Комментари хушас

13 Кăрлач, 2014

Турă панă пултарулăх

- Аннен ашшĕ каскалама ăстаччĕ, ун пек платник, столяр таврара çукчĕ. Вăл чăваш тĕррипе илемлетнĕ савăт-сапана туянма инçетрен килетчĕç. Анне каланă тăрăх - унăн таланчĕ манра та пулнă. Пурнăç парнеленĕ хаклă çыннăм эпĕ художник пуласса чун-чĕрипе ĕненнĕ. Мухтанатчĕ вăл манпа. Шел, çĕре питĕ ир кĕчĕ, - терĕ манпа калаçакан Алексей Николаев. Çулталăкран ашшĕ авланнă. Вун ултта кайнă ывăлне хырăм тăрантмалăх ĕçлесе илмеллине аса илтерсех тăнă. Ашшĕн хăнана килнĕ пиччĕшĕ Иван Лешăна хăйпе пĕрле Красноярск хулине илсе кайнă. Çур çула яхăн заводра ĕçленĕ хыççăн Çатăрка Çырми каччи И.В.Суриков ячĕллĕ ÿнер училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ çамрăк художник-оформителе хулари «Пилот» кинотеатра ĕçлеме янă. Унта вăл киноафишăсем хатĕрленĕ. - Яла отпуска килсен ачалăхăмри тусăма Петр Никитина тĕл пултăм. «Леша, çитет сана Çĕпĕрте шăнса. Атя манпа Ленинграда. Пысăк хулара хăвна килĕшекен ĕç те тупма çăмăлрах, шалу та начар мар», - терĕ. Вăл Ленинградри пурнăçа ырласа, илĕртсе каланине ытараймарăм - унпа пĕрле çула тухрăм, - аса илĕвне тăсрĕ Алексей Николаевич. Нева çинчи хулара Алексей амăшĕн аппăшĕн ывăлне шыраса тупнă. Çемен çар тивĕçне унта пурнăçланă. Çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Пĕррехинче хăнана пырсан Алексей ача садне çÿрекен унăн хĕрне юмахсенчи сăнарсене ÿкерсе панă. Савăнăçпа çиçекен хĕр ача ÿкерчĕксене кукамăшне кăтартнă. Çеменĕн хунямăшĕ Е.Лисова Мухина ячĕллĕ ÿнер институтĕнче вĕрентнĕ. Екатерина Петровна А.Николаевăн ĕçĕсемпе паллашас кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Алексей ÿкерчĕксен тăватă альбомне кăтартнă. Часах чăваш каччине экзаменсăрах вĕренме илнĕ. - Çурма ставкăпа строительство организацине вырнаçрăм, общежитие пурăнма куçрăм. 32 тенкĕ стипенди паратчĕç, стройкăра 70 тенкĕ тÿлетчĕç. Çак укçа тытăнса тăма аран-аран çиткелесе пыратчĕ. Тумтир кивелсе çĕтĕлчĕ. Иккĕмĕш курсра чăтăм пĕтрĕ - вĕренме пăрахрăм. Пур-çук укçапа билет туянса Красноярска каякан пуйăс вакунне лартăм. Çĕмĕрле станцийĕнче темиçе чăваш арçынни кĕчĕ. Вĕсем Киров облаçне вăрман касма каяççĕ иккен. Çавсем каланă тăрăх - уйăхне 180 тенкĕ илеççĕ, Хăйсен пуçлăхĕ чăваш пулнине пĕлтерчĕç, - сăмах çăмхине сÿтрĕ арçын. Çĕмĕрле çыннисенчен юлман Алексей. Вырăна çитсенех ентеш-пуçлăхпа тĕл пулнă. Вăл сĕннипе çывăхри икĕ ялти клуба илемлетнĕ. Киров облаçĕнчех А.Николаев эреш çапса, йывăçран тĕрлĕ кĕлетке, кÿлепе касса кăларма вĕреннĕ. Çак хăнăху каярахпа ăна Канашра кирлĕ пулнă. Çемье çавăрсан Алексей тăван ене таврăннă. 6-мĕш строительство управленийĕнче, автоагрегат заводĕнче художник-оформительте ĕçленĕ. 1976 çулта Канашри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕнче сувенир цехĕ уçăлнă. Унта Алексей ĕçлеме пуçласан ырă улшăну чылай пулса иртнĕ. Вăл ертсе пыракан ушкăн çăкаран тăвар килли, чашăк-кашăк, чей, кофе курки ăсталанă. Токарь станокĕпе йывăç касса эрешлесси уншăн йывăр пулман. Йывăçран тунă, пĕр-пĕрин ăшне кĕрсе ларакан вырăс матрешкисене ытти çĕр-шыва ăсатнă. - Ун чухне эпĕ Красноярскраччĕ. Пĕррехинче завода кайрăм. Унта бетон хатĕрленĕ çĕре кĕрсе куртăм. Хытса çитейменскер тăм пекех çыпçăнчăклăччĕ. Çавăн хыççăн хытă пралуксемпе çирĕплетсе пысăках мар кĕлеткесем туса пăхрăм. Аванах пулчĕç. Шăпах çакна тĕпе хурса Вăтапуç ялĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă çыннисене асăнса тимĕр-бетонран монумент ăсталарăм. Ялав евĕрлĕ палăк çÿллĕшĕ 9 метр, унпа юнашар - çĕнтерÿçĕ салтак. Пилĕк кĕтеслĕ постамент тавра ку тăрăхра çуралса ÿснĕ, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартнă 150 салтакăн ятне-шывне касса кăларнă. Ялти ватăсем тĕл пулмассерен чĕререн тав тăваççĕ. Паллах, çакă евĕклĕ, кăмăллă, ентешсемшĕн манăçми, ĕмĕр асăнмалăх ĕç тунăшăн чун хĕпĕртет, - терĕ А.Николаев. Алексей Николаевич хулари культурăпа кану паркĕнче 1997-2000 çулсенче художник пулнă. Вăл хатĕрленĕ стендсем, панносем, курăмлăх агитаци умĕнчен халăх татăлма пĕлмен. Йывăçран юмахсенчи сăнарсене касса кăларнă. Паркри йывăç кĕлеткесен виççĕмĕш пайне вăл ăсталанă. Çав кÿлепесем унта пыракансене, уйрăмах вĕтĕр-шакăра илемĕпе илĕртнĕ. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Мускав художникĕ чĕннипе унта кайнă. Пирĕн ентеш ача-пăчан вăйă вырăнĕсене, шкулсен, ясли-сад картишĕсене юмахри сăнарсемпе капăрлатнă. «Бауманская» метро станцийĕнчен инçех мар А.С.Пушкин вĕреннĕ лицей умĕнче халĕ те аслă поэтăмăрăн юмахĕсем тăрăх калăпланă кĕлеткесем иртен-çÿрене илĕртсе лараççĕ. А.Николаев Мускавра пултарулăхне дизайнера вĕренсе пуянлатнă. Кашни çулах Çĕнĕ çул умĕн хулан тĕп лапамĕнче ача-пăчана савăнтарса Хĕл Мучипе Юр Пике кĕлеткисем ÿссе лараççĕ. Вĕсене Алексей Николаевич юртан тăвать. Ăшă шыв сапнипе юр чăмаккаланать, сивĕпе вăл хăвăрт пăрланса ларать. Алексей Николаевич ăсталанă палăксем, фонтансем, йăваласа, касса тунă кÿлепеллĕ сăнарсем Шупашкар аэропортĕнче, Комсомольски, Йĕпреç, Елчĕк салисенче те пур. Вăл 26 кĕнекене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Нумаях пулмасть Канаш вокзалĕн территорийĕнче Шăхран станцийĕ 120 çул тултарнă ятпа монумент ÿссе ларчĕ. Унăн авторĕ - А.Николаев. А.Николаев Чăваш Республикин алă ăсталăх тата суту-илÿпе промышленноç палати çумĕнчи гильдин членĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те юратнă ĕçне пăрахмасть, турă панă пултарулăхĕпе çынсене савăнăç кÿрет. В.АЧЧА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.