Комментари хушас

17 Авăн, 2014

Пулăçăсем – хĕрарăмсем

Тоня инкене (ялта çапла чĕнеççĕ) – Евдокия Игнатьевна Васильевăна – Вăтакас Татмăшра (Канаш районĕ) нумайăшĕ пĕлет, паллать. Чи малтанах ăста пахчаçă пулнипе. Арпуспа дыньăна ялта пуринчен малтан çитĕнтерме тытăннă. Унсăр пуçне вăл кунсерен тенĕн клуб пĕви патне çул такăрлать. Унта вăлтапа ларма кăмăллать тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăм.

Лара-тăра пĕлменскерпе тĕл пулса калаçма тÿр килмерĕ. Пулăран таврăннă хыççăн, ахăртнех, кăшт каннă та вăрмана кăмпана тухса вĕçтернĕ. Çапла пĕлтерчĕ хĕрĕ.

"Тоня инке хăйĕнпе пĕрле чĕнмен пулсан паян кун та пулла çÿрес çукчĕ", – тет Любовь Владимировна Степанова. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшнă вăл. Малтан – дояркăра, унтан, хăй калашле, ăçта янă, çа-вăнта пилĕк авнă. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Пĕррехинче ăна йывăр чир çапса антарнă. Пĕр уйăх ура çине тăрайман çамрăк хĕрарăм, сылтăм ал-урине пач хускатайман. Çирĕп чунлă пулнăран чире пур пĕр парăнма шухăшламан. Çавăнпа паян вăл хул туйипе майĕпен çÿрекелет. Пулăра вара пĕтĕм хуйăх-суйăх çинчен манать. Кун пек чухне хăйне самай аванрах туять. Киле çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнма сăлтавĕ те пур – витрере пулăсем чăмпăлтатаççĕ. Пулла килĕштерекен мăшăрне савăнтарĕ: ăшаласа е шÿрпе пĕçерсе çитерĕ. "Юлашки вăхăтра ăшалама кăмăллатăп", – палăртать Любовь Степанова.

"Апла шултра пулăсемех кĕреççĕ вăлтана", – кăсăкланатăп эпĕ, пĕрре те пулла çÿременскер. "Питех мар, анчах хурлас çук. Вĕттисене шыва каялла яратпăр", – тет хĕрарăм пулăçă.

Хальхи вăхăтра Вăтакас Татмăшран виçĕ хĕрарăм пулă тытас ăсталăхпа туслашнă. Любовь Степановăсăр пуçне Евдокия Игнатьевнăн аппăшĕ те çÿрет пĕве хĕррине. Иртнĕ вăхăтсенче те Вăтакас Татмăш хĕрарăмĕсем пулла çÿреме юратнă. Ял çыннисем ветеринари фельдшерĕнче ĕçленĕ Дарья Алексеевнăна аса илеççĕ. Кÿршĕри Йăлмаччаран пĕвене тепĕр чухне 10-15 хĕрарăм пуçтарăнса килет. Аçтăрхан хулинчен Пукăртана куçса килнĕ çемье те çывăх пулнăран Татмăш пĕвине кăмăллать.

Хăй вăхăтĕнче ăна колхоз пĕвеленĕ те пулăсем янă. Ăçтан тухать-ши пулли – тĕлĕнеççĕ хушăран хĕрарăмсем. Ара, çуллахи каçсенче пĕве тавра çын хĕвĕшет! Хуларан машинăсемпе те килеççĕ. Арçынĕ, хĕрарăмĕ, ачи-пăчи – пурте пулă тытасшăн е мăшăрĕсене пулăшасшăн. Ачисен çуралнă кунне те пулă шÿрпи пĕçерсе е ăна тутлă пăшăхласа пĕве хĕрринчех ирттереççĕ.

"Карпсем, тен, малтан пулнă, анчах халĕ çук. Карас, ратан, шыв çи кĕрет вăлтана. Ратан – çăткăн пулă, вĕттисене çиет", – ăнлантарать Любовь Владимировна. "Пулă вăлча сапнине курнă-и?" – тĕпчет мана. "Паллах, çук", – хуравлатăп эпĕ. Пулăсем шывра шапăлтатнă чухне вăлча сапаççĕ иккен. 2-3 куна пырать çакă. Çак вăхăтра пулă кĕмест. Вăлча сапсан пĕрер эрне вăл канать.

Çапла çав пулă тытма хăнăхсан. Ирхине 4-5 сехетре тăрасси, пĕве хĕрринче 3-4 сехет е ытларах ларасси ним те мар. Тоня инке акă кĕрÿшне кура пулăпа кăсăкланма тытăннă. Пĕрремĕш хут алла вăлта тытнă кун ăнăçман ăна. Ара, кĕрÿшĕ малтанах йĕркеллĕ ăнлантарман хĕрарăма. Хулккана леска тăрăх çÿлерех хăпартсан вăлта йĕппи тарăна анасси çинчен пĕлнĕ пулсан пĕрремĕш кунхинех пуш алăпа таврăнмастчĕ пулĕ. Иккĕмĕш кунне вара кĕрÿшне тĕлĕнтернĕ. Лешĕ çитиччен çур витре пулă тытнă.

Любовь Владимировнăн вăлтине те пĕрремĕш хут виçĕ пулă лекнĕ. Ытти чухне киле пушă алăпа таврăннине ас тумасть.

Ăманпа тата урпа пăттипе пулă тытма кăмăллаççĕ хĕрарăмсем. Йĕп çине çăкăр çаклатсан асăрхаса ĕлкĕрме йывăр иккен: пулă туххăмрах илсе тарать.

Любовь Владимировна пĕррехинче пĕвене çÿреме аппăшне чĕннĕ. "Ăмана вăлта йĕппи çине тирнĕ чухнех йăванса кайăп", – яхăнне те яман йăмăкĕ. Пытармасăр каласан, Любовь Степанова та малтан ăманран йĕрĕннĕ. Халĕ хăнк та тумасть.

Пулла çÿрени – ялан килте ларни мар. Кунта Любовь Владимировна çынсемпе калаçать, пулă кĕнĕ чухне мĕн пур йывăрлăх çинчен манса вăлтана куç илмесĕр сăнать. Çырмана анса улăхниех мĕне тăрать! Çăмăл мар чирлĕ хĕрарăма, вăл пур пĕрех ал-урана ытларах хускатма тăрăшать. Тоня инкепе вăлта çĕклесе ир те каç (çанталăка кура ĕнтĕ) утать пĕве хĕррине.

Тутлă пулă рецепчĕпе паллаштарма та килĕшрĕ. Хам шухăшласа тупман, анчах ăна тĕпе хурса хатĕрленĕ пулла çисе курнă. Питĕ тутлă терĕ.

Апла ас туса юлăр е хут çине çырса хурăр: лимон сĕткенĕ, майонез тата сухан янă хутăшра пулла çур сехете яхăн тытмалла. Унтан кăвайт çине хунă барбекю çинче ăшаламалла.

Ирина АНДРЕЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.