Шупашкарта педагогсене халалланă сквер уçасшăн

24 Çĕртме, 2016

РФ халăх вĕрентĕвĕн тата ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Шупашкар хула организацийĕ /председателĕ — З.Ильина/, Шупашкар хула администрацийĕн Вĕрентÿ управленийĕ çумĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕсен канашĕ /председателĕ — Н.Михеева/, Шупашкар хулинчи педагогика ĕçĕн ветеранĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕ /председателĕ — Р.Дмитриева/, Çамрăк педагогсен канашĕ /председателĕ — А.Ляхов/ тĕп хулара вĕрентекенсен скверне уçас пуçарупа Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тĕл пулнă.

Тĕп хулари педагогсен шухăшĕпе — çамрăк вĕрентекенсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене халалланă сквер Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамĕпе Трактор тăвакансен проспекчĕ хĕресленнĕ пушă вырăна, халăхра «Овас умĕнчи лапам» ят илнĕскере, йышăнмалла.

Çак вырăнта мĕн пуласси пирки темиçе çул ĕнтĕ хĕрÿ калаçусем пыраççĕ. Паян, шел те, ку лапам хула çыннисене пĕрре те илĕртмест. Çывăхри çуртсенче пурăнакансем каланă тăрăх — тĕттĕм вăхăтра кунтан иртсе çÿреме те хăрушă. Тĕлпулура пуçару ушкăнĕ хула пуçлăхне педагогсен скверĕн концепцийĕпе паллаштарнă. «Эпир хулара çакнашкал «тискер» вырăнсем ан пулччăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Чăнах та, Шупашкарта хăтлă, хитре парксем пулма тивĕç. Унта çынсем канма тата вăхăта усăллă ирттерме пултарччăр. Ку сквера педагогика ĕçĕн хастарĕсене халаллама палăртнине те ырламалла. Чăваш Енре паллă ăсчахпа педагог сахал мар çуралса ÿснĕ, вĕсене чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. Пирĕн халăх та ентешĕсемпе мухтанма, мăнаçланма пултартăр!» — тенĕ Леонид Черкесов хула влаçĕ халăх шухăшне яланах вырăна хунине палăртса.

Проектпа килĕшÿллĕн — скверта йывăç-тĕм тата чечек клумбисен шучĕ ÿсет, çавăн пекех Чăваш Енри паллă педагогика ĕçченĕсен скульптурисем валли вырăн уйăрма палăртнă, тÿлевсĕр Интернет пулăшнипе ăс-хакăла пуянлатма май килĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.