Комментари хушас

11 Кăрлач, 2014

Çĕр пин юрă пурах-ши?

Юрăллă-кĕвĕллĕ, ташăллă, такмаклă Çĕнĕ çул уявĕ те, Раштав та хыçа юлчĕç. Анчах хальхи вăхăтра чăнласах юрăллах-ши вĕсем? Е ĕçкĕ-çикĕллĕ кăна-ши? Çак ыйтусем тавра сăмах пуçарассăм килет паян. Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче ачасен ăлкинче пулма тÿр килчĕ. Халĕ ăна пирĕн вăхăтри /иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсем/ пек шкулта ирттермеççĕ, хулари культура керменĕсенче е кафесенче йĕркелеççĕ. Çакна пушар тухасран сыхланнипе сăлтавлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ пире хапăл пулчĕ. Кунта кашни кунах уйрăм пĕлÿ çурчĕ валли ăлка пулать. Шкул ачисене /темиçе класс пĕрле/ капăрлатнă чăрăш патĕнче Хĕл Мучипе Юр Пике, юмахри сăнарсем кĕтсе илчĕç. Сехет ытла тăсăлнă уява вĕсемех йĕркелесе ертсе пычĕç. Инсценировкăсем лартрĕç, унтан музыка ярса тĕпĕртетрĕç. Пĕр сăмахпа, кăмăла килмерĕ вăл мана. Ачасем хăйсем юрласа чăрăш тавра карталанса ташланине ытларах курас килетчĕ, сăвă вуланине итлес шухăшлăччĕ. «Чи чаплă Çĕнĕ çул тумĕ» конкурс та йĕркелемеççĕ халĕ. Тен, çавăнпах-ши вĕренекенсем те уява ятарлă тум çĕлетсе пыман. Хĕр ачасем хитре кĕпе тăхăннă, арçын ачасем - хура костюмпа. Чăн та, ытти уявринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Пуринчен ытла мана ачасем капăр чăрăш, хĕл пирки çырнă юрăсене пĕлменни пăшăрхантарчĕ. Паян шăпăрлансем тем тесен те «В лесу родилась ăлочка», «Маленькой ăлочке холодно зимой» юрăсен сăмахĕсене вĕçне çитичченех пĕлмеççĕ. «Шурă юрĕ çурĕ, çурĕ...» йышшисене каламăп та ... Мĕнле кăна юрă юрламан-ши эпир капăр чăрăш тавра карталанса ташланă май. Уйăха яхăн хатĕрленеттĕмĕр уява, репетицисем ирттереттĕмĕр. Уйрăмах «Кĕлли пуçĕ шак-шак» ташлани асра юлнă. Чăн та, пирĕншĕн ăлка ачалăхри чи çутă самантсенчен пĕри пулнă. Хальхи ачасен асĕнче юлĕ-ши вăл? Темле... Юрă тенĕрен... Ĕлĕкхи пекех ялан юрламастпăр халĕ эпир. Çавна май юрăсем те, сăмахĕсем те манăçаççĕ-тĕр. 20-30 çул каяллахи пек хăнана та питех çÿреместпĕр. Хамăр та чĕнместпĕр. Теплере пĕрре хăна-вĕрле пухсассăн та - ĕçетпĕр-çиетпĕр те музыка яратпăр. Праçник пулчĕ те! «Чăваш Ене çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕр-шывĕ» тетпĕр. Пирĕн халăх юрлама юратать тесе мăнаçланатпăр. Çĕр пин юрри пурах-ши тесе иккĕленетĕп хăш чухне. Ялсенче те халĕ хăна пухсан чăваш юррисене пĕрин хыççăн теприне шăрантарнине илтейместĕн. Маларах ĕçкĕсенче хăнасем юрă кĕнекисем тăрăх çĕнĕ юрăсем юрлатчĕç. Радиопа итлесе кĕвви-çеммине ас туса юлма тăрăшатчĕç. Юрă яланах чун уççи пулнă. Халĕ вара? Уяв вăхăтĕнче ялти хĕрарăмсене юриех: «Ĕлĕкхи чăваш юррисене юрласа парăр-ха», - тесе ыйтрăм. Пĕрне пуçласа пăхрĕç, теприне, анчах вĕçне çитиччен юрлаймарĕç. «Вăт, юрламастпăр та паян - сăмахĕсем манăçнă», - пĕтĕмлетрĕç