĕ. Кăçал вĕсенчен пĕрне çĕр айĕнчен экскаваторпа чавса кăларчĕç, тăприне икĕ енне купаларĕç - пирĕн пайсене çĕмĕрсе юрăхсăра кăларчĕç. Усă курнăран вăхăчĕ тухнă пăрăха улăштарса темиçе районти чылай пайçă çĕрне пăснă. Нефть компанийĕ ĕç пуçличчен вĕсемпе икĕ енлĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ, çынсене кÿнĕ тăкака пĕтĕмпех саплаштарнă. Укçи сахал мар. Тĕрлĕ майпа усă курса ăна алла илес текен пайтах иккен. Вĕсенчен пĕри - Етĕрне районĕнчи «Ювановское» общество директорĕ Н.И.Федоров. Вăл пирĕнпе, лаптăксен харпăрлăхçисемпе, тĕл пулса калаçмасăрах пăрăх иртекен уя ватнă пирки тÿснĕ тăкака саплаштарма ыйтса «Средне-Волжский Транснефтепродукт» акционер обществипе /вăл Хусанта вырнаçнă/ килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çав предприяти Федорова миллион тенкĕ ытла тÿленĕ. Пире, пай хуçисене, пĕр пус та памарĕç. Утă та çулса илеймерĕмĕр.
Пирĕн шаннă çын, Кĕçĕн Тÿмерлере пурăнакан Римма Лукина, Федоров пире шăнман пăр çине лартса хăварнине 2013 çулхи çу уйăхĕнче Шалти ĕçсен министерствин Етĕрне районĕнчи полици пайне пĕлтерчĕ. Федоров саккуна пăснине çирĕплетекен тĕслĕх тупса палăртаймарăмăр тесе хыпарларĕ пире полици сотрудникĕ. Район тата республика прокурорĕсем, районти полици пайĕн пуçлăхĕ патне киревсĕрлĕх çинчен çыру ятăмăр. Хальлĕхе Федоров тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарман, Хусанти обществăна улталаса укçа илнĕшĕн ăна айăпламан, лаптăк хуçисене тÿлемен. Юлашки шанăç - хаçатра. Ĕç кăларма «Хыпар» пулăшасса шанатпăр.
Р.Г.Лукина, З.А.Шашкова, С.С.Зубайкин, М.Г.Маслова, Л.А.Родионова, Л.Г.Кудряшова...»
Çыру айне 13 çын алă пуснă.
Техника хатĕрĕ уя çитиччен вĕсем пайсене регистраци палатинче шута илтернĕ, лаптăксен харпăрлăхçи пулнине çирĕплетекен свидетельствăсем илнĕ. Хусанти нефть предприятийĕн «Ювановское» обществăпа мар, çак хуçасемпе килĕшÿ тумалла пулман-ши? Миллион тенке мĕншĕн ял хуçалăх организацийĕн счечĕ çине куçарса панă-ха? Ыйтусен хуравне пĕлес тĕллевпе Кĕçĕн Тÿмерлене çул тытрăмăр. Пире Зубайкинсен çуртĕнче çыру авторĕсен ушкăнĕ кĕтсе илчĕ, пайçăсем «Ювановское» ертÿçи Н.И.Федоров çĕр хуçисене чике тăршшĕ лартни çинчен тарăхса каласа пачĕç.
Римма ЛУКИНА, пай хуçисен шаннă çынни: Пирĕн лаптăксем /48 гектар/ - Кĕçĕн Тÿмерле çумĕнче. Вĕсене уйăрса кăларса чикĕлемен. Малтан пирĕн çĕрпе «Трудовик» колхоз усă курнă. Каярахпа вăл пирĕн лаптăксене Узбекистанран килнĕ усламçăсене тара панă. Часах кусем те пăрахса кайрĕç. Вара пайсене кашнин харпăрлăхне илме тĕллев тытрăмăр. Çĕр докуменчĕсене тутарса регистраци палатине тăратрăмăр. 2012 çулта вĕсене пăхса тухрĕç те 24 лаптăк хуçин харпăрлăх правине палăртрĕç. Ăна çирĕплетекен документсем пачĕç. 2013 çулта çĕре сухаласа акма палăртрăмăр. Дизтопливо, тракторист валли пайçăсенчен укçа пухрăмăр. Анчах ĕмĕте татрĕç. Уя тухрăмăр та экскаватор ик-виç метр тарăнăшĕнчен тăм кăларнине куртăмăр.
