Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

Музейра - Испани çынни

Ферран Гуэль - Йĕпреç çĕрĕ çине ура ярса пуснă пĕрремĕш испан. Каталонире çуралса ÿснĕ, 35 çула çитсе те çемье çавăрман çул çÿревçĕ пирĕн тăрăха кăмăлланă иккен. Кун пек чухне хăйне юлташ тупăнни лайăх ĕнтĕ, анчах вăл вăрăм çула пĕчченех кĕскетме юратать. Туристăн куçа тыткăнламан ансат кăна çи-пуçне тăхăннăскерĕн çурăмĕ хыçĕнче - пысăк мар кутамкка. Пурте, пурте кăсăклантарать ăна, Раççейре пурăнакан сахал йышлă халăхсен йăли-йĕрки те, тыткаларăшĕ те, юрри-çемми те.

Ферран ку таранччен таçта та çитнĕ, çĕнĕ вырăнсенче пулнă, тĕрлĕ çынпа курса калаçнă, паллашнă, çав тĕл пулусемпе кăмăллă юлнă. Пирĕн çĕр-шыв тăрăх куçса çÿренĕ май вăл кун кĕнеки çырса пыни, кайран ятарлă кĕнеке кăларма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Çул çÿреве тата лирикăна тĕпе хурса çыракан очерксенче вăл çулта-йĕрте мĕн курни-илтнине те, ботаника, биологи, географи, истори, ихтиологи, орнитологи, чĕлхе ыйтăвĕсене çутатса пама палăртать. Ферран Гуэль - филолог, вырăсла лайăх калаçнăран тăлмачă пулăшăвĕ ăна кирлĕ мар. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан çамрăк аспиранта çавăнтах студентсене испан чĕлхине вĕрентме хăварнă.

Акă мĕнле тĕрлĕ аталаннă, пурне те пĕлме юратакан, вăрттăнлăхсен тĕнчине туртăнакан канăçсăр чун-чĕреллĕ çын килнĕ Йĕпреçе! Вырăнти этнографи музейĕнче ĕçлекен Надежда Климович ăна пĕр экспонатран тепринпе паллаштарнă май аваллăхран мĕн паянхи кунчченех хăйĕн пĕрлĕхне, чĕлхине, йăли-йĕркине, фольклорне упраса хăварма мехел çитернĕ чăваш халăхĕн историне кĕске хушăрах витĕмлĕн çутатма ĕлкĕрчĕ. Ыйтусене те туллин хуравлама пултарчĕ музей ĕçченĕ. «Сирĕн аслаçăрсем çакăн пек çуртсенче пурăннă-и. - тĕлĕнчĕ хăна, хура пÿрте кĕрсе тăрсан. - Халĕ вара юмахри пек хÿхĕм кермен тăватăр!»

Хура пÿртрен аякрах мар вырнаçнă çил арманĕ патне çитсен Ферран Гуэль шала кĕриччен ун йĕри-тавралла утса çаврăнчĕ, тĕк тăракан çунатсем çине ăмсанса та тĕлĕнсе пăхнă май шÿтлесе çапла каларĕ, «Эпĕ Сервантес сăнарланă Дон-Кихот пек пулнă тăк халех çак çил арманĕпе çапăçма пуçлăттăм». Унăн сăмахĕсем хыççăн хамăр та кулмасăр тÿсеймерĕмĕр.

Картинăсен галерейинче вырăнти ÿнерçĕсен ĕçĕсем питĕ килĕшрĕç Испани çыннине. Чăваш хĕлĕн илемне илĕртÿллĕн сăнланă Виктор Немцевăн картини умĕнче чылайччен тăчĕ вăл, шупăр уртса янă тăпăлкка хурăнсене куç илмесĕр сăнарĕ. Çут çанталăка чун-чĕререн юратакан çын пулнине хăй каличченех лайăх сиснĕ музей директорĕ Александр Майоров хăнана асăнмалăх парнепе савăнтарма кăмăл турĕ, çийĕнчех Чăваш халăх художникĕ Виктор Немцев çырнă пĕр ĕçе Ферран Гуэле алăранах тыттарчĕ.

Тавра пĕлÿ уйрăмĕнчи «Чăн-чăн этем çул-йĕрĕпе экспозицие курнă хыççăн вăл хăй мĕн таран тĕлĕннине пытармарĕ. Алексей Маресьев Йĕпреçре «иккĕмĕш çунат» туяннине пĕлсен, «Çĕнĕ Маресьевпа тĕл пултăм, - терĕ. - Испани çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ Рубен Ибарурри те фашистсене тÿперен пĕр шелсĕррĕн çунтарнă. Вăл та Алексей Маресьев пекех хăюллăн та паттăррăн çапăçнă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне парса чысланине эпир, паянхи яш-кĕрĕм, тивĕçлипех мăнаçланатпăр», - хумханса калаçрĕ хаклă хăна.

Çав кун этнографи музейĕн картишĕнче «Культура» телеканалтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕ халăх таланчĕсене явăçтарса фильм ÿкеретчĕ. Ферран Гуэль чăваш çи-пуçне тăхăннă вырăнти артистсемпе кăмăлтан калаçрĕ, вĕсен юрри-çаврăмĕн сыпăкĕсене çырса илчĕ. Асăннă телеканалта «Россия, любовь моя» кăларăма ертсе пыракан Пьер Броше журналистпа /вăл - француз çынни/ çийĕнчех пĕр чĕлхе тупрĕç, малтан вырăсла калаçрĕç, кĕçех, çакна хăйсем те сиссе юлаймарĕç пулĕ, французла пуплеме тытăнчĕç. Эккей, Ферран Гуэль чăннипех полиглот иккен. Кун пирки систерсен турист сăн-питне ăшă кулă иленчĕ. «Эсир мана парнеленĕ вырăсла-чăвашла словаре /çак йĕркесен авторĕ ăна халал сăмахĕсем çырсах Михаил Скворцов хатĕр­ленĕ икĕ томлă сăмахсара парнелерĕ/ кĕнеке çÿлĕкĕ çинче вырттармăп, тăтăшах уçкаласа пăхкалăп», - шÿтлерĕ хăна пирĕнпе сыв пуллашнă май. - Çитес çул сирĕн патăра тепре çаврăнса çитетĕпех, ун чухне музей картишĕнче чăвашла калаçни çеç илтĕнсе тăрĕ...»


Геннадий КУЗНЕЦОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.