Чурашкăн сиплĕ шывĕ - пурин валли те

29 Авăн, 2015

Кĕрхилле мар хĕвеллĕ çанталăк Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕн çыннисемшĕн иртнĕ кĕçнерникун пушшех ăшă пулчĕ тейĕттĕм. Кунта çăлкуçа савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Кĕлĕ, чăваш эстрада юрăçисен чуна тыткăнлакан юррисем, çÿлелле вĕçтерсе янă шурă кăвакарчăнсем - чăн-чăн уяв. Тата, паллах, хаклă хăнасем пулчĕç: энергетиксем - Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсем, шăпах вĕсем тăрăшнипе районта илемлĕ те кăмăллă тепĕр кĕтес çуралчĕ.

Чăн та, ял хĕрринчи çăлкуç тахçантанпах тапать. Унăн кунçулĕ тăрăх ялăнне кăна мар, пĕтĕм Çĕрпÿ тăрăхĕн историне тĕпчеме пулать. Ял çыннисем ăруран ăрăва паракан халап тăрăх - вунулттăмĕш ĕмĕртех темиçе чăваш арĕ пушă çĕрсем шыраса çак тăрăха килнĕ. Мулкач тытнă упана курнă та - тискер чĕрчунсемпе пуян çак вырăнта тĕпленес тенĕ. Пурăнма ĕçмелли шыв кирлĕ. Ăна çакăнта тупнă. Чавнă та - тап-таса шыв фонтан пек тапса тухнă. «Чур, ан ашкăн!» - асăрхаттарнă арçынсенчен пĕри. Çăлкуç çумне ят çыпăçнă та - Чурашкă.

Кунти шыва лавпа Çĕрпÿри хĕрарăмсен мăнастирне те турттарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче райцентрта вырнаçнă эвакогоспитальте унпа сурансене тасатма усă курни паллă. Кайран, ялти библиотекарь Галина Иванова каланă тăрăх, çăл шывĕн пробине тĕп хулана тĕпчеме те янă-мĕн. Анализсем унта сиплĕ хутăшсем нумаййине çирĕплетнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.