Мария ЗУБАЙКИНА: Автоçул леш енче - пирĕн 4 пай. Вĕсене регистрацилеттерсе темиçе пин тенкĕ тăкаклантăмăр. Экскаваторсем, йывăр тиевлĕ машинăсем лаптăка пĕр шелсĕр ватрĕç, хытарчĕç. Йĕпе-сапара çăрса пĕтерчĕç. Выртса макăрас килчĕ. Пăрăха улăштарнă хыççăн çĕре тикĕслерĕç пулин те пусăрăнтарман пирки канав путсах пырать. Çуркунне бульдозер тытма, кĕсьерен кĕмĕл каллех кăларма тивет. Пай хуçисемшĕн урăххисем укçа илни питĕ тарăхтарать.
Зоя ШАШКОВА: Çулла экскаваторсем ĕçленине пăхса тăтăм. Çĕре алтса виçĕ метр тарăнăшĕнчен пăрăх кăларчĕç. Хура тăприне - пĕр енне, тăмне тепĕр енне купаларĕç. Пайçăсенчен пĕри Вера Кольцова çу уйăхĕнче Хусанти «Средне-Волжский Транснефтепродукт» акционер обществипе телефонпа çыхăннă, пирĕн лаптăксене техника кĕртсе тăкак кÿнĕшĕн Николай Федоров темиçе çĕр пин тенкĕ илнине пĕлнĕ. Пирĕн шаннă çын Римма Лукина Николай Ивановичпа тĕл пулса калаçма тăрăшрĕ. Ăна çăвĕпех шырарĕ, ун патне кулленех телефонпа шăнкăравларĕ. Анчах лешĕ тĕл пулма килĕшмерĕ, Риммăран пăрăнса çÿрерĕ.
Римма ЛУКИНА: Эпĕ Николай Ивановича лайăх пĕлетĕп. Вăл - Етĕрне районĕнчи Вăрманкасран, манăн атте те çак ялтан. Ку пăтăрмахчен унпа тĕл пулнă чух сывлăх сунмасăр нихçан та иртмен. Кăçал манран тарса çÿресе вăйлах тарăхтарчĕ. Аптраса çитнипе вырма вăхăтĕнче шăллĕпе, Олег Ивановичпа, курса калаçрăм. Вăл, «Ювановское» ертÿçисенчен пĕри пулнă май, пиччĕшĕ пирĕнпе курса калаçмасăрах Хусанти обществăпа килĕшÿ тунине аван пĕлнĕ. Анчах пайсене сарăпланăшăн укçа килессине пире систермен. Çакăншăн ăна куçранах тĕксе каларăм. Вăл намăсланса автомашинăна кĕрсе ларчĕ те куçран çухалчĕ. Унтанпа манран пăрăнса çÿрет.
Любовь КУДРЯШОВА: Николай Федоров пирĕн пайсемшĕн кĕмĕл илнине пĕлсен питĕ кулянтăмăр. Мăшкăла чăтайманнипе право йĕркине сыхлакан органсене, районтан пуçласа Мускава çитиех, пулăшу ыйтса çырусем ятăмăр. Шел те, пирĕн хута кĕрекен тупăнмарĕ.
Нефть компанийĕ тăкакшăн саплаштармалли кĕмĕле мĕншĕн «Ювановское» обществăна тÿленĕ-ха? Ыйту хуравне шыраса Кĕçĕн Тÿмерле ял тăрăхĕн администрацине çитрĕмĕр. Пире пуçлăх çумĕ София Сергеева кĕтсе илчĕ.
«Кĕçĕн Тÿмерлери çирĕм тăватă çемьене шăнман пăр çине лартса хăварни пире те, администраци специалисчĕсене, питĕ тĕлĕнтерчĕ, - терĕ вăл. - Çав вăхăтрах ялти ытти пайçă тăкака саплаштарма Хусантан укçа илчĕ. Тĕслĕхрен, пайçăсен Зоя Терентьевăпа Альбина Ишалеевăна шаннă ушкăнĕсем. Пĕрремĕшĕн - 38, иккĕмĕшĕн 36 гектар. Ял тăрăхĕн фондĕнчи çĕрĕн пăрăх хывнă лаптăкĕ те /1,4 гектар/ тăкак тÿсрĕ. «Средне-Волжский Транснефтепродукт» уншăн та пĕтĕмпех саплаштарчĕ. Мĕншĕн икĕ тĕрлĕ пулса тухнă? Ахăртнех, сăлтавне Шупашкарти «Раççей» хăна çуртĕнче вырнаçнă «Аршин» обществăра тупнă килĕшÿпе çыхăнтармалла».
Сăмах мĕн пирки пырать-ха? «Ювановское» директорĕ Н.Федоров çирĕплетнĕ тăрăх - инкеке лекнисен шаннă çынни Р.Лукина 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче 24 пай çĕрне хайхи обществăна ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме тара панă имĕш. Римма Германовна çакна ĕнентерекен килĕшĕвĕн пĕр экземплярне пире те пачĕ. Н.Федоров кашни пайшăн хуçисене 200 килограмран сахал мар тырă тÿлевсĕрех уйăрма шантарнă.
«Эпĕ Николай Ивановичпа килĕшÿ тăвасси пирки тĕл пулса калаçман, килĕшÿ хучĕ çине алă пусман. Вăл Хусана ярса панă хут çине эпĕ алă пуснă пек кăтартнă. Ку - ултав. Манăн хушамат тĕлне такам ручкăпа чĕркелесе хуни эпĕ алă пуснипе пач тÿр килмест. Суя килĕшĕвĕн пĕр экземплярне пире те тупса пачĕç. Ăна прокуратурăна та, полици уйрăмне те патăмăр, экспертизăна яма ыйтрăмăр. Пĕри те мана куçран эсĕ алă пуснă, аллу санăн тесе каламан».
Çак документа ĕненсен «Ювановское» - 2013 çулхи нарăс уйăхĕнчен çыру авторĕсен харпăрлăхĕнчи пайсен арендаторĕ. Кĕскен каласан - вĕсен вăхăтлăх хуçи. 48 гектар лаптăкра ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме хатĕрленнĕ, ăна çĕр çаврăнăшĕсем çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн тирпейлĕн пăхса тăма хăй çине явап илнĕ имĕш. Н.Федоров ял тăрăхне пăрăх улăштаракансем киличченех тутарсемпе килĕшÿ тума васканă.
Хăйĕнпе е шăллĕпе курнăçасшăнччĕ. Олег Федоров, Ювановское» обществăн ертÿçисенчен пĕри, телефон кĕпçине илчĕ пулин те - тĕл пулма килĕшмерĕ. Пиччĕшне вара Етĕрне районĕнче е Шупашкарта тăр кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймастăн.
Хусансем патне те ыйту пур. «Средне-Волжский Транснефтепродукт» гендиректорĕ Рафис Купкенов укçа пайличчен Кĕçĕн Тÿмерле таврашне килсе курнă. Тĕл пулура Олег Федоров та пулнă. Пайçăсем унăн умĕнчех тÿснĕ тăкакшăн саплаштаракан укçана «Ювановское» обществăна ан куçарăр, эпир хамăрăн пайсене хуçалăха тара паман тенĕ. «Юрĕ, вырăнти обществăна куçармăпăр», - килĕшнĕ Купкенов. Анчах сăмахне тытман. Нухрат темшĕн «Ювановское» кассинех пырса кĕнĕ.
Николай Иванович янтă укçана чылай маларах, çулталăк пуçламăшĕнчех, кĕсьене чикме ĕмĕтленни уçăмланчĕ. Федоровсем инкек тÿснĕ Вера Кольцова килне нарăс уйăхĕнче çитнĕ, пая тара пама ыйтнă. Ăна харпăрлăха илнĕскер, ÿлĕм хăйĕн вăйĕпе сухаласа акма палăртнăскер, арендăна пама килĕшмен. Пăрăха улăштаракан предприяти канав чавса Етĕрне тăрăхне çывхарса пынине районта 2012 çултах пĕлнĕ. Çурăк валашка умĕнче тăрса юлнă Кĕçĕн Тÿмерлесене ултав пирки суда тавăç тăратма сĕнтĕмĕр. Халĕ ăна хатĕрлеме ваккат шыраççĕ. «Ĕçе судра пăхса тухмасăр та тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме чарăнмастпăр», - терĕ Р.Лукина.
Ыйтусен хуравне шыраса Пушкăрт ял тăрăхĕнче те пултăмăр, «Ювановское» общество ĕç-хĕлĕпе паллашасшăнччĕ. Шел, алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Бухгалтерĕпе те тĕл пулаймарăмăр. Пушкăртри ĕç ветеранĕсем каланă тăрăх - икĕ хуçалăхăн вун-вун миллион тенкĕ тăнă пурлăхне туяннă «Ювановское» паян панкрута тухас патнех çитнĕ, совет тапхăрĕнче пухнă пурлăха салатать. Иртнĕ ĕмĕрте çĕр-çĕр ĕне выльăх, сысна усранă, халĕ витере сăвакан 40 ытла ĕне çеç. Предприятире вăй хуракансен ĕç укçи пĕчĕк, ăна юлашки хут хăçан илнине ас тумаççĕ. «Тен, çулталăк вĕçленнĕ ятпа кăштах та пулин парĕç?» - сăмах хушрĕ лавкка умĕнче пирус мăкăрлантаракан механизатор. Федоровсен ĕç кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. Çывăх вăхăтра пайçăсем вĕсемпе сутлашма хатĕрленеççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ, Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас