Пĕчĕк Ульянăн «энергиллĕ фотосессийĕ»

22 Раштав, 2014

«Пăхăр-ха, кăштах курнăçланать те!» - шÿтлет Светлана Артемьева врач-неонатолог пĕчĕк Ульяна Волкова фотоаппарат вспышкин çутипе пуçне пирĕн еннелле пăрнине асăрхаса. Илĕртÿллĕ пепке, паллах, мĕн пулса иртнине ăнланмасть - çуралнăранпа виçĕ кун çеç-çке, анчах шăпах вăл Патăрьел районĕн тĕп больницин ача çуратмалли çуртне парнеленĕ интенсивлă терапи инкубаторĕнче чи малтан выртса пăхрĕ. Хупă çак реанимаци системи вара - парнен пĕр пайĕ кăна. Списокра тата - тин çуралнисен уçă реанимаци системи, пепкесене сиплемелли фототерапи хатĕрĕ. Пĕтĕмпе 450 пин тенкĕлĕх.

Çапла, эпир хамăрăн уявсенче парнесем йышăнма хăнăхнă. Энергетиксем вара урăхларах: шăпах вĕсем, «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АУО представителĕсем, хăйсен професси уявĕ умĕн ача çуратмалли çурта тин çуралнисене чăннипех питĕ кирлĕ парнепе килсе çитрĕç. Çакă - «РусГидро» АУОн /ЧЭСК унăн тытăмне кĕрет/ çуллен йĕркелекен «Энерги пулăшнипе çуралнисем» ыркăмăллăх акцийĕн кăтартăвĕ.

Пĕлтерĕшĕ ятĕнченех курăнакан проектăн тĕп тĕллевĕ - компани объекчĕсем вырнаçнă хуласемпе ялсенчи ача çуратмалли çуртсене, перинаталь центрĕсене диагностика тата реабилитаци оборудованийĕпе тивĕçтересси. Пĕлтĕр акцин Раççейри пĕтĕмĕшле бюджечĕ 6 млн тенкĕпе танлашнăччĕ, Чăваш Енре ун чухне Улатăра ăнчĕ - унти ача çуратмалли çурта реанимаци медтехникин пуххине парнеленĕччĕ. Кăçал энергетиксем «Энерги пулăшнипе çуралнисем» валли уйăракан укçа виçине пысăклатма пултарнă - пĕтĕмпе 10 млн тенкĕ ытла. Акципе килĕшÿллĕн йĕркелекен мероприятисем энергохолдинг ĕçлекен 11 регионта иртеççĕ - кашнинчех «энергиллĕ» пепкесем пулĕç!

    Константин АФАНАСЬЕВ, ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан: Пирĕн компани федерац и шайĕнчи «Энерги пулăшнипе çуралнисем» ыркăмăллăх акцине иккĕмĕш çул хутшăнать. Патăрьел районĕнче эпир кăçал пысăк икĕ проекта пурнăçланине палăртма кăмăллă. Октябрь варринче Шăнкăртам ялĕ патĕнче экологи проектне пурнăçларăмăр, халь вара ача çуратмалли çурта çĕнĕ йышши оборудовани парнелерĕмĕр. Вăл нумай çемьене телейлĕ пулма, тин çеç çут тĕнчене килекен пепкесен ашшĕ-амăшне чи савăнăçлă самантсем парнелеме пулăшасса шанатăп.

Республикăра кăçал Патăрьел больницине суйласа илнĕ. Сăлтавне те тавçăрма пулать. Энергосбыт компанийĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Дмитрий Гаврилов каланă тăрăх - районта электричествăшăн сĕмсĕррĕн тÿлеменнисем çук, потребительсем - предприятисем те, халăх та - энергокомпани умĕнчи тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, киловатт-сехетсен çухатăвĕ те пысăк мар - çирĕплетнĕ нормăсен шайĕнче. Энергетиксем шанчăклă ĕçтешлĕхе çапла хакланă та. Тепĕр тесен ку хутĕнче вĕсен пулăшăвне Патăрьелсем кăна туймĕç. Больница - темиçе муниципалитетăн пĕрлехи учрежденийĕ, кунта Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсен хĕрарăмĕсем те çуратаççĕ. Ача çуратмалли кунти çуртра кăçал 546 пепке кун çути курнă, вĕсен ашшĕ-амăшĕн çуррине яхăн пайĕ - шăпах кÿршĕ районсенче пурăнакансем.

