Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

«Шоркинсем», сассăра парăр!

Максим Федорович ача чухнех купăспа туслашнă. Ку тарана çитсе унран пачах та уйрăлман. Çитмĕл урлă каçнă ватăшăн купăс юлташран та çывăхрах. Тăсса ярать те ăна вăл...

М.Кочетков Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Купăс калама ашшĕн­чен, ку тăрăхри ăста купăсçăран, вĕреннĕ. Шăхач, Турхан шкулĕ­сенче вĕреннĕ çулсенче арçын ача инструмента алăран яман. Пĕчĕк чухне шкулти уяв каçĕ­сенче, ÿсерехпе вăйăсенче хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме купăс каласа юрлаттарнă, ташлаттарнă.

Вăтам пĕлÿ илсен çамрăк Казахстана çерем уçма тухса кайнă. Кунтанах ăна çара илнĕ. Мускавра служба тивĕçĕсене пурнăçласа таврăнсан Максим Федорович ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Инженер-механик дипломне илсен Кÿкеçри чăх-чĕп фабрикине вырнаçнă. 22 çул ĕçленĕ вăл кунта.

«Çак тарана çитсе купăсран пĕр самант та уйрăлман. Ăна алла тытни маншăн çăкăр çинипе танах, - тет Максим Федорович. - Фабрикăра ĕçленĕ çулсенче кашни уявра, çуралнă кунсенче, юбилейсенче купăс каласа ĕçтешсене савăнтарнă».

Тивĕçлĕ канура та килте ахаль ларасшăн мар Кочетковсем. Мăшăрĕпе «Салют» культура керменĕнчи «Зарянка» ансамбле çÿреççĕ. Кунта ватăсен канăвне аван йĕркеленĕ. Максим Федорович каланă тăрăх - малтан пенсионерсем çамрăклăха аса илсе ташлаççĕ. 80 çултан иртнисем те пур, вĕсем те ташă картине хаваспах тăраççĕ. Унтан тÿлевсĕр кино е концерт кăтартаççĕ.

«Зарянка» ансамбле тăватă çул каялла йĕркеленĕ. «Пирĕн репертуарта 57 юрă. Чăвашлисене те юрлатпăр, - тет пенсионер. - Мускав, Ленин, Калинин районĕсенчи социаллă хÿтлĕх центрĕсене йыхравлаççĕ. Унта пурăнакан ватăсене концертпа савăнтаратпăр».

Кочетковсем Шупашкар ра­йо­нĕнчи Куснарта çурт лартнă, хуçалăх çавăрнă. Ял уявĕ вĕсемшĕн пысăк уяв. Максим Федорович хапха умĕнчех купăсне тăсса ярать, мăшăрĕ юрă пуçлать. Çапла купăс каласа, юрă юрласа вĕсем халăх пухăннă вырăна çитеççĕ...

«Шел, купăс сумĕ çулран çул чакса пырать, - пăшăрханса ка­лаçать купăсçă. - Аттесен вăхăтĕнче пĕр ĕçкĕ-çикĕ те купăс сассисĕр иртмен. Салтака купăс каласа ăсатнă. Ялта туй кĕрленĕ - каллех купăс янăранă. Ĕлĕкрех А.Васильев, В.Адюков артистсем купăс калатчĕç. Халĕ купăспа сцена çине тухакан та çук. Мĕнле майпа купăсран халăх юратнă музыка инструменчĕ туса хумалла-ши.».

Максим Федорович шухăшĕпе - Чăваш Енре, республика тулашĕнче Петр Шоркин пек пултаруллă купăсçăсем çук мар. «Пулас «Шоркинсене» шыраса тупас тĕллевпе «Кала, юратнă хут купăс» конкурс е тата çакăн йышши урăх мероприяти ирттерсен аванччĕ, - тет вăл. - Купăсçăсене пĕр çĕре пухса пĕрлĕх туса хурсан «тÿмеллĕ» тусăмăн ят-сумне çĕклеме май килĕ-и тен.»

Ватă çын сăмахĕпе килĕшекен, ăна пулăшма пултаракан çынсем пирĕн хушăра пурах ĕнтĕ. Максим Федорович кĕтет вĕсене.


Валентина БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.