Archive - 18 Кăрлач, 2014 - Хыпар

18 Кăрлач, 2014

«Чăваш хĕрарăмĕ»

Хаçата интереслĕ кăларас тесе çĕр çывăрмасăр ĕçлеме те хатĕр эпир. «Çапах тема ăçтан тупатăр.» - тĕпчеççĕ пĕлĕшсем. Юлташ нумай пулни, çул çÿреме юратни, пурнăç уттипе тан пыма тăрăшни пулăшать.

18 Кăрлач, 2014

«Сывлăх»

“Пирĕн килти тухтăр, сывлăх энциклопедийĕ,- теççĕ вулакансем “Сыв­лăх” хаçата хисеплесе. Хăйсен çырăвĕсенче, ре­дакцие шăнкăравласа вĕсем юратнă хаçата кашни кĕçнерни кун чунран кĕтнине, унти сĕнÿ­­семпе сывлăха çирĕ-п­­­летме, сипленме усă курнине пĕлтереççĕ, пулăшушăн тав тăваççĕ.

18 Кăрлач, 2014

«ЛИК»

Кăçалхи çырăнтару савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те: «ЛИК» журнала 1-мĕш çур çулта илсе тăмашкăн çĕр-шыври 60 ытла хулара çырăннă! Аçтăрханпа Махачкалара, Краснодарпа Иркутскра, Петербургпа Тобольскра... Аякра пурăнакан вулакансем ăçтан пĕлнĕ пирĕн журнал пирки? Почта çуртне ÿркенмесĕрех çитсе çырăнас кăмăлĕ мĕнле çуралнă?

18 Кăрлач, 2014

«Тантăш», «Тетте», «Самант»

Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ «Тантăш» хаçат хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать. Чăваш ачин пурнăçне, унăн шухăш-кăмăлне, ĕмĕт-тĕллевне май килнĕ таран анлăн çутатма «Тантăш» ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех çула тухаççĕ, вулакансемпе тĕл пулса калаçаççĕ.

18 Кăрлач, 2014

«Тăван Атăл»

«Эпĕ - Хусан тăрăхĕнчи чăваш. 1957 çулта тухса кайнă ялтан. Чăвашсем çук эпĕ пурăнакан çĕрте. Тăван чĕлхене манас килмест. Çавăнпа яланах çырăнса илетĕп «Тăван Атăла». Ку йĕркесем Смоленск облаçĕнчи Холм-Жирковский районĕнчи Канютино станцире пурăнакан Раиса Михайловна Парфентьева çырăвĕнчен.

18 Кăрлач, 2014

Пирĕн яваплăхран килет

Çĕр-аннемĕре сума сăвасси чăваш юнĕнче пурах пулĕ. «Çын мĕн калĕ?» - тесех сад-пахчана кăна мар, уйри пай лаптăксене юхăнма памастпăр. Кÿршĕсенчен те çакнашкал тăрăшулăх кĕтетпĕр. Çакна Россельхознадзорăн республикăри управленине килекен çырусем çирĕплетеççĕ: пĕлтĕр – 16, кăçал 15 пулнă.

Кÿршĕ лаптăкĕпе усă курмасть

18 Кăрлач, 2014

Палăка тирпейленĕ

Фашизма çĕнтернĕренпе вун-вун çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Фронтран таврăнайман ентешĕсене ял-йыш ĕмĕрех асра тытать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса Канаш районĕнчи Шăхальте лартнă палăка та ял çыннисем пăхсах тăраççĕ, ăна çĕнетсе тирпей-илем кÿнĕ, тавралла карта тытнă.

Палăртнă кун кунта ял çыннисем, ветерансем пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Тăвай тата Канаш районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн ĕçченне Андрей Наймушина ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Pages