Медицина оборудованине илнине çирĕплетекен сертификата ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Афанасьев больницăн тĕп врачне Галина Петровăна пачĕ, вăл энергетиксене чаплă парнешĕн ăшшăн тав турĕ. Паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов та кăмăллă. Энергетиксем пирки «Патăрьел çĕрĕн çывăх тусĕсем» тенĕ май вăл нумаях пулмасть, октябрьте, Чăваш энергосбыт компанийĕ пулăшнипе Шăнкăртам ял тăрăхĕнче Туслăх аллейине хывнине аса илтерчĕ. Унта та РусГидро укçипе авалхи тарасана, парк территорине тирпейленĕ, вун-вун туя хунавне лартса хăварнă. «Паян вара энергетиксем ача çуратмалли çурта хаклă оборудовани парнелерĕç, - терĕ Николай Иванович. - Энергокомпани хăйĕн ĕç-хĕлне пурнăçлакан территорисем тĕлĕшпе тимлĕ пулни, вĕсен социаллă инфратытăмне аталантарма пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăншăн РусГидрона пысăк тав!»

Энергетиксен парнине Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин ача амăшĕпе ачасене медпулăшу кÿрессине йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Григорьева та, çак саманта кура ведомство тытăмĕнчи учреждение ятарласа килнĕскер, пысăка хурса хакларĕ:

- Патăрьел больницине патшалăхăн сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программине пурнăçланă май та нумай енĕпе лайăх тивĕçтернĕ - чылай укçа хывнă, - терĕ вăл. - Ача çуратмалли уйрăмра çĕнĕ йышши оборудовани пур, анчах медицинăра вăл нихăçан та нумай пулма пултараймасть. Паян çак оборудование çĕнетсе-лайăхлатса пырсан кăна тин çуралнисене чăннипех пысăк квалификациллĕ пулăшу кÿме пулать. Кунта ача çуратакан нумай, çавăнпа та энергетиксен пулăшăвĕ - пепкесемпе вĕсен амăшĕсемшĕн те, учрежденисемшĕн те чăннипех лайăх парне. Çак оборудовани ĕçтешĕмсемшĕн лайăх тĕрев пулса тăрасси пирки иккĕленместĕп.

Сăмах май, демографири ырă туртăмсем паян Чăваш Енре те, Патăрьел районĕнче уйрăммăн та палăраççĕ. Ача çуратмалли çурт заведующийĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Иван Казаков каланă тăрăх - кăçал районта пурăнакансен йышне 449 пепке хушăннă. Иван Пантелеймонович, пысăк стажлă врач, сывлăх сыхлавĕнче тăватă теçетке çул ĕçлекенскер, 70-мĕш çулсене лайăх ас тăвать: «Ун чухне колхозсен ача çуратмалли çурчĕсем те пурччĕ, Патăрьелсен çемйисенче çуллен 2 пин таран ача çуралнă. Кун пирки паян ĕмĕтленмелли çеç юлать». Апла пулин те юлашки вăхăтра ача çуратасси ÿссе пынăшăн вăл та савăнать.

Унăн сăмахĕсене çирĕплетекенни - 1-мĕш палата. Кунта ĕнер çеç çăмăлланнă виçĕ хĕрарăм тата вĕсен пепкисем хăйсене больницăран кăларасса кĕтеççĕ. Икĕ хĕрпе пĕр арçын ача, çывăх çыннисем вĕсене ят парса та ĕлкĕреймен-ха. «3,4 кг, сывăскер! - хăйĕн телейĕ пирки пире пĕлтерет виçĕ ача амăшĕ Роза Крганова. - Йĕркеллĕ çуратрăм, куншăн медиксене пысăк тав - пурте питĕ тимлĕ. Йывăр самантра пулăшрĕç. Условисем те лайăх...» Условисемпе медицина ĕçченĕсен тимлĕхĕ пирки вăлтса каламанни куçкĕрет, унсăрăн кунта кÿршĕ республикăран та хĕрарăмсем килмĕччĕç - кăçал кăна Тутарстанри Çĕпрел районĕн 15 хĕрарăмне çураттарнă. Ульяновскра пурăнакан пĕр хĕрарăм та кунтах çуратас тенĕ. Çакă ача çуратмалли çуртра тивĕçлĕ оборудовани пуррине, персонал ăсталăхне кăтартать ĕнтĕ - хуласенчи перинаталь центрĕсенчен пĕртте кая мар.

...Пĕчĕк Ульянăна вара «кантăк хыçĕнче», инкубаторта, килĕшрĕ пулас. Çук, ăна реанимаци кирлĕ мар - сывлăх тĕлĕшпе хĕр пĕрчин пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Çÿлерех каларăм-çке - «фотокорр умĕнче курнăçланать»: унăн амăшĕнчен çĕнĕ медицина оборудованийĕн ĕçĕпе паллаштармашкăн хĕрачан пулăшăвне ыйтрăмăр - çавă çеç. Пĕчĕк пике уçă реанимаци системин хăтлăхне те «хакларĕ». «Куратăр-и, çак цифрăсем ача температурине кăтартаççĕ, кусем - юн пусăмĕпе чĕре таппин кăтартăвĕсем. Ăшăнакан матрас, кислород памалли баллонсем тата ыт.те - пĕтĕмпех пур», - кăтартрĕç врачсем. Пĕр сăмахпа, Ульяна фотомодель рольне ăнăçлă пурнăçларĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.