юлашкинчен. Юрă кĕнекисене шырарĕç - вĕсем те алă айне пулмарĕç. «Апла тăк - хальхи чăваш юррисене шăрантарăр-ха», - хăпмарăм-ха эпĕ. «И-и-и, хальхисем пушшех асра юлмаççĕ», - салхулланчĕç вĕсем. Чăн та, пĕрин кĕвви чуна тыткăнлать, анчах сăмахĕсен тĕшши çук. Теприн сăмахĕсем аван, анчах кĕвви начар. Çавăн пек çав вăл сăввине те, кĕввине те пĕр çын хайласан. Ялти пĕлĕшĕмсем чăваш юррипе кăмăлăма тивĕçтерейменнине кура хам та хăшне-пĕрне аса илме пикентĕм. «Алран кайми», «Вĕç, вĕç, куккук», «Пирĕн урам анаталла», «Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать», «Кукаçипе куками пĕлĕм пĕçереççĕ», «Ан авăн, шĕшкĕ», «Салампи юрри», «Çырма хĕрне ансассăн та», «Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ»... илемлĕ мĕн чухлĕ юрă! Чим-ха: анчах эпĕ те вĕсен пĕрер-икшер куплетне çеç пĕлетĕп-иç! Юрламастпăр та - асран тухать çав. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ялсенче, район центрĕсенче колхозсен çумĕнче чаплă хорсем йĕркеленĕччĕ. Вĕсенче сахалран та 40-50-шар çын юрлатчĕ. Трак тăрăхĕнчи «Большевик» колхозăн хорне Николай Карлин композитор ертсе пыратчĕ. Мĕн тери илемлĕ юрăсем шăрантаратчĕç вĕсем. Ентешĕмсем Тюмень тăрăхĕнчи несĕлĕмĕрсем патне пĕрре кăна мар çитсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнăччĕ. Шел, колхоз пайлансан хор та саланчĕ. Ытти тăрăхри хорсен шăпи те çакнашкал килсе тухрĕ. Каярах вĕсен вырăнне фольклор ушкăнĕсем йĕркеленме пуçларĕç. Анчах вĕсене 7-10 çын кăна çÿрет. Çапла, эпир çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче пурăнатпăр тесе мăнаçланатпăр, çав вăхăтра украинсем те хăйсене юрăллă халăх теççĕ. «Епле тÿсĕн юрламасăр, пирĕн юрăсем сĕре туйăмлă, илемлĕ»,- хавхаланаççĕ хайхисем. Хăйсен фольклорĕнче 300 пин /!/ юрă теççĕ. Чăвашăн та 100 пин юрă пурах. Шел, нумайăшĕ манăçнă. Сăмахран, туй юррисемпе такмакĕсене пĕлмеççĕ паянхи çамрăксем. 1976 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Эх, юррăм, янăра» кĕнекене пăхса тухрăм. Чăн та, халăхăмăр унта кун çути курнă чылай юрра юрламасть ĕнтĕ. Хулари шкулсенче музыка урокĕсенче те ачасене чăваш юррисене сахал вĕрентеççĕ. Эпир ача чухне хăйне евĕр ырă йăла пурччĕ. Хулăн тетрадьрен юрă альбомĕ тăваттăмăр. Унта хамăра кăмăла килекен юрăсене çыраттăмăр, ÿкерсе илемлететтĕмĕр. Хĕр туссем те хăйсем пĕлекен юрăсене çырса паратчĕç. Паянхи ачасемпе çамрăксемшĕн кун пекки ют. Шел те, вĕсене компьютер вăййисем кăна кăсăклантараççĕ. Юрă юрлама, паллах, лайăх кăмăл, хавхалану кирлĕ. Çын ялан ыррине шанса пурăнать те, 2014 çул çапларах пултăр ĕнтĕ. Кăçал, Культура çулталăкĕнче юрă-кĕвĕрен писес марччĕ. Атте-анне, кукаçи-кукамай, асанне-асатте пурăннă чухне вĕсенчен авалхи юрăсене çырса илсе, вĕренсе юласчĕ. Роза ВЛАСОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.