Музейра - Испани çынни
Ферран Гуэль - Йĕпреç çĕрĕ çине ура ярса пуснă пĕрремĕш испан. Каталонире çуралса ÿснĕ, 35 çула çитсе те çемье çавăрман çул çÿревçĕ пирĕн тăрăха кăмăлланă иккен. Кун пек чухне хăйне юлташ тупăнни лайăх ĕнтĕ, анчах вăл вăрăм çула пĕчченех кĕскетме юратать. Туристăн куçа тыткăнламан ансат кăна çи-пуçне тăхăннăскерĕн çурăмĕ хыçĕнче - пысăк мар кутамкка. Пурте, пурте кăсăклантарать ăна, Раççейре пурăнакан сахал йышлă халăхсен йăли-йĕрки те, тыткаларăшĕ те, юрри-çемми те.