Комментари хушас

19 Çурла, 2014

Сăрă ăстине саламланă

Сĕнтĕрвăрринчи культура çуртĕнче вырăнти художникăн Борис Пентельковăн юбилей каçĕ иртнĕ. Борис Григорьевич Сĕнтĕрвăррине 2002 çулта килнĕ. Çак тапхăрта вăл нумай-нумай картина ÿкернĕ.

Курав залне живопиçе хаклакан, сăрă ăстин талантне сума сăвакан йышлăн пухăннă. Художника 70 çул тултарнă ятпа Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Э.Упракина, В.Максимов художник саламланă, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем суннă. Н.Ерохин вара Борис Григорьевича халалланă сăввине вуласа панă. Пултарулăх каçĕнче Леонидпа Наталья Андреевсем, А.Федорова, А.Ахвердян хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Аса илтеретпĕр: Сĕнтĕрвăрринче Борис Пентельковăн куравĕ нарăс уйăхĕнченпех ĕçлет. Çак тапхăрта унăн ĕçĕсемпе ача садне çÿрекенсем, шкул ачисемпе студентсем, аслă ăру çыннисем паллашнă. Нумайăшĕ валли ÿнер пултарулăхĕ енĕпе ăсталăх сехечĕсем йĕркеленĕ. Уяв каçĕнче «Художник картинисен презентацийĕ» видео-ролика пахаланă.

Н.ВОЛЬНАЯ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.