Archive - Çурла 2014 - Хыпар

август 19th

19 Çурла, 2014

Сăрă ăстине саламланă

Сĕнтĕрвăрринчи культура çуртĕнче вырăнти художникăн Борис Пентельковăн юбилей каçĕ иртнĕ. Борис Григорьевич Сĕнтĕрвăррине 2002 çулта килнĕ. Çак тапхăрта вăл нумай-нумай картина ÿкернĕ.

19 Çурла, 2014

Çамрăксем мĕн вулаççĕ?

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунне халалланă мероприятисем çулленех тĕрлĕ девизпа иртеççĕ. Кăçал йĕркелÿçĕсем «Çамрăксем тата вĕсен психика сывлăхĕ» темăна суйланă.

19 Çурла, 2014

Шăрăха пăхмасăр - рекорд!

Çанталăк кăçал типĕ тăнăран нумай хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кĕтнĕ тухăçпа савăнтараймарĕç. Çав вăхăтрах технологие ăслăлăх вĕрентнĕ пек çирĕп пăхăнакансен вăл тĕлĕнмеллипех пысăк.

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра 66 гектар йышăнакан лаптăкри урпа тухăçĕ 52 ?!% центнера çитнĕ.

19 Çурла, 2014

Шупашкар - чăваш чĕри

Шупашкар - чăваш халăхĕн тăван çĕр-шывĕн тĕп хули. Эпир Аслă Раççее чунран юрататпăр. Чăваш Ене те çав туйăмпах, иксĕлми хăватпа саватпăр. Анне пĕртен-пĕрре пулнă пек, тăван çĕр-шыв та темиçе мар. Эпир тĕнчене чăваш пулса килнĕ, Шупашкар вара - чăваш чĕри. Кăçал унăн 545 çулне чысларăмăр. Тĕрĕссипе, вăл унран самай ватăрах пулни пирки иккĕленÿ çук.

19 Çурла, 2014

Çыхăну уçă, паха

Ĕлĕкхи мар халĕ: паян кирек мĕнле хулапа кăна мар, аякри çĕр-шыври çывăх çыннăмăрсемпе те самантрах çыхăнса калаçма пулать. Пысăк технологисен тапхăрĕнче вăл татах лайăхланса пырĕ. Çакна «Нэт Бай Нэт Холдинг» /NETDYMET/ фиксациленĕ çыхăнăвăн операторĕ Шупашкарта çĕнĕ контакт центрĕ уçни те аван çирĕплетет. Ăна пурнăçа кĕртме 40 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă. Асăннă центр - «Мегафон» компанийĕ. Федерацин ултă регионĕнчи уйрăм çынсемпе бизнес-пĕрлĕхе телефон тата Интернет çыхăнăвĕпе, тÿлевлĕ телекуравпа тивĕçтерет.

19 Çурла, 2014

Пĕрлехи порталпа усă кураççĕ

Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче Чăваш Енре пурăнакансен 6,2 проценчĕ регистрациленнĕ. Ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕнче 4-мĕш тата Раççей субъекчĕсен рейтингĕнче 35-мĕш шутланать. Пĕр уйăхра кăна вăл 0,63 процент хăпарнă /утă уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне 5,57-пе танлашнă/. Çакăн пирки çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççей Çыхăну коммуникацийĕсен министерствин патшалăх, муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ чухне информаци технологийĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен çум комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

19 Çурла, 2014

Гуманитари пулăшăвĕн посылки - тÿлевсĕр

Чăваш Енре пурăнакансем Украинăран ирĕксĕр тухса кайма тивнипе Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă граждансем валли гуманитари пулăшăвĕн посылкине тÿлевсĕр яма пултараççĕ.

19 Çурла, 2014

Халăх пысăк хак панă

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

19 Çурла, 2014

«Тÿремре тĕл пулăпăр, çăл куç патĕнче...»

Чăваш поэзийĕн классикĕн паллă поэминчи Сетнерпе Нарспи çăл куç патĕнче курнăçаççĕ – шăпах çакăнта пĕр-пĕрне юратни пирки калаççĕ, пĕрле телейлĕ пулма ĕмĕтленеççĕ. Ним ÿстермесĕр калатăп: халĕ савнипе тĕл пулмалли çакнашкал вырăн Шупашкарта та пур.

19 Çурла, 2014

Каллех - çĕршĕн

Большевиксем влаçа килнĕ хыççăн чи малтан алă пуснисен шутĕнче çĕр çинчен калакан декрет пулни ăнсăртран мар - çĕр пĕлтерĕшне ăнланнă. Хальхи пуçлăхсем те çĕре питĕ хаклаççĕ - миçемĕш çын ĕнтĕ çĕрпе çыхăннă ултавшăн суд умне тăрать.

Pages