Ырă ĕçсем

24 Çĕртме, 2016

Шупашкарта педагогсене халалланă сквер уçасшăн

РФ халăх вĕрентĕвĕн тата ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Шупашкар хула организацийĕ /председателĕ — З.Ильина/, Шупашкар хула администрацийĕн Вĕрентÿ управленийĕ çумĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕсен канашĕ /председателĕ — Н.Михеева/, Шупашкар хулинчи педагогика ĕçĕн ветеранĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕ /председателĕ — Р.Дмитриева/, Çамрăк педагогсен канашĕ /председателĕ — А.Ляхов/ тĕп хулара вĕрентекенсен скверне уçас пуçарупа Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тĕл пулнă.

29 Авăн, 2015

Чурашкăн сиплĕ шывĕ - пурин валли те

Кĕрхилле мар хĕвеллĕ çанталăк Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕн çыннисемшĕн иртнĕ кĕçнерникун пушшех ăшă пулчĕ тейĕттĕм. Кунта çăлкуçа савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Кĕлĕ, чăваш эстрада юрăçисен чуна тыткăнлакан юррисем, çÿлелле вĕçтерсе янă шурă кăвакарчăнсем - чăн-чăн уяв.

18 Пуш, 2015

Ютран килекенсене пулăшма

Чикĕ леш енче пурăнакан Раççей çыннисем хăйсен ирĕкĕпĕ тăван çĕршыва куçса килнĕ чухне çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Унпа вĕсене Раççей Федерацийĕн патшалăх программи тивĕçтерет. Нумаях пулмасть Дмитрий Медведев премьер-министр программăна пурнăçлама Раççей регионĕсене 180 миллион тенкĕ укçа уйăрма палăртнине пĕлтернĕ. Субсидие тивĕçекен 54 регион хушшинче Чăваш Республики те пур.

13 Нарăс, 2015

Ют ачасем пулмаççĕ, е «Хăрушлăхсăр электричество»: малаллине кĕтĕр

Çил хĕрача аллинчи тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсене туртса илет те вĕсем вĕçсе кайнă май трансформатор подстанцийĕн провочĕсенчен çакланаççĕ. Хĕр пĕрчи макăрманни кăна. Юлташĕ ăна пулăшма васкать. «Самантрах илсе анса паратăп!» - тет арçын ача. Хĕрача аслисене чĕнме сĕннине те хăлхана чикмест: «Эп хамах!» Проводсем патне хăпарать...

22 Раштав, 2014

Пĕчĕк Ульянăн «энергиллĕ фотосессийĕ»

«Пăхăр-ха, кăштах курнăçланать те!» - шÿтлет Светлана Артемьева врач-неонатолог пĕчĕк Ульяна Волкова фотоаппарат вспышкин çутипе пуçне пирĕн еннелле пăрнине асăрхаса.

Pages