Сыхланакан шар курмасть
Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче выльăха ерекен хăрушă инфекци чирĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ, çавăнпа вĕсенчен хÿтĕленес ыйту Чăваш Енре те çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен хуçалăх тытса пыракан çын ыттисемпе хутшăнать, вĕсемпе çыхăнса ĕçлет. Çакна кура чир сарăлма пултарать. Чĕрчунсен чир-чĕрĕпе кĕрешессипе йĕркеленĕ правительствăн чрезвычайлă комиссийĕн ларăвĕнче шăпах çакăн çинчен тĕплĕ калаçнă. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă.