Каллех - çĕршĕн

19 Çурла, 2014

Большевиксем влаçа килнĕ хыççăн чи малтан алă пуснисен шутĕнче çĕр çинчен калакан декрет пулни ăнсăртран мар - çĕр пĕлтерĕшне ăнланнă. Хальхи пуçлăхсем те çĕре питĕ хаклаççĕ - миçемĕш çын ĕнтĕ çĕрпе çыхăннă ултавшăн суд умне тăрать.

Черетлĕ тĕслĕх - Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Андрей Броницын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç. Çĕмĕрле прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ май вăл пĕр хĕрарăма патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкне парса должноç полномочийĕсен картинчен тухнине тăрă шыв çине кăларнă. Тĕрĕслев çирĕплетнĕ тăрăх - Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă май Броницын 2011 çулхи авăн уйăхĕнче çĕр лаптăкĕн рынок хакне палăртмасăрах ăна уйрăм çын харпăрлăхне парасси çинчен калакан йышăну кăларса саккуна пăснă. 1,8 пин тăваткал метра яхăн лаптăк патшалăх харпăрлăхĕнче пулнă, ăна мэри тытса тăнă. Çĕре автозаправка станцийĕ тума панă - чăннинчен чылай пĕчĕкрех хакпа. Кадастр хакĕ 3,7 млн яхăн тенкĕ пулнă, чăннипе вара 552 пине яхăн тенкĕллех панă.

Прокурор тĕрĕслевĕн материалĕсене тĕпе хурса утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ хула администрацийĕн экс-пуçлăхĕ тĕлĕшпе Уголовлă кодексăн 286 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

 

Н.ДМИТРИЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.