Çамрăк та... хăрушă!

8 Нарăс, 2014

Чăваш Енре пулакан кашни пилĕк аварирен пĕри - çамрăк /руль умĕнчи стаж 3 çул таран/ водительсен тÿпи. Транспорт хатĕрĕпе çул çÿрекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çарĕ вара çуллен 20-25 пин çын чухлĕ хушăнса пырать.

Çак тата ытти кăтартăва нумаях пулмасть ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ертÿçисем автошкулсен представителĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура асăнчĕç. Пĕлтĕр хайхи 3 çултан пĕчĕкрех стажлă водительсем 291 авари тунă, вĕсенче 22 çын вилнĕ, 458-ăн суранланнă. Аварисен 70% ытла çамрăк водительсем çул-йĕр правилисене пăснипе сăлтавланнă. Çав шутра - хăвăртлăха юранинчен ÿстерни /71 авари/, транспорт хатĕрĕсем иртсе каймалли черете пăхăнманни /54/, çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухни /37/. Çакă пушшех пăшăрхантарать: авари тунă çамрăксенчен 16-шĕ руль умĕнче ÿсĕр пулнă. Тата 3-шĕ медицина тĕрĕслевне кайма килĕшмен.

ПАИ ертÿçисем иккĕленмеççĕ: çамрăк водительсем инкек кÿрессине сăлтавлакан самант нумай, çапах тĕп вырăнта - автошкулсенчи хатĕрленÿ шайĕ пĕчĕк пулни. Автоинспекци сотрудникĕсен водительсене хатĕрлекен организацисене ÿпкелемелли пайтах. Çав шутра - вĕрентÿ программисене уяманни, инструкторсен квалификацийĕ пĕчĕкки, хăш-пĕр автошкулăн пурлăх бази тивĕçтерменни. Çамрăксен руль умĕнчи практики валли вăхăт сахал уйăраççĕ. Хăшĕсем автодром аренди тĕлĕшпе укçа перекетлеççĕ, çавна май практика занятийĕсене ятарласа йĕркелемен площадкăсенчех ирттереççĕ. Кăтартăвĕ - пулас водительсем тивĕçлĕ пĕлÿ-хăнăху илейменни.

Шел те, çакă чылай чухне инкек-синкекпе çаврăнса тухать. Акă пĕр тĕслĕх. Автошкулти вĕренĕве вĕçленĕ май пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче хĕр водитель удостоверенийĕ илнĕ. Пĕр уйăх та иртмен - авари тунă: чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче айккинчи интервала кирлĕ пек тытса пыманнине пула кутăн чакнă чух тепĕр транспорт хатĕрне тăрăнтарнă. Тата икĕ эрнерен - каллех авари. Ку хутĕнче кăтартăвĕ пушшех хăрушă. Инкек раштавăн 2-мĕшĕнче пулнă. Машина хăвăртлăхне çул-йĕр условийĕсене кура тытса пыман та - хĕр транспорт хатĕрне «пăхăнтарайман», çул айккинчи йывăçран пырса çапăннă /сăн ÿкерчĕкре/. Аварире хăй те, машинăра пĕрле пулнă 22-ри хĕр тусĕ те вăйлах суранланнă. Шел, пассажир пурнăçне çăлса хăварма май килмен - вăл больницăра вилнĕ.


Н.АНТИПОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.