Комментари хушас

19 Çурла, 2014

Шăрăха пăхмасăр - рекорд!

Çанталăк кăçал типĕ тăнăран нумай хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кĕтнĕ тухăçпа савăнтараймарĕç. Çав вăхăтрах технологие ăслăлăх вĕрентнĕ пек çирĕп пăхăнакансен вăл тĕлĕнмеллипех пысăк.

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра 66 гектар йышăнакан лаптăкри урпа тухăçĕ 52 ?!% центнера çитнĕ.

Республикăра кашни гектартан вăтамран 21 центнер тĕш тырă пухса илеççĕ, «Ленинская искра» ĕçченĕсем - 35. Хирте уй-хир карапĕсем ăмăртмалла тырă выраççĕ. Виççĕшĕн штурвалне Григорий Семеновпа Павел Никитин, Андрей Беловпа Олег Петров, Михаил Андреевпа Сергей Палейкин тытса пыраççĕ. Тата иккĕшне - ашшĕсемпе ывăлĕсем. Вĕсем - Кирилловсем ?Владимирпа Евгений% тата Ефимовсем ?Сергейпе Егор%.

Механизаторсене ĕç калăпăшне кура тÿлеççĕ. Вĕсене шалу тивĕçтерни каламасăрах паллă.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.