Ютран килекенсене пулăшма

18 Пуш, 2015

Чикĕ леш енче пурăнакан Раççей çыннисем хăйсен ирĕкĕпĕ тăван çĕршыва куçса килнĕ чухне çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Унпа вĕсене Раççей Федерацийĕн патшалăх программи тивĕçтерет. Нумаях пулмасть Дмитрий Медведев премьер-министр программăна пурнăçлама Раççей регионĕсене 180 миллион тенкĕ укçа уйăрма палăртнине пĕлтернĕ. Субсидие тивĕçекен 54 регион хушшинче Чăваш Республики те пур.

Республикăри миграци службинчен пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр Чăваш Ене куçса килнĕ 296 çын çăмăллăх паракан программăпа усă курнă. Чикĕ леш енчен килсе пирĕн тăрăхра тĕпленме тĕллевлĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕре тара илме тата медицина учрежденийĕнче сывлăха тĕрĕслеттерме (пĕр хут) патшалăх укçапа пулăшать.

Украинăри йывăр лару-тăрăва пула юлашки вăхăтра пирĕн республикăна унта пурăнакансем те йышлă килеççĕ. Анчах ç.лерех асăннă патшалăх программипе пурте усă кураймаççĕ. Çакă ытларах пенсионерсене пырса тивет. Раççей миграци службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Черничкин ăнлантарнă тăрăх - хальхи саккунпа ютран куçса килекенсене пулăшмалли программăна ĕçлеме пултаракан граждансен кăна хутшăнма май пур. Украинăран килекенсем хушшинче пенсионерсем те, инвалид ачаллă çемьесем те сахал мар. Унашкаллисем Раççей гражданствине илеймеççĕ, патшалăх программипе те усă кураймаççĕ.

Чăваш Ене куçса килекен Украина çыннисене пулăшас тĕлĕшпе республикăн премьер-министрĕ Иван Моторин иртнĕ эрнере ĕçлĕ ушкăнăн ларăвне ирттернĕ. Унта вăл уйрăм тĕслĕхсенче Украина пенсионерĕсене патшалăх программине кĕртме майсем шырама сĕннĕ.

Паянхи кун Украинăран куçса килнĕ 86 çын программăна хутшăнма заявка панă, вĕсенчен 65-ĕшне черете тăратнă. Программăна хутшăнакан çыннăн Раççей гражданствине хăвăртрах илме май пур. Çакăн хыççăн вăл федерацири ытти çынсем пекех социаллă хваттер черетне тăма пултарать.

Пĕтĕмпе пирĕн республикăна Украинăран 1357 çыннăн (вĕсенчен 814-шĕ - ĕçлеме пултаракансем) ирĕксĕр куçса килме тивнĕ. Кăçалхи февраль-март уйăхĕсенче çак регионтан 64 çын килнĕ. Вĕсене хальлĕхе вăхăтлăх пурăнмалли пунктсене (вĕсенче пĕтĕмпе 114 çын пурăнать) вырнаçтарнă, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Ĕçпе, ыттипе пулăшасси çинчен шухăшлаççĕ.

Украина çыннисем валли республикăра 872 ĕç вырăнĕ пур, çав шутран 121-ĕшĕнче общежитире п.лĕм параççĕ. 80 организацине 137 профессипе ĕçлекен кирлĕ. Хальлĕхе Украинăран куçса килнĕ 596 çын (ĕçлеме пултаракан граждансен 73,2 проценчĕ) кăна ĕçе вырнаçнă.

Ирина АНДРЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.