Комментари хушас

18 Кăрлач, 2014

Коррупцишĕн çул хупă

Республика прокуратури коррупципе кĕрешес енĕпе 2013 çулта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Курăмлă кăтартусем пур.

Патшалăх тата муниципалитет служби, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçланине тĕпчесе ирттернĕ прокурор тĕрĕслевĕсем саккуна пăснин 3,1 пин ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Çавна май 903 представлени çырнă, вĕсене тишкерсе 904 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Саккунсăр право акчĕсем тĕлĕшпе 630 протест хатĕрленĕ, 146 çынна административлă майпа явап тыттарнă. 57 материала уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва татса пама следстви органĕсене янă, вĕсене тĕпе хурса 51 уголовлă ĕç пуçарнă.

Пĕлтĕр республикăн прокуратура органĕсем вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх влаçĕн органĕсенче 625 ытла тĕрĕслев ирттерсе асăннă сферăра саккуна пăснин 1060 тĕслĕхне тупса палăртнă. Шалти ĕçсен, Ял хуçалăх, Финанс, Строительство министерствисенче, Суд приставĕсен службин управленийĕнче, Пенси, Соцстрах фончĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, ытти тытăмра тĕрĕслевсем йĕркеленĕ. Шел те, нумайăшĕнче ĕçлекенсем тупăшсемпе тăкаксем, пурлăх çинчен кăтартусем парас тĕлĕшпе саккуна пăснине палăртнă. Сотрудниксем ытларах чухне хăйсен мăшăрĕсен пурлăхĕпе çыхăннă кăтартусене çырмаççĕ - çĕр лаптăкĕсене, хваттерĕсене «манса хăвараççĕ». Çавна май должноçри 15 çынна дисциплина енĕпе, 1 çынна пурлăх тĕлĕшпе явап тыттарнă.

Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкар прокуратури асăннă хулари налук инспекцийĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă. Унта 4 служащи хăйсен справкисенче мăшăрĕсен çĕр лаптăкĕсем пуррине, транспорт хатĕрне сутса тупăш илнине кăтартман.

Муниципалитет службинче çывăх тăвансем ĕçленĕ тĕслĕхсем пулнă. Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн экономика пайĕн специалист-эксперчĕ интерессен хирĕçлевне сирес тĕлĕшпе мерăсем йышăнман. Ку унăн ашшĕ çĕр сутмалли уçă аукциона хутшăнса унта çĕнтернипе çыхăннă. Çавна май Сĕнтĕрвăрри прокуратурин çак тĕслĕх пирки тивĕçлĕ информаци пама тивнĕ, айăпа кĕнĕ сотрудника дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Кунашкаллине республика прокуратури ЧР Стройминĕнче те тупса палăртнă. Министерствăн сектор заведующийĕ хăйĕн ывăлĕ килĕшÿсене тĕпе хурса чÿречесем лартас енĕпе ĕçленине пĕлнĕ çĕртех строительство объекчĕсем проект документацине тивĕçтерни çинчен калакан пĕтĕмлетÿ парсан интерессен хирĕçĕвĕ пулма пултарасси пирки хăйĕн пуçлăхне асăрхаттарман.

Интерессен хирĕçĕвĕ пулма пултарасси çине алă сулнине ЧР Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕнче те тупса палăртнă. Кун пирки республика прокурорĕ представлени тăратнă хыççăн инспекцин 6 ĕçченне дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

 

Валерий МИХАЙЛОВ,

ЧР прокуратурин

пай прокурорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.