Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

Маттурлăхшăн ял савать

- Вăл пур çĕре те çитет. Унăн пĕлмен япала çук. Аллисем ылтăн. Ваттипе - ватă, çамрăкпа çамрăк пек, - ырă çак сăмахсене пĕтĕмпех Ураскассинчи Владимир Никифоров ячĕпе калаççĕ.

Владимир Николаевичăн килĕ-çурчĕ кермен пек хăтлă, хуралтисем çирĕп, пахчара çулла тĕрлĕ улма-çырла йывăççи, чечексем ÿсеççĕ, вĕсене сăрласа илемлетнĕ кĕлеткесене вырнаçтарнă. Ача-пăча лапамĕнче хăпармалли картлашка, чуччу, турник, хăйне майлă каруççель пур. Шăрăх çанталăкра уçăлса ларма фонтан та ĕçлет.

Кил хуçи 9 çул ялти культура çуртĕнче ĕçлерĕ. Çав вăхăтра та, каярахпа та спектакльсенче вун-вун роль калăпланă вăл. Ураскассинчи халăх театрĕ республикăра ырă ят çĕнсе илнинче унăн тÿпи те пысăк. Ялти пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Çемьере пурте спортпа туслă. Нарăсăн 2-мĕшĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2014» ăмăртура хĕрĕсем Анжелăпа Оля, мăшăрĕ Алина хăйсен ÿсĕмĕсенче малтисем пулса ылтăн медале тивĕçрĕç. Кăрлач уйăхĕнче республика Пуçлăхĕн парнисемшĕн çемьесен хушшинчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Никифоровсем Тăвай район чысне хÿтĕлерĕç. Спортра кăна мар, пур енĕпе те хастар вĕсем. Республикăри «Çулталăк çемйи» конкурсра та палăрчĕç.

Владимир Николаевич хальхи вăхăтра Мускавра вахта мелĕпе ĕçлет. Килте пурăннă вăхăтра вăл кил хуçалăхĕнчи лашана кÿлсе урамсене юртан тасатма та пулăшма ĕлкĕрет. Пуш уйăхĕнче çулленех хĕллехи спорт сезонне хупса йĕлтĕрпе чупассипе пысăк ăмăрту йĕркелет, унта кÿршĕ район спортсменĕсем те хутшăнаççĕ. Йĕлтĕрçĕсемпе курма пыракансем валли кунта юрă-кĕвĕ те янăрать, пĕчĕк лавккасем те ĕçлеççĕ. Йĕркелÿçĕ мала тухнисенчен ытларахăшне хăйĕн шутĕнчен хавхалантарать.

Çемье мешехине те çирĕп тытса пыраççĕ Никифоровсем. Кашни çулах çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче мăшăрланнă куна паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Çав кун хăйсем пĕвелесе тунă кÿлĕ хĕрринче тĕрлĕ вăйă йĕркелеççĕ, пулă тытса техĕмлĕ шÿрпе пĕçереççĕ, шашлăк ăшаласа çиеççĕ.

Пуçаруллă, яваплăха туякан В.Никифорова иртнĕ çул шкулта ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председательне суйланă. Çак ĕçе кăмăлтан пурнăçласа пыма хĕрĕсем Анжелăпа Оля вĕренÿре малта пулни, вĕсем волонтерсен юхăмĕнче хастралăх кăтартни, олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнни те хавхалантарать. Мăшăрĕ Алина ăнланни, пĕчĕк ывăлĕ Глеб тĕрлĕ енлĕ аталанса пыни килтисене малалла ăнтăлма хистет.


Валерий ЧАЙКИН.

Тăвай районĕ